Комментировать

8 Окт, 2015

Умра - инçет

Кирек мĕнле çулçÿревре пулакан та унтан тулли кăмăлпа таврăнатех. Аякри вырăнсене çитнĕ-и вăл е хăйĕн тăрăхĕнче – пурпĕрех. Шкул ачисем те, ак, хăйсен класĕпе çывăхри пĕр-пĕр вăрмана кайса килеççĕ-и, ял çумĕпе шăнкăртатса выртакан юханшывра пулă тытаççĕ е таврари тĕрлĕ ÿсен-тăранпа паллашаççĕ - кайран çакна нумай вăхăт аса илеççĕ. Пĕр-пĕрне курни-илтнине, асра юлнине ăмăртмалла каласа пани тата хăй мĕн тери паха! Апла пулсан вĕсем вăхăта усăсăр ирттермен.

Эпĕ те ĕçрен пушă вăхăта сая ярас мар тĕллевпех çула тухрăм /«Тантăш», 40-мĕш номер, октябрĕн 1-мĕшĕ/. Хальхинче иртнĕ çулхи пек авточарăну мелĕпе мар, хамăн шанчăклă «тусăмпа» - велосипедпа.

Велотуризм вăл ыттисенчен нумай енпе уйрăлса тăрать. Хăвна кирлĕ хăвăртлăхпа çиле хăваласа çулпа кайма пултаратăн, кирек мĕнле шăтăка та кĕрсе тухма май килет тенĕн, чылай вырăна çитме пултаратăн, бензин кирлĕ мар. Вăй-халу çеç пултăр. Вара сан ума йăлтах тухĕ. Эсĕ палăртнă çулçÿреври çырма-çатра та, сăрт-ту та, вăрманпа юханшыв, ял-хула… Палаткăра çĕр каçни, кăвайт çинче апат хатĕрлени - акă ăçта тĕлĕнмелле илем, асра юлакан самант.

Алтай: мĕн тери илемлĕ эсĕ!..

Алтай тăрăхĕнче пĕрре пулса курнă çын, унта тепре çитме тăрăшатех е ĕмĕтленетех. Вăрăм çула тухрăмăр. Хыçа Урал тăвĕсем юлнă хыççăн Хĕвеланăç Çĕпĕр ытамне лекрĕмĕр. Тĕлĕнмелле аван кĕтсе илчĕ вăл пире. Куç тулли тавралăх илемĕ тыткăнларĕ, чун-чĕрене ачашларĕ. Бийск хулинче хамăра тирпейлесе йĕркелесе çитернĕ хыççăн малаш çулта кирлĕ апат-çимĕç туянтăмăр, «урхамахсен» кашни вĕт-шакăрне тепĕр хутчен тĕрĕслесе хатĕрлерĕмĕр. Алтай крайĕнчи Бийск хулинче историпе çыхăннă архитектура палăкĕсем чылай. Хула 1709 çулта никĕсленнĕ. Ăна тăшмансенчен сыхланма Бикатун крепоçĕ пек туса лартнă пулнă. Крепость хуралтисем сыхланса юлманни, паллах, пысăк çухату. Хулара курмалли нумай. Кунти архитектурăн чылай палăкĕ вунтăххăрмĕш ĕмĕр вĕçĕпе - çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕпе çыхăннăскерсем. Ун чухне шăпах Монголипе тата Китайпа суту-илÿ çыхăнăвĕсем вăйланса пынă пулнă. Бийск хулинче пурăннă купсасем хăйсен çурчĕсене ун чухнех капăрлатса та илемлетсе туса лартнă. Тĕлĕнмелле хитре кил-çуртсемпе хуралтăсем паян та аванах сыхланса юлни килес ăрусемшĕн калама çук пысăк парне вырăнĕнчех. Хулари истори палăкĕсем вара граждан тата Тăван çĕршыв Аслă вăрçипе çыхăннă. Вĕсене курса тĕлĕннĕ, паллашнă хыççăн çу кунĕсенче те лĕп шывпа савăнтарайман Бия юханшывра ишсе савăнтăмăр. Унăн шывĕ калама çук тăрă.

Умра - тĕнчипе паллă Чуйск çулĕ. Вăл Бия юханшыв урлă хывнă кĕпертен пуçланать те Алтай крайĕ тăрăх пĕр 77 çухрăм тăсăлать, ун хыççăн Алтай Республикин территорийĕпе - 540 километр. Чуйск мăн çулĕ Монголи çĕршывĕн чиккинче Ташанта ялĕ патĕнче вĕçленет.

Хуларан тухсанах тĕрлĕ транспорт нумай çÿрени кăшт чăрмавлă та. Аяккарах кайнă май вĕсем сахалланса пыраççĕ. Шăрăх. Сывлăш температури пĕр вăтăр градус патне хăвалать. Кун пек чухне хăвăрт кайма кăшт йывăртарах та. Кăнтăр апачĕ хыççăн кăна тухнăран тата каç ир пулнăран пĕр 40 километр кăна хыçа хăварса Катунь юханшыв хĕррине вырнаçса вăрăм каçа ирттерме тĕллев тытрăмăр. Катунь мăнаçлă юханшыв. Ахальтен мар унăн ячĕ те алтай чĕлхинчи «кадын» сăмахпа пĕр килет. Вăл «улпут майри, хуçа арăмĕ» тенине пĕлтерет. Шывĕ те симĕсрех кăвак тĕслĕ, вăйлă юхăмлă. Çыранĕсем чăнкă та çÿллĕ. Калама çук илемлĕ каçхи тÿпе. Çăлтăрсем пĕр-пĕринпе тытмалла выляççĕ тейĕн, вĕсен мĕлтлетĕвĕ шыв хумĕсем çинче ывçи-ывçипе ахах-мерчен сапаласа янăн йăлтăртатаççĕ. Каç аван иртрĕ.

 

«Улпут майри» хăйĕн характерне кăтартрĕ

Çул малалла выртать. Алтай туристсен тĕнчинче хĕвĕшекенсен тесен те йăнăш пулас çук. Пире хирĕç самаях çулланнă велоçулçÿревçĕсем иртсе кайрĕç - пĕр-пĕрне алă çĕклесе саламларăмăр, ăнăçлă та телей-лĕ çул сунтăмăр. Туристсен хатĕрĕсене тиенĕ мотоцик-листсем те хăваласа иртсе кайрĕç. «Эх, пиреччĕ çак техника халь!» - тесе пĕрре те ÿкĕнмерĕмĕр. Сăлтавĕ те çукчĕ. Пулма та пултараймасть. Экологи тĕлĕшĕнчен таса пирĕн «урхамахсем» тавралăха та вараламаççĕ, апат та ыйтмаççĕ. Тÿремлĕхсем кĕçех сăрт-тупа ылмашăнаççĕ. Каç сĕмĕ çапсан Алтай крайĕнчен тухса Алтай Республикин территорине кĕтĕмĕр. Çул çинче машина сахалли савăнтарать, пире кайма ирĕклĕ. Катунь - вăрăм юханшыв. Унăн вĕçĕ-хĕрри те çук тейĕн. Тĕттĕмленсе çитсен палаткăсене вырнаçтарса ларт-рăмăр, каçхи апат хатĕрлерĕмĕр çеç, кĕтмен çĕртен вăйлă çил тухса кайрĕ. Хăйăрпа хутăшнă çил ачи пирĕн япаласене самантрах вараласа та хучĕ. «Улпут майри» тесе ахальтен ят паман ăна! Хăйĕн хăватне кăтартас терĕ-ши? Ну, темех мар, кĕçех лăпланчĕ эпир хальччен курман çутçанталăк пулăмĕ. Палаткăсенче пытарма ĕлкĕрне апат-çимĕç кăна тирпейлĕ упранса юлчĕ. Çывăрма та хăйăр «тумĕпех» тиврĕ. Тасалнин усси те пулас çук кунта. Вăрăм çула кĕскетме иртерех тухас тĕллевлĕччĕ. Пулмарĕ. Иртен пуçласа кăнтăр иртни тăватă сехетчен вăйлă çумăр витрелетсе çурĕ. Вырăнти çынсем каланинчен çакă паллă пулчĕ: çумăр кунта уйăх ытла пĕрре те çуман. Ăна вĕсем чылайранпа кĕтнĕ. Эпир Тюмень çыннине тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл авточарăнупа Алтайăн кăнтăр тăрăхĕнчен таврăнать. Ăна вăрăм çул-йĕрте ăнăçу сунтăмăр та пысăках мар, хăтлă Горно-алтайск хулине çитсе кĕтĕмĕр. Вырăнти почта ĕçлемест. Пире Интернет-салон е копи-центр кирлĕччĕ. Вырсарникун пулнăран вĕсем те канаççĕ. Почта картлашки çинче апатланнă вăхăтра пирĕн пата канада çынни пычĕ. Вăл Швеци, Германи урлă мотоциклпа çула тухнă. Çĕр ирттерме вырăн шыраса çÿрес мар тесе хуларах пĕр-пĕр кĕтес тупма шухăшларăмăр. Хулари медицина училищин картишне кĕрсе хуралçăпа сăмахлама тиврĕ. Ырă кăмăллă, тарават хĕрарăм пулчĕ вăл. Пире хыçалти картишĕнче вырăн тупса пачĕ, çурта та кĕртме май килнине каларĕ, анчах пуçлăхсенчен шикленнине систерчĕ. Видеокамера тата ытти те халь тÿрех яр уççăн кăтартса парĕ. Тĕрĕс те. Нимĕн палламан-пĕлменскерсене епле кĕртĕн-ха. Пире абрикос варенипе, вĕри чейпе хăналарĕ. Эпир те ăна хамăр хатĕрленĕ апатпа сăйлама кăмăллă пултăмăр. Çĕр чăмăрĕ ырă çынсенчен пуянах çав.

Австрали икĕ мотоциклист-çулçÿревçе курни, вĕсемпе калаçни аса килчĕ…

Евгений ФЕДОРОВ, архитектор.

Санкт-Петербург - Çĕнĕ Шупашкар - Алтай Респуб-лики.

/Малалли çитес номерте/.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.