«Шупашкар-Арена» - спортпа туслисен тĕп килĕ
Пăр керменĕ пурне те коньки çине тăма чĕнет
Чăваш Ен тĕп хулинче çĕнĕ спорт объекчĕ - «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕ - хута кайнăранпа нумаях та вăхăт иртмерĕ. Кăçалхи июнĕн 3-мĕшĕнче çав ятпа иртнĕ чаплă уяв халĕ те Шупашкарсемпе хăнасен асĕнчех пулĕ. Çав кунран пуçларĕ те хăйĕн кунçулне кермен. Мĕнлерех ĕçлесе пырать-ха паянхи кун спорт çурчĕ?
Çак кĕске тапхăр хушшинче «Шупашкар-Арена» республикăри пĕлтерĕшлĕ мероприятисен «тĕп килĕ» пулса тăчĕ. Акă, июнĕн 20-21-мĕшĕсенче командăсен чемпионачĕ вăхăтĕнче те Пăр кермен тунсăхласа лармарĕ, унта аккредитаци центрĕ ĕçлерĕ, пресс-конференцисем, Çĕнтерÿçĕсен балĕ, ĕçлĕ тĕлпулусем иртрĕç. Республика кунĕнче вăл «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава йышăнчĕ, хăнасене тĕрлĕ курнăçусемпе конференцисене йыхравларĕ. Инвалидсен Пĕтĕм Раççейри спартакиадине килнĕ регион спортсменĕсене те ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çак кунсенче, акă, спорт арени республикăри Сĕт фестивалĕн тĕп лапамне çаврăнчĕ. Çĕнĕ керменте чаплă уявсем, шоу программăсем ирттерме палăртни çинчен кермене хута янă чухнех шантарнăччĕ. Ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче çĕршыври паллă фигуристăн, Олимп чемпионĕн Илья Авербухăн театрĕ Шупашкарсене «Одноклассники» ятлă çĕнĕ проектпа паллаштарĕ. Унта «Ледниковый период» телепроектăн çăлтăрĕсем хутшăнаççĕ. Куракан валли кунашкаллисем татах пулĕç-ха, «Шупашкар-Арена» малашне те пушă лармĕ.
Хамăрăн спортсменсем вара керментен тухма та пĕлмеççĕ тесен те йăнăшас çук. Акă, кунта Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» команда вырăн тупрĕ, хоккеистсем хăйсен кулленхи тренировкисене ирттерсе ăсталăхне ÿстереççĕ. Аренăна ытти тĕрлĕ спорт клубĕсем те тара илеççĕ иккен. Тренировкăсем ирттернисĕр пуçне ăмăртусем йĕркелеççĕ. Тĕслĕхрен, уйăх каялла республикăри çамрăк хоккеистсем Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн парнине çĕнсе илессишĕн вăй виçрĕç, вĕсем хыççăнах пăр çине ветерансен командисем тухрĕç. Хальхи вăхăтра унта Пĕтĕм Раççейри Аслă лига ăмăртăвĕн матчĕсем пыраççĕ.
"ШУПАШКАР-АРЕНА" ПĂР КЕРМЕНĔ - СПОРТ МЕРОПРИЯТИЙĔСЕН "ТĔП КИЛĔ". МАЛАШНЕ ВĂЛ СПОРТСМЕНСЕН КĂНА МАР, ХУЛА ÇЫННИСЕН ТЕ ЧИ ЮРАТНĂ ВЫРĂНĔ ПУЛСА ТĂРĔ |
---|
Пăр керменĕ уçăлнă хыççăн фигуристсемпе конькипе чупакансемшĕн те çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ. Унта вĕсем валли ятарлă каток туса панă-çке. Çавăнпа кашни куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ çамрăк спортсменсем. Ăста инструкторсем вĕсене конькипе ярăнма вĕрентеççĕ. Хальхи вăхăтра 3-4 çулсенчи ачасем валли ятарлă ушкăн пухаççĕ.
Алексей Протапович директор каланă тăрăх - кермен ирхи 8 сехетрен пуçласа çурçĕрччен ĕçлет, çавăнпа çын кунта татăлмасть. Канмалли кунсенче конькисем çине тăраççĕ - шăматкунпа вырсарникунсерен тĕп аренăра массăллă ярăну иртет. Спорт хатĕрне керментех тара илме пулать.
- Хальлĕхе конькипе ярăнма килекенсен йышĕ çав териех пысăк темĕпĕр. Сезон пуçланман. Кăштахранах çÿрекен нумайланасса шанас килет. Ун чухне кашни кун е ятарлă графикпе массăллă ярăнусем йĕркелеме палăртатпăр, - пĕлтерчĕ Алексей Владимирович.
Хальхи вăхăтра кашни спорт учрежденийĕнче тенĕ пекех тренажер залĕ пур. «Шупашкар-Аренăри» зал та хальхи йышши спорт хатĕрĕсемпе пуян. Ăна çамрăксем уйрăмах куç хывнă, кунсерен вун-вун çын çÿрет. Тренажер залĕ кăнтăрла 8.00-11.00, каçхине 15.00-21.00 сехетсенче йышăнать. Тĕреклĕ хул-çурăмлă пулас текенсене спорт инструкторĕ сĕнÿсем парать, тренировкăсен планне тума пулăшать.
Пăр керменĕ кунран-кун хăйĕн ĕçне вăйлатса пынине палăртмалла. Малашне вăл спортсменсен кăна мар, хула çыннисен те чи юратнă вырăнĕ пулса тăрасса шанас килет.
Андрей МИХАЙЛОВ