Ĕмĕр манăçми сăнарсем
Вĕсем вĕрентнине ăша хывнипе халăха юрăхлă пултăм
Ĕмĕр иртет, кун юлать. Пурнăç парнеленĕ атте-анне, ырă сунса лайăххине кăна ăша хывтарнă асатте-асанне, кукаçи-кукамай, çывăх тăван, ăшпиллĕ кÿршĕ-аршă та асăмăрта ĕмĕр упранаççĕ. Вĕсем çак тĕнчерен уйрăлса кайсассăн та ячĕсем чĕремĕре яланлăхах кĕрсе вырнаçаççĕ, çутă сăнарĕсем малалла ăнтăлма хистеççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри çинчен каласа парас тетĕп вулакана.
Асатте-асанне
Асатте Григорий Иванович Уткин, ялта Шÿт Кĕркури хушма ятпа çÿренĕскер, эпĕ çут тĕнчене киличчен 3 çул маларах пурнăçран уйрăлнă. Вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, тыткăна лексе Австрире çулталăк çурă пурăннă. 35 çул тултарсан граждан вăрçинчен таврăннă. Фронтра çапăçнă вăхăтра тăван кил-çурчĕ икĕ хутчен çунса кайнă, асанне упăшкине мунчаран лартнă пÿртре кĕтсе илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче вĕсем хыр пĕренисенчен пураласа икĕ хутчен çурт лартнă, ултă кĕтеслĕ мунча, кĕлетпе лаç, лашапа ĕне витисем, сакăр сыпăклă лупас, арпалăх, утар пÿрчĕ тунă. Сад ĕрчетнĕ, картишĕнче тата пахчара пусăсем чавса шывлă пулнă. Пыл хурчĕсен йышне 20 вĕллене çитернĕ.
Вăрçăсенче асапланнă, йывăр ĕçпе хуçăлнă асатте 1939 çулта хĕне кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 3 ывăлне - Ахваниçе, Ивана, Элекçее - ăсатсан утайми пулса ларнă. Пыл хурчĕсен 8 çемйи сасартăк пĕтни хуçин вилĕмĕ çывхарнине систернĕ ахăр. Ахваниçпе Иван фронтра пуç хуни çинчен хыпар çитсен Шÿт Кĕркурине чир çапсах антарнă, 1942 çулхи декабрь уйăхĕнче вăл куçне яланлăхах хупнă.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçин çулĕсенче тыткăна лекнĕ австриецсем Тукайра 12-ĕн пулни çинчен Соккăл Хветĕрĕ, Шушкă Çеркейĕ, Кача Вани каласа панине астăватăп. Революци хыççăн та унтах юлнă вĕсем. 1916 çулта çавсем шкул валли виçĕ класлă, учитель хваттерĕсемлĕ пысăк çурт туса пĕтернĕ. Унăн кĕтесĕсене нимĕçсем майлă купаланă. Чÿречисем пысăкчĕ, алăкĕсем çÿллĕччĕ. Унта эпĕ 4 çул вĕреннĕ.
Асанне каланă тăрăх - австриецсем вăрман каснă çĕртен асаттепе тата Ахваниçпе пĕрле вĕсем лаç валли хыр пĕренисене йăтнă. Ют çĕршыв çыннисем валли асанне пĕçернĕ çĕрулмипе пашалу илсе кайнă. Выçăпа касăлнă пулсан та ыттисем умĕнче апатланман, вĕсем кайсан кăппи-каппи хыпса янă. Чылайăшĕ каярахпа тăван çĕршывне таврăннă, кунта юлнисем Тукайрах ĕмĕрлĕх канăç тупнă - вĕсене ял масарĕнче пытарнă, тăприйĕсем çине юпа кăна лартса хăварнă.
Асатте никĕсленĕ лаç хăрах еннелле тайăлнă пулсан та ларать-ха. Çăкаран пураланă пĕчĕк пÿрт те сыхланса юлнă. Асаттене эпĕ курман, сăнÿкерчĕкĕ те сыхланса юлман. Апла пулин те маншăн питĕ çывăх. Вăл лартнă лаша витине тата ытти хуралтăна тырăпа улăштарса иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче пирĕн çемье выçăпа вилесрен хăтăлса юлнă.
Асаттепе асаннен 4 ывăлĕпе 2 хĕрĕнчен 85 çул тултарнă Миккуль тете кăна пурăнать паян, вăл Брянск хулинче тĕпленнĕ.
Атте-анне
Хăй çамрăкрах чухне анне ачисем умĕнче çемье иртерех çавăрнăшăн кулянса калаçатчĕ. Ман шухăшпа - вăхăтра мăшăрланнă. Вăл 22 çул тултариччен кăшт маларах çеç качча кайнă.
Атте Алексей Григорьевич Уткин, ялтилле каласан - Шутюк Элекçейĕ, асатте вилсен çур çултан Сталинград фронтĕнче йывăр аманса госпитальте сипленнĕ хыççăн киле таврăннă. Суранĕ тÿрленсе çитмен çынна та çав çулсенче ахаль лартман. Тулли мар вăтам пĕлÿллĕскере Анат Тимĕрчкассинчи çичĕ класлă шкула çар ĕçне вĕрентме янă. Кунта вăл Евдокия Кирилловăпа, пулас аннепе, çав çул вăтам пĕлÿ илсе Патăрьелĕнчи педучилищĕне куçăмсăр майпа кĕрсен асăннă шкула ĕçлеме янăскерпе, паллашнă. Каярахпа туслăх юратăва куçнă. Кукаçи, çамрăк чухне флотра службăра тăнăскер, 1944 çулта райпо правленийĕн председателĕн çумĕнче ĕçленĕскер, хĕрне Шутюк Элекçейне качча пама килĕшмен. Унăн майри - манăн кукамай - белорус хĕрарăмĕ упăшки майлă пулнă. Кукаçи ăна Балти флотĕнчи службăна вĕçлесен Тимĕрчкассине илсе килнĕ.
Çамрăксем каварлашса хĕре вăрланă пек тумашкăн килĕшсе татăлнă: 1945 çулхи январь уйăхĕн пуçламăшĕнче Шутюк Элекçейĕ ăна илсе кĕнĕ. Каярахпа туй тунă: çĕнĕ хăта ĕçки тĕлнелле кукаçипе асанне калаçса татăлма пултарнă. Эпĕ, Уткинсен пĕрремĕш ывăлĕ, тăхăр уйăхран, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Элекçейпе Дуня Тимĕрчкассине хăнана пырсан кукаçи килĕнче Марье мăчавар пулăшнипе çут тĕнчене килнĕ. Ваня кукка çирĕплетнĕ тăрăх - ача çураттаракан карчăк ман пирки: «Ывăлăр кипкепе кăна мар, калпакпа та çуралнă, пурнас кунĕ вăрăм пулать», - тенĕ иккен.
Кукка, Иван Степанович Кириллов, çарта кукаçи пекех моряк пулнă, районти шкулсенче 45 çул физкультура урокĕсене ертсе пынă, историпе географи вĕрентнĕ, директорта ĕçленĕ. Шел, 2004 çулта çитмĕл тăватта кайса пирĕнтен уйрăлчĕ.
Эпĕ çуралнă вăхăталла атте-анне шкул ĕçне пăрахнă, куçăмсăр майпа педучилищĕре ăс пухас шухăш та сĕвĕрĕлнĕ. Вĕсем ывăл-хĕрне пăхса ÿстерессине пурнăç тĕллевĕ туса хучĕç пулас: ара çемьере пĕрин хыççăн тепри 10 ача çуралнă вĕт. Вĕтĕр-шакăра тăрантармалла-тумлантармалла, çавна май çурт-йĕре çĕнетес пирки шухăшлама май та пулман. Асаттен хăтлă çурчĕн хăмаран тунă çивиттийĕ çĕршĕнсе симĕсленчĕ, çумăр шывĕ маччаран юхма пуçларĕ. Çенĕкпе лупас, пахчари пусă ишĕлсе анчĕç, хуртсем вилсе пĕтрĕç. Эпир çитĕнсе çитмесĕр те хуралтăсене çĕнетмешкĕн май килмерĕ.
Халĕ йăлтах пур: кайри-малтиллĕ пÿрт, тимĕр хапха, икĕ хутлă лупас, паха решеткеллĕ пахча, тимĕр-бетон çаврашка ярса çĕнетнĕ пусă, симĕс курăклă картиш. Газ, электричество... Пурăнакан çын çеç çук ку çуртра: анне вилнĕренпе кĕçех пилĕк çул çитет.
Çĕвĕç Эрхипĕ
Тăван асатте чĕрçийĕ çинче утьăкка сикме пÿрмен мана. Кÿршĕри асаттепе - хреснатте ашшĕпе - Çĕвĕç Эрхипĕпе вара хам çирĕме çитичченех, салтак ячĕ тухичченех туслă пултăм. Ашшĕ, Хĕлимун, пĕртен-пĕр ывăлне çирĕме çитичченех авлантарнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул Эрхип Соловьев хĕрĕх çул тултарнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пилĕк ывăлпа пĕр хĕр ÿстернĕ.
Фронта вĕсем виççĕн - ашшĕ, ывăлĕсем Иванпа Ваçук тухса кайнă. Иван вăрçă хирĕнчен таврăнайман, Эрхип асатте Берлина çитнĕ, Ваçук салтак тумне хывичченех фашистсем аркатнă хулана ура çине тăратма тухса кайнă. Килĕнче Эрхипе мăшăрĕ, çитĕнсе пыракан виçĕ ывăлĕ - Петя, Миша, Толя тата хĕрĕ Ульха кĕтсе илнĕ.
Вунтăххăра пуснă Петя ялта хастар йĕкĕт шутланнă: ĕçлеме ÿркенмен, ашшĕ-амăшне кăна мар, кÿршĕсене те пулăшнă. Эпĕ çуралсан атте-анне ăна кум тунă.
1947 çулхи кĕркунне Петьăн салтак ячĕ тухнă, сывлăхлă каччă шинель тăхăннă. Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн икĕ çул çурăран патвар йĕкĕтĕн кун-çулĕ хĕсметре татăлма пултарасса кам шутлама пултарнă? Вĕренÿ занятийĕнче инкеке лекнĕ вăл. Салтак виллине яла илсе килес йăла пулман çав çулсенче. Ывăлне пытармашкăн ашшĕ инçе çула тухса кайнă.
Хреснатте службăра тăнă полк газ атаки ирттерме хушу илнĕ. Салтаксене противогаз тăхăнтартнă, газ сарăлнă вырăна кĕртсе янă. Хреснаттене юрăхсăр хÿтĕлев хатĕрĕ лекнĕ. Ун витĕр кĕрекен наркăмăш сывлăш çулне пÿлнипе каччă тăнне çухатнă, куçне ĕмĕрлĕх хупнă. Çакăн пирки Эрхип асатте хурланса аса илетчĕ.
Эрхип ял-йышра ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Алли ылтăнччĕ унăн: платник, столяр, çĕвĕç тата ытти енĕпе пултаруллăччĕ. Урапа çавăрттарса çĕлемелли машина ялта унăн кăначчĕ. Вăл ăсталанă тумтир ман çирен кайма пĕлмен. Çав япаласемшĕн нихăçан та укçа илмен. «Мăнукăм-çке», - тетчĕ ман пирки сăмах пуçарсан.
Тăван асаттен тимлĕхне пула килте платник-столяр хатĕрĕсем пурте тенĕ пекех пулнă: наструк-сава, пуллепе карă, çыра тата ытти те. Эрхип хăма çуратчĕ, валашка тăватчĕ, шкант ярса урай-мачча саратчĕ. Ĕç хатĕрĕсенчен хăшĕ-пĕри унăн пулман-тăр, кирлĕ чухне пирĕн пата пырса илетчĕ. Алĕç япалисемшĕн вара асанне яваплăччĕ, вăл сăнаса-асăрхаса тăратчĕ.
Илсе кайнисене леçсе памашкăн ыйтма асаннепе пĕрле пĕррехинче эпĕ те кайнăччĕ.
«Алă çавăраймарăм-ха, пырса параймарăм», - теме пăхсан çывăх çыннăм çилененçи туса çапларах каласа хунăччĕ: «Ал-хапăлах мĕн тума кирлĕ пулчĕç-ха пуллепе карă? Эсĕ вĕсене алăпа та тытса курман-çке».
Çакăн хыççăн вăл вĕсене тавăрса памашкăн Эрхипе тек ÿкĕтлемерĕ те.
Хреснатте урлă маншăн асатте пулса тăнă ырă çыннăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ: утмăлтан иртсен 1965 çулта çĕре кĕчĕ вăл. Эпĕ ун чухне çар службинчеччĕ.
Кÿршĕри Урине аппа вилсен ачисем пÿртне сутмашкăн пуçтарăнса килнĕ. Туянакан çийĕнчех тупăннă. Çĕнĕ хуçа хуралтăна юсама пикеннĕ. Тара кĕрĕшнĕ платниксем Эрхипе хăйсемпе пĕрле йыхравланă. Пыр типнипе асапланнине пăхмасăр, укçа кирлĕ тесе, пÿрте хăпартса лартичченех асаплана-асаплана ĕçленĕ. Кĕркунне енне вара йывăр чир пусса антарнипе кун-çулĕ татăлнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вăл Украинăна тăшманран ирĕке кăларма хутшăннă. Украинсен «Распрягайте, хлопцы, кони» юррине питĕ юрататчĕ. Чуна çывăх çыннăма аса илмессерен кашнинчех çав çемĕ хăлхара янăрать, унăн сăнарне ума кăларса тăратать.
Эрхип асаттен ачисем те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Хăй те, мăшăрĕ те, ывăлĕсем Тольăпа Миша та, мăнукĕ Коля та Тукай масарĕнче ĕмĕрлĕх канăç тупнă.
Тукай масарĕ тенĕрен, ун пирки асăнса хăварни те вырăнлă пулассăн туйăнать. Эпĕ астăвасса, ăна карта тытса çаврăнман, тавралла канав чавнăччĕ. Авалхи çынсем тавçăруллă пулнă мар-и: унта йывăç-тĕм лартса вилнисене кансĕрлес темен. Ман ÿсĕмрисем вара хăйсен тăванĕсен вилтăприйĕсем çинче тем тĕрлине те çитĕнтерме пикенчĕç. Халĕ унта чаплă палăк та сахал мар, анчах илеме никамах та асăрхамасть. Хăрăк турат, тĕлли-паллисĕр шăтса тухнă хунав, вĕтлĕх, ашкăрса ÿсекен çумкурăк куçа тирĕнет. Тукайра чиркÿ ĕçленĕ вăхăтра /1898-1940/ 1923 çулччен Тăманлă Выçлисемпе Çĕнĕ Мăратсем те вилнĕ тăванĕсене кунтах пытарнă. Совет влаçĕ хăйсен масарĕсене уçма ирĕк панăранпа вĕсем пирĕн тăрăха çÿремеççĕ. Ĕлĕкрех çывăх çыннисене пытарнă вырăнсем халĕ çаралса юлнă, хĕресĕсем çĕршĕннĕ. Апла-тăк асăннă ялсенче пурăнакансен Тукай масарĕнче те тирпей-илем кĕртесси пирки шухăшламалла.
Геннадий Уткин.
Комсомольски районĕ,
Тукай ялĕ