Хăвна ĕçре тупни - чи пысăк телей
е 2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕ пулĕ
Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн сентябрĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн 2016 çул Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулĕ. Чăвашра ĕçлекен çын яланах хисепре пулнă. Документра палăртнă тăрăх, хальхи экономика условийĕсенче ĕç çыннине патшалăх шайĕнче обществăна хăват паракан вăй пек йышăнмалла. Экономика аталанăвĕ те, халăх пурнăçĕн ытлăх-çитлĕхĕ те, пахалăхĕ те унран нумай килет. Çавăн пекех «Ĕç çыннин» çулталăкне халалланă мероприятисем çитĕнекен ăрăва ĕçе хисеплеме тата юратма вĕрентĕç, республикăн социаллă ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕç.
Чăваш çынни уйрăмах вăй-халпа çыхăннă ĕçе пысăка хунă. Кирек епле ĕçе /профессие/ те çăмăл е йывăр тесе хаклама çук. Чи кирли - ĕçе юратса, кăмăлласа тумалла. Юратнă ĕç йывăр пулсан та ăна пурнăçлама лайăх, юратманни çăмăл пулсан та ун патне алă пымасть. Ĕçе юратса туни вара - культура паллиех. Хăвна ĕçре тупни - чи пысăк телейсенчен пĕри.
2016 çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май эпир республикăн тĕп хаçатĕнче ĕç темине тата анлăрах çутатас тĕллевпе «Ĕç çынни» ятарлă кăларăм йĕркелес терĕмĕр. Унта тĕрлĕ профессире тăрăшакансен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартăпăр, хăй вăхăтĕнче ĕçлесе чапа тухнă, пысăк наградăсене тивĕçнĕ специалистсен пуян опычĕпе, ăсталăхĕпе паллаштарăпăр. Иртни каялла таврăнмасть. Анчах иртнине пĕлни малашнехи пурнăçа лайăхрах, тĕрĕсрех тума пулăшать теççĕ. Çавăнпа та хальхи специалистсен вĕсенчен вĕренмелли, ăша хывмалли пурах. Пирĕн çĕнĕ кăларăма хатĕрлес ĕçе вулаканăмăрсем те хастар хутшăнасса шанас килет. Ĕçпе чапа тухнисем, хисеплĕ ятсене тивĕçнисем, интереслĕ çынсем кашни ялтах пур. Вĕсем çинчен çырнă тĕрленчĕксене хаваспах йышăнатпăр.
Роза ВЛАСОВА.
"Çăкăр çумăрĕ". В.ШЕМАРОВ сăнÿкерчĕкĕ.