«Хунавпа туллин тивĕçтерĕпĕр»
«Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев хуравлать
- Вăрă-йĕкелтен хунав шăтаракан питомниксем 2010 çулхи пушар хыççăн çунчăкран тасатнă лаптăксене ешĕллентерес ĕçре мĕнле вырăн йышăнаççĕ?
- Вĕсемсĕр йывăç лартса вăрман фондне хушаймастпăр, - терĕ Иван Васильевич. - Йывăç сывă та çирĕп çитĕнесси вăрă-йĕкел, хунав пахалăхĕнчен нумай килет. Çавăнпа питомниксенче вăрлăх упрамалли, ăна акса хунав çитĕнтермелли тухăçлă технологисемпе усă кураççĕ.
- Питомниксен историйĕн хăш-пĕр страници çинче чарăнса тăраймăр-и?
- Вĕсене пирĕн тăрăхра 1844-1892 çулсенче йĕркеленĕ. Çитĕннĕ йывăçсемпе е тункатасемпе юнашарах вăрă-йĕкелрен хунав шăтарса ÿстернĕ. Çав тапхăрта вĕтлĕх-чăтлăхра тĕп вăй çынсем тата лаша пулнă. Шăмăршăсен питомникне 1876 çулта пĕрремĕшсен йышĕнче никĕсленĕ. Пуринче те вăрăран хыр çитĕнтернĕ. 1950 çулччен 188 питомник уçнă. Вĕсем 113,8 гектар йышăннă. 1961 çулта вăрман промышленноçĕн Улатăрти хуçалăхĕнче, 1963-1965 çулсенче ытти районта, вăрман хуçалăхĕсем йĕркеленĕ май 1995-1998 çулсенче çĕнĕ питомниксем уçнă.
- Хальхи вăхăтра вĕсен лаптăкĕ тивĕçтерет-и? Халăха хунав çитĕнтерсе паратăр-и?
- Министерствăна пăхăнса тăракан 11 вăрман хуçалăхĕн те питомник пур. Вĕсемсĕр пуçне тата 4 йĕркеленĕ. Лаптăксем пĕтĕмпе 224 гектар йышăнаççĕ. Йывăç-тĕмĕн 11 тĕрлĕ хунавне пăхса çитĕнтереççĕ. Вĕсен 60-65 проценчĕ вăрман чĕртме каять. Тепĕр пайĕпе тĕрлĕ харпăрлăхлă тытăмсене тивĕçтеретпĕр.
- Пушар алхаснă инкеклĕхе симĕслентерме çирĕпленнĕ хунавпа, вăрă-йĕкелрен шăтарнă черченкĕпе еплерех тивĕçтереççĕ?
- 2012 çулта питомниксенче 13 миллион тĕп çитĕнтернĕ. Çакă иртнĕ çулхи тĕллеве пурнăçлама май пачĕ. Тĕрекленнĕ хунавпа черчен ешĕлкке лартса вăрман фондне 640 гектар тавăртăмăр. Çав шутра çунчăкран тасатнă лаптăк - 397 гектар. Пĕлтĕр 12,4 миллион тĕп ÿстернĕ. Пушар ытларах хыр вăрманне пĕтернине шута илсе çак культурăна чи нумай - 86 процент - акрăмăр. Ытти чăрăш /5/, лиçван /2/, юман /4/, çăка /2/, ытти культура /1/.
- Иртнĕ çулсенче пуçланă ĕçе вĕçне çитерме хунав ытлă-çитлĕ хатĕрлетĕр-и?
- Вăл çуркуннехи тĕллеве пурнăçлама çителĕклĕ. Хырăн, чăрăшăн, юманăн, лиçванăн, туйăн, çăкан, ытти культурăн сутмалăх та пулĕ.
- Вăрă-йĕкеле кирлĕ чухлĕ саппаслама май килчĕ-и?
- Юман йĕкелне - 2200, вĕтĕрех çулçăллă çăка вăррине - 101, хурăнăнне 5 килограмм татса питомниксенче акрăмăр. Икĕ çултан хунавĕсене вăрмана куçарса ларттаратпăр. Культурăсен вăрри-йĕкелне пуçтарса хатĕрлеттерме арендаторсемпе кăçал та килĕшÿ çирĕплетĕпĕр.
- Питомниксенче вăй хуракансенчен камсене ырăпа асăнатăр?
- Çĕмĕрле, Йĕпреç, Шăмăршă, Сăнав, Сĕнтĕрвăрри, Канаш вăрманлăхĕсен Мăн Улхаш, Кушлавăш, Пăла, Шăмăршă, Ильинка, Турханкасси, Сиккасси питомникĕсене ертсе пыракансем - Валентина Андропова, Надежда Сидорова, Федор Ильметов, Наталья Эсливанова, Лев Николаев, Евгений Никулин, Сергей Базян - хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Çĕмĕрле, Йĕпреç, Шăмăршă, Сăнав, Сĕнтĕрвăрри, Канаш вăрманлăхĕсен питомникĕсене лайăх пăхса тăраççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ
калаçнă