Комментировать

4 Мар, 2014

Пурăнмалли кĕтес, кивĕ доска, "сывă мар" ачасем...

Республикăри вĕрентÿ тытăмĕнче юлашки çулсенче çамрăк специалистсем сахал пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Шкулсенче вĕрентекенсен 3 процентне кăна йышăнаççĕ вĕсем. Çапах та çамрăк ăрăва пурнăçпа тан аталанма вăй питти, çаврăнăçуллă, шухăша хăвăртах ĕçе кĕртме пултаракан маттурсем кирли куç кĕрет.

Вĕсене, мал курăмлă çамрăксене, шкула мĕнле илĕртмелле? Çакăн тупсăмне шыраса Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППИре "çавра сĕтеле" хутшăнни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ.

Хальхи вăхăтра ялта çуралнă çамрăксем аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнни сайра. Чылайăшĕн пĕр сăлтав: ĕç çук. Педуниверситетран вĕренсе тухма хатĕрленекен пулас историке Юрий Выросова вара тăван Патăрьел тăрăхĕнче хапăлласах кĕтеççĕ. Каччă тĕп хулари 10-мĕш шкулта малтанхи хăнăхусене илме тытăннă та ĕнтĕ.

- Яла ĕçлеме каякан тухтăрсене хавхалантармашкăн патшалăх ятарлă программа йышăнчĕ. Пĕр миллион тенкĕ - пурнăçа йĕркелесе ямашкăн самай пысăк пулăшу. Ăна вĕрентекенсем тĕлĕшпе те çирĕплетме май çук-ши? - кăсăкланчĕ Юрий.

Михаил Игнатьев "Земство тухтăрĕ" районсенче сывлăх сыхлавĕнчи лару-тăрăва лайăхлатма витĕмлĕ пулăшу кÿнине асăнчĕ-ха. Çапах та хăшĕ-пĕри алла лекнĕ укçапа хаклă çăмăл машина туяннине пĕлнĕрен пилĕк çул иртнĕ хыççăн хайхи хăюллă тухтăрсем хуланаллах талпăнассинчен сисчĕвленчĕ. Çакнашкал тепĕр программăна ĕçе кĕртмешкĕн республика бюджечĕ хальлĕхе хĕсĕкреххине те пĕлтерчĕ.

Патшалăх кÿрекен пулăшу тĕрлĕрен пулать. Акă Ирина Петрова, асăннă вĕренÿ заведенийĕнче шкулчченхи тата коррекци педагогикипе психологи факультечĕн юлашки курсĕн студенчĕ, хăйĕнпе Çĕрпÿ район администрацийĕ килĕшÿ алă пуснишĕн савăнать. Хĕр кăçал хута яма палăртакан садикре ĕçлеме пикенĕ, хальлĕхе вĕренекене муниципалитет уйăхсерен 2 пин тенкĕ стипенди тÿлет.

Шупашкарти 27-мĕш шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Мария Родионова, икĕ çул каялла тулли праваллă педагог пулса тăнăскер, вырăнти влаç ертÿлĕхне тав тумах килнĕ пулас: çамрăк учитель ĕç укçипе те, шкулти коллективпа та, пурăнмалли кĕтес туянма пултарнипе те /вĕрентекенсем илекен кредит ставкине патшалăх субсидиленĕрен кивçен укçана хăйĕн шалăвĕнченех тÿлет/ кăмăллă. "Ан манăр, туссем, çăмăл укçа пурнăçра çук", - юлташла асăрхаттарчĕ карьера пусми çинче çирĕп тăраканскер.

Укçа тенĕрен, паян çамрăк специалистсем чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать текен шухăшпа çураçса пурăнма килĕшмеççĕ. Елена Юркина тĕп хулари 10-мĕш шкулта физкультура вĕрентет. Педвузра тÿлесе пĕлÿ илекенĕн вĕренÿшĕн хăйĕнех парăма татас килет те - хальлĕхе шалăвĕ 6 пин тенкĕ ытларах кăна çав. Хавхалантару шайĕ пĕчĕккишĕн кулянать.

Вĕренÿ министрĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ хĕре тивĕçлĕ квалификаци илнĕ хыççăн лару-тăру улшăнас шанчăк пурри пирки аса илтерчĕç, çула май тенĕ пек физкультура урокĕнчи справкăллă ачасен шучĕпе интересленчĕç.

- Класра 30 ача тăк вуннăшĕшĕн урок - ячĕшĕн кăна. Сывă пурнăç йĕрки пачах кăсăк мар унашкаллисемшĕн. "Сывă маррисен" шутĕнче çăмăллатнă ушкăнра чăннипех пулма тивĕçлисем сахаллине лайăх чухлатпăр, анчах...- чунне уçрĕ çамрăк физрук.

Оксана Ильина Шупашкар районĕнчи Çĕньял вăтам шкулĕнче ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентет. Ăна учитель ĕçĕ питĕ килĕшет. Пăшăрхантараканни - шкулта информаци технологийĕ çителĕксĕрри. Чăваш Ен Пуçлăхне вăл хăй çыракан доскана кăтартма хатĕр. "Ун çинче пурăпа мĕн çырни те курăнмасть. Вырăнти ертÿçĕсен вара кун пирки пĕр сăмах - укçа çитсе пыманни", - хаш сывлать ачасемшĕн чунне пама хатĕрскер.

Чăн та, Оксанăн калаçăвĕ ăшра тăвăл çуратрĕ: чылай чухне пĕр-пĕр проекта /кунта - шкулсене ИКТ хатĕрсемпе, тĕрлĕ пурлăхпа пуянлатассине/ хута яратпăр та кăшт вăхăт иртсенех "пурнăçланă" тесе отчет пама васкатпăр. Кама улталатпăр? Хамăра, пуçлăхсене е суя ырри патне çитерменнине кашни утăмра пирĕнтенех илтекен ачасене-и?.. Чăваш Ен ертÿçи вак-тĕвеке те манăçа кăларакан марччĕ те - çывăх вăхăтрах Çĕньялсен класс доскисем çĕнелессе, çĕр-шывĕпе чапа тухнă ентешĕмĕрĕн А.Г.Николаевăн ячĕпе хисепленекен 10-мĕш шкулта космонавт пекех спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине мала хуракан ачасем йышланасса шанас килет.


Анна КУПРИЯНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.