Комментировать

7 Окт, 2015

«Манăн килĕм - манăн çĕршывăм»

Сирĕн пата çыравçă васкать

Октябрĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейри пекех пирĕн республикăра та халăх микроçыравĕ пуçланчĕ. Кăçалхи халиччен ирттернĕ мероприятисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать? - çакна уçăмлатрĕ Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли ирттернĕ пресс-конференцире. Унта ЧР ШĔМĕн яваплă çыннисем Юрий Митрофанов тата Марина Сергеева хутшăнчĕç.

Асăннă мероприяти октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Эльвира Геннадьевна палăртнă тăрăх - вăл Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2020 çулхи çыравне хатĕрленмелли пĕлтерĕшлĕ тапхăр шутланать.

Пĕтĕмĕшле çыравсем халăхпа, унăн йышĕпе тата социаллă-демографи тытăмĕпе çыхăннă информацин тĕп çăлкуçĕ пулса тăраççĕ. ПНО кăçал 2020 çулхи çыравсен раунчĕ пуçланнине пĕлтернĕ, унăн тапхăрĕнче /2015-2024 çулсенче/ тĕнчери кашни çĕршывра çакнашкал мероприятие пĕр хут та пулин йĕркелемелле. Вĕсене шута илсе тĕнчери халăх çыравĕн кăтартăвĕсене хатĕрлеççĕ. Çапах та унашкаллисен пĕтĕмлетĕвĕ кĕске тапхăртах кивелет, уйрăмах çамрăксене пырса тивекеннисем. Вунă çулта халăх хушшинче çын çуралнипе, вилнипе, мăшăрланнипе, уйрăлнипе, пурăнмалли вырăна çĕнетнипе çыхăннă информацие çырăнса юлмалли пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.