Взятка
Право хуралĕн органĕсем нумаях пулмасть суд 35 çулти арçынна суд приставне 50 пин тенкĕ взятка панăшăн приговор палăртса 2 млн тенкĕлĕх взяткăн 40 виçи чухлĕ штрафлани çинчен хăпартланса пĕлтерме ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Чăннипех взятка пулнă-тăк, çапла, яваплăх çирĕппи вырăнлă. Çук, çак йĕркесен авторĕ арçын пристава укçа панă чухне пулман, мĕн пулса иртнине курман та - çынна тĕрĕс мар айăпланă темешкĕн хăйĕн çине хăюлăх илеймест. Анчах - иккĕленÿ пур...
Взятках!
Алăра - Шупашкарти Мускав районĕн сучĕн приговорĕ. Суд çирĕплетнĕ тăрăх - 1979 çулта Елчĕк районĕнчи Яманчÿрел ялĕнче çуралнă, унтах регистрациленнĕ В.Ермолаев должноçри çынна взятка панă. Приговорта çакă мĕнле пулса иртнине тĕплĕ сăнланă.
Вячеслав тĕлĕшпе Калинин районĕн сучĕ суд приставĕ 2012 çултах пĕр фирма валли парăм шучĕпе 28 пин тенкĕ шыраса илмешкĕн производство пуçарнă. Çак виçе вăхăт иртнĕ май индексацилесе пынине кура 147 пин яхăн тенке çитиех ÿснĕ. Кăçалхи май вĕçĕнче Калинин районĕн приставĕ парăма татмашкăн сутас тĕллевпе Вячеславăн «Лада Приора» автомобильне арестленĕ.
Ермолаев вара августăн 13-мĕшĕнче Федерацин суд приставĕсен службин республикăри управленийĕн çуртĕнче пристава 50 пин тенкĕ взятка панă. Çакăншăн вăл хăйĕн автомобилĕ тĕлĕшпе ареста пăрахăçласса шаннă.
Суд ларăвĕнче Ермолаев айăпне йышăнман, взятка мар, парăмăн пĕр пайне татмашкăн укçа панă-мĕн. Çук, суд ун майлă пулман, приставăн, право хуралĕн органĕсен Вячеслава взяткăпа тытнă сотрудникĕсен сăмахĕсене, следстви материалĕсене шаннă.
Пристав каланă тăрăх - унăн автомобильне арестленĕ хыççăн Ермолаев темиçе хут та телефонпа шăнкăравланă, ареста пăрахăçлама ыйтнă, çакăншăн укçа сĕннĕ имĕш. Машина хуçи унпа тĕлпулăва та килнĕ. Пристав Вячеслава автомобиле укçашăн «ирĕке кăларни» саккунпа килĕшсе тăманнине ăнлантарнă-мĕн. Хăй вара çакăн хыççăнах кун пирки коррупципе кĕрешекен пая пĕлтернĕ. Августăн 13-мĕшĕнче кăнтăрла Ермолаев каллех шăнкăравланă, тĕл пулма ыйтнă. 15 сехетре курнăçма калаçса татăлнă.
Часах полици сотрудникĕ килнĕ, вăл пристава видеоаппаратура панă. 17 сехет тĕлнелле пристав Ермолаева приставсен кантурĕн 1-мĕш хутĕнчи пÿлĕме илсе кĕнĕ. Парăм пирки сăмах пуçарнă. Вячеслав ăна 50 пин тенкĕ парасси пирки каланă, пристав квитанци çырса пама сĕннĕ. Ермолаев вара квитанци кирлĕ мар тенĕ. 18 сехет çурăра тепре тĕл пулнă. Ермолаев ареста пăрахăçламашкăн официаллă мар майпа укçа парас тесе çине тăнă, пристав ку взятка пуласси пирки асăрхаттарсан та каялла чакман. Хутсен хушшине укçа хунă. Çакăн хыççăн Вячеслава полицейскисем тытса чарнă. Пĕтĕмпех уçăмлă пек: видео ÿкерсе илнĕ, укçа та - куç умĕнчех. Пĕтĕмпе - 50 пин тенкĕ.
Суд Ермолаев преступление хăй мĕн хăтланнине пĕлсе тунă тесе палăртнă. Хăйне тытса чарнă хыççăнах взятка панине йышăнса тивĕçлĕ хута алă пусни те унăн айăпне ĕнентерме пулăшнă. Ун тĕлĕшпе оперативлă шырав мероприятийĕсене тивĕçлĕ саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланине çирĕплетнĕ. Приговор уçăмлă: Вячеслав Валерьевич Ермолаева Уголовлă кодексăн 291 статйин 3-мĕш пайĕпе айăплас, взяткăн 40 виçи чухлĕ - 2 млн тенкĕлĕх - штрафлас, взятка укçине, 50 пин тенке, патшалăха парас...
«Взятка мар!»
Вячеслав хăй çак ĕç-пуçа «манпа пулса иртнĕ кăмăлсăр истори» тесе хаклать. Кăтартăвĕ - ăна республика шайĕнче «чапа» кăларнă, шăв-шав çĕкленĕ суд процесĕ. Çийĕнчен вăл халь патшалăх умĕнче 2 млн тенкĕ чухлĕ парăмлă. Çапла, взяткăшăн халь штрафсем питĕ пысăк. Взятка илекене Чăваш Енре çĕр-çĕр пин тенкĕлĕх штрафлани те пулнă-ха - тĕлĕнместпĕр, анчах взятка паракана, темле олигарха е пĕр-пĕр криминал авторитетне мар, ахаль, ыттисем пекех «пĕчĕк çынна» çапла пысăк виçелĕх штрафланине астумастăп. Çав вăхăтрах арçын хăй «эпĕ взятка паман, парăм шучĕпе укçа парса хама ĕçлемешкĕн кирлĕ автомобиле арестран хăтарасшăнччĕ» тет.
Çÿлерех каларăм ĕнтĕ, ку истори кăçалхи май уйăхĕнче пуçланнă. Ермолаев çурт картишĕнче лартса хăварнă автомашина çухалнă. «Вăрласа кайнă!» - чи малтан çакăн пек шухăш вĕçсе иртнĕ. Анчах кăштахран палăрнă: транспорт хатĕрне парăм шучĕпе приставсем арестлесе илсе кайнă иккен.
- Парăм 147 пин тенке яхăн капланнине кура малтанах хамăн пурлăх тĕлĕшпе йышăннă чарăва пăрахăçлама тăрăшас, парăма кайран татăп тесе шухăшларăм, - каласа парать Вячеслав. - Пристав парăмăн пĕр пайне татсан машинăна «ирĕке кăларма» май пуррине каларĕ. Пĕлĕшсенчен кивçен илтĕм - 40 пин тенкĕ. Çак укçана манăн савни парăм шучĕпе кайса тÿленĕ, ăна квитанци те панă. Анчах пристав ку укçа çителĕксĕрри пирки каланă.
Кăштахран каллех кивçен илтĕм - тинех автомобиле арестран хăтарĕç тесе шутланăччĕ. Анчах пристав телефона тытмарĕ. Чăн та, июль вĕçĕнче кĕтмен çĕртен хăй шăнкăравларĕ, тĕл пулма чĕнчĕ. Темшĕн ФСПС управленийĕн çурчĕ умĕнче кăна калаçрăмăр. Машинăна 117 пин тенкĕлĕх хакланă-мĕн, ареста пăрахăçлама 100 пин тенкĕ те пулин тÿлемелле терĕ. Калаçнă май вăл 90 пинпе килĕшрĕ. Урăхла каласан маларах 40 пин тÿленĕ, халь тата 50 пин паратăп та - пулчĕ... Çапла вара парăма туллин татмашкăн манăн тата 57 пин тенкĕ тÿлемелли çеç юлатчĕ. Айванскер, пĕтĕмпех ăнăçлă пулсан пристава кĕрекене лартса сăйлама хатĕрри пирки те каларăм. Шăпах çак сăмахсем хамшăн кутăнла çаврăнса тухрĕç пулас.
Хăй каланă тăрăх - пристав патне вăл пĕр икĕ эрне иртсен килнĕ. Каллех машина пирки сăмах пуçарнă, çумра 10 пин тенкĕ çеç тесе пĕлтернĕ. Анчах çитменнине пĕлĕшĕ кĕçех илсе килмелле. Пристав 10 пине илсе уншăн квитанци çырса парăп тенĕ. «Эпĕ хирĕçлерĕм, часах тата укçа илсе килмелле - ун чух пурпĕр квитанци çырма тивет вĕт».
Пĕлĕшĕ укçа илсе килнĕ хыççăн каллех çав пÿлĕме кĕнĕ: часах машинăллă пулатăп... Пулайман. «Пÿлĕмре пристав кĕтмен çĕртен хăйне урăхларах тытма пуçларĕ, должноç преступленийĕ пирки сăмахлать... Çухалса кайрăм, алăра вара - укçа. Ун валли кĕреке хатĕрлеме шантарнине аса илтĕм те - «юрĕ-çке, хамăр çынсем вĕт...» тесе персе ятăм. Право хуралĕн органĕсем кайран çак сăмахсенчен «çакланасса» чухланă-тăк - чĕлхене чарнă пулăттăм та... Анчах эпĕ каратель тытăмĕпе нихăçан та çыхланман, ăна-кăна ăнланма пултарайман. Çапах «эпир унпа калаçса татăлнă вĕт, эппин, иккĕленмелли çук» тесе шухăшласа илтĕм те - укçана хутсен хушшине хутăм. Халĕ те çав саманта аса илнĕ май ăнланаймастăп: мĕншĕн çапла турăм - укçана сĕтел çине хумарăм е пристава алăран тыттармарăм? Çакă темле инстинкт шайĕнче пулса иртрĕ. Шăпах çакă кайран следствишĕн тата судшăн мана айăпламалли сăлтав пулса тăчĕ», - сăмахне тăсать Ермолаев.
Укçа панă - халь машинăна илмелле. Пристав пÿлĕмрен тухнă. Ун хыççăн - Вячеслав та. Приставран укçа илнине ĕнентерекен мĕнле те пулин документ ыйтнă. Вăл хăйĕн пÿлĕмне кайса килĕп те документ илсе тухса парăп тенĕ. Ермолаев холра юлнă, çак самантра ун патне право хуралĕн органĕсен форма мар, ахаль тум тăхăннă сотрудникĕсем пырса тăнă, ăна должноçри çынна взятка панăшăн тытса чарни çинчен пĕлтернĕ.
«Аптраса кайрăм. Мĕнле взятка? Кинори пек! Кайран тем хăтланчĕç, следстви ĕçĕсем... Мана темле хутсем тăса-тăса пачĕç, эпĕ вĕсене вуламасăрах алă пусрăм. Тĕрĕс мар каланă кашни сăмах, вуламасăр алă пуснă кашни хут ытла та хакла ларнине кайран кăна ăнланса илтĕм. Вĕсен хакĕ - 2 млн тенкĕ», - кулянать арçын.
Унтан - следстви, суд, приговор... «Мана хÿтĕлекен свидетельсен сăмахĕсене никам та хăлхана чикмерĕ. Тĕрĕссипе, следстви вăхăтĕнчен вĕсене допрос та туман. Çав шутра - эпĕ кивçен илнĕ свидетеле. Унран укçа илнин тĕллевне палăртсах расписка çырнăччĕ. Пристав каланине вара пĕтĕмпех чăнлăх вырăнне хучĕç - унăн кăтартăвĕсем приговора никĕслерĕç», - тет Ермолаев.
Взятка-ши?
Çапла, видеоÿкерÿ те пур - укçа пани куçкĕрет. Суд приставĕ те çапла çирĕплетет: взятка пачĕ! Тепĕр хут калатăп, çак йĕркесен авторĕ судья та, следователь те мар - татса нимĕн те калаймастăп, анчах массăллă информаци хатĕрĕн представительне иккĕленмешкĕн никам та чарман. Çав шутра - приговор тĕрĕслĕхĕ пирки те.
Укçана Ермолаев сĕтел çине кăларса хуманни, хутсен хушшине чиксе пани, чăнах та, Вячеслав майлă пулăм мар. Çав 50 пин тенке суд йышăнăвне пурнăçламалли производствăпа çыхăннă 147 пине яхăн тенкĕлĕх парăма татма парас-тăк - мĕншĕн купюрăсене хутсен хушшине чикмелле? Парăма татни саккунпа килĕшÿллĕ-çке, апла-тăк, взятка мар пулсан, укçана мĕншĕн пытармалла? Эппин, Ермолаев халь журналистпа калаçнă май «взятка мар» тени преступлени тунă хыççăн хăйĕн хăтланăвне тÿрре кăларма тăрăшни кăна пек пулса тухать.
Çапах çак историре ăнланма йывăрри те - Ермолаев майлă самант - пурах. Парăмĕ 147 пин тенке яхăн пулнă терĕмĕр. Вăл машина тĕлĕшпе йышăннă ареста пăрахăçлаттарасшăн пулнă. 117 пин тенкĕлĕх хакланăскершĕн парăм шучĕпе маларах 40 пинне тÿленĕ. Парăмăн виçи 107 пин тенкĕ кăна юлнă пулса тухать. Апла-тăк 50 пин тенке ахалех, взятка шучĕпе, мĕншĕн памалла? Çак укçа, тĕрĕссипе, сая каять вĕт - пристава взятка панипе унăн хайхи фирма умĕнчи парăмĕ пĕр пус та чакмасть. 50 пине çав парăм шучĕпе панă пулсан вара тÿлемелли тата 57 пин тенкĕ çеç юлатчĕ. Çакăн пек лару-тăрура 50 пин тенке пристава ним мар тыттарма ухмах-им?
Унпа самай вăрах калаçса лартăмăр - ухмах мар. 2 млн тенкĕлĕх штраф мĕнешкел пысăккине те ăнланать. Çак штрафа тÿлемешкĕн унăн сутмалли пĕр-пĕр чаплă иномарка та, кермен пек çурт та çук. Хуйхăрать: «Пĕлсе тăрсах пурнăçлама май çук айăплав. Ăна вăхăтра пурнăçламасан вара яваплăхăн хаяртарах мерипе улăштарма пултараççĕ - ирĕклĕхсĕр хăварассипе! Мĕншĕн? Мĕн, пирĕн çĕршывра тытмалли коррупционерсем çук-им?»
Чăн та, ку истори вĕçĕ мар-ха. Вячеслав район сучĕн приговорĕ тĕлĕшпе çăхав çырасси пирки каларĕ, эппин, 2 млн тенкĕлĕх штраф палăртнă айăплав çав çăхава тишкериччен саккунлă вăя кĕмĕ. Мĕнпе вĕçленĕ - курăпăр. Эпĕ вара республика прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пурнăçлассишĕн яваплă пайĕн ертÿçи Сергей Павлов каланине аса илтĕм. «Çÿлтен» коррупципе кĕрешме çине тăрсах хистеççĕ те - право хуралĕн хăшпĕр органĕ коррупци ретне кĕрекен преступленисене тупса палăртас, вĕсене уçса парас енĕпе çăмăл çулпа каять. Сергей Петрович çакнашкал тĕслĕхсен шутĕнче ахаль çынсем ПАИ сотрудникĕсене взятка пама тăнă тĕслĕхсене асăннăччĕ. Çапла ĕнтĕ, кунашкал «коррупционерсене» тăрă шыв çине кăлармашкăн пакунлисен нумай тар тăкмалла мар. Взятка паракана тытса чарнă - статистика лайăх, «çÿле» тивĕçлĕ отчет пама пулать. Статистика лайăх пулсан пуçлăхсем ятламаççĕ, премисĕр хăвармаççĕ...
В.Ермолаевпа çыхăннă пăтăрмах та çак ретрен мар-и? - акă мĕн пăшăрхантарать. Чăнласах çапла тесе пакунлă çынсен ятне варалас мар: айăплав тем тесен те саккунлă - çын хăйĕн айăпĕшĕн тивĕçлипе явап тыттăр. Анчах айăпсăр пулсан вара? Çапла-тăк - коррупципе кĕрешнин тухăçлăхĕ пирки мĕн калаçмалли?
Николай КОНОВАЛОВ