Комментировать

3 Окт, 2015

Суйлав хыççăн çуралнă шухăшсем, е Халăхăн хăйĕн шухăшне палăртма ирĕк пур

Çутçанталăкра темиçе пулăм пур - пĕр чарăнми тенĕ пек аталанса пыраканскер. Калăпăр, шыв юхăмĕ. Вĕçĕмсĕр таçта васкать, пĕр чарăнми юхать, юхать... Хаçат ĕçĕнче те пур ун пекки - çырăнтару. Халĕ кăна çуркуннехине вĕçлесе пĕтĕмлететĕн, кĕркуннехи пуçланчĕ те авă. /Сăмах май, вулаканăм, эсĕ почтальонпа тĕл пулса “Чăваш хĕрарăмне” çитес çурçуллăха çырăнса ĕлкĕртĕн-и-ха? Пирĕн йыш пысăк пулсан çанă тавăрса тата лайăхрах ĕçлес килсе тăрать вĕт/. Общество пурнăçĕнче те пур çакăн евĕр пулăм - суйлав. Халĕ кăна пĕрне ирттерсе лаш! сывласа яратăн, тепри çитсе те тăрать.

Иртнĕ суйлавра та хĕрÿ пычĕ кĕрешÿ. Суйлав тенĕрен, мĕн ачаран асра юлнă вăл. Участокĕ кÿршĕ ялта вырнаçнăччĕ те çула çитнисене автобус-машинăпа илсе каятчĕç унта. Халăх кăмăлĕ савăкчĕ. Граждан тивĕçне пурнăçласан тулли кăмăлпа таврăнатчĕç киле аслисем, ача-пăчана тутлă кучченеçпе сăйлатчĕç. Чăн-чăн уявах çаврăнатчĕ çав кун.

Уяв кăмăлне халĕ те сыхласа хăварма пултарнă суйлав участокĕсенче. Кашнинчех вырăнти артистсем савăк юрă-кĕвĕпе кĕтсе илеççĕ, тутлă апат-çимĕç сутассине те йĕркелеççĕ. Ку кăна та мар, суйлава пĕрремĕш хут хутшăнакансене парнепе хавхалантарасси те йăлана кĕнĕ.

Иртнĕ суйлав пĕтĕмлетĕвĕ нумайăшне çырлахтарчĕ пек туйăнать - ара, унта хутшăннисен пысăк пайĕ республика тилхепине хальхи ертÿçех, Михаил Игнатьева, парассишĕн сасăланă-çке. Малтанхи, ача чухнехи суйлавсенчен хальхисене юлашкисен технологийĕ ытла та хăвăрт аталанса пыни кăна уйăрса тăрать. Пушшех те, технологийĕсем ытла та таса мар. Çакă кăна кăмăла пăсать. Пирĕн хаçатра ЧР прокуратури материалĕпе усă курса пичетленнĕ статьяна та авă пачах тÿнтерле çавăрса-улталаса республика ертÿлĕхне хирĕç çавăрттарса кăларса пичетленĕ вĕт “Самана” текен кăларăм. /Аса илтеретĕп, тĕплĕнрех “Чăваш хĕрарăмĕн” авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче тухнă “Ятсăр статьяра” çырса кăтартнăччĕ/.

Тĕрĕссипе, ку шайри суйлавсене манăçа кăларма пуçланăччĕ ĕнтĕ. Юлашки хут Чăваш Ен ертÿçин суйлавĕ 2001 çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕччĕ. 2005 çултанпа яваплă çак должноçе Раççей Президенчĕ хăй сĕнме пуçларĕ. Паллах, демократи принципĕсемпе килĕшсе тăмастчĕ ку. Çапах та халăхăн хăйĕн шухăшне палăртма ирĕк пулмалла-çке. Çапла 2012 çул çĕршывра регионсен ертÿçисемшĕн тÿрремĕн сасăлас тытăма тавăрчĕç. Кăçалхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче, 14 çул иртнĕ хыççăн, чăваш хутлăхĕнче пурăнакансем хăйсен шухăшне уççăн палăртрĕç - пире Михаил Игнатьевпа унăн команди тытса пыракан политика тивĕçтерет. Çакна суйлава хутшăннисен 65,54 проценчĕ шăпах Михаил Васильевичшăн сасăлани çирĕплетет. /Сăмах май, Чăваш Енре 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 967117 суйлаçă шутланнă. Вĕсен 58,65 проценчĕ суйлава хутшăннă/.

Малтанхи çулсенче ял тăрăхĕсенче пурăнакансем хастарлăхпа палăратчĕç. Тĕрĕссипе, хальхинче те çаплах пулчĕ. Çапах та Шупашкар та хастарлăхне кăтартрĕ - хулара тĕпленнĕ, суйлава хутшăнса сасăланисен 54,68 проценчĕ республика Пуçлăхĕн должноçĕнче малашне те Михаил Игнатьева курасшăн.

Суйлавăн черетлĕ тапхăрĕ вĕçленчĕ те... тепри кĕç-вĕç пуçланĕ - çитес çул Раççей Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлăпăр. Чăваш Енре пурăнакансем ун чухне те тĕрĕс çул-йĕр суйласа илессе шанас килет. Черетлĕ суйлав та хĕрÿ иртесси халех паллă - çапах та çĕршыв тата республика шайĕпе саккун кăларакан тытăма палăртатпăр. Çавăнпа та кашни сасă пĕлтерĕшлĕ. Кашни сасă çĕршыв пуласлăхне витĕм кÿрет.

 

Кÿршĕре

Пирĕн тăрăхра суйлав хыççăн шавлă сас-хура çуралмарĕ. Кÿршĕ регионта вара лару-тăру лăпкă теме çук.

“Версия Марий Эл” кăларăм пĕлтернĕ тăрăх, Сергей Мамаев Мари Элта иртнĕ регион Пуçлăхĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăрахăçлаттарассишĕн республикăн Аслă Судне ыйтупа тухнă. Сергей Мамаев - Раççей коммунистсен партийĕн Кироври обкомĕн пуçлăхĕ. Регион ертÿçин пуканĕшĕн пынă кĕрешÿре вăл “сасăсен” 32,31 процентне пухса иккĕмĕш вырăн йышăннă /суйлавра Мари Эл Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Маркелов çĕнтернĕ - 50,78 процент/. Суйлав Тĕп комиссийĕн кăтартăвĕсене пăрахăçлама ыйтнин тĕп сăлтавĕ - бюллетеньсене тĕрĕс мар шутланă тесе айăплани. Мамаевăн ыйтăвне Мари Эл Аслă Судĕнче йышăннă, шута илнĕ. Ĕçе юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче пăхса тухма палăртнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.