Хăтлăх, тарăн пĕлÿ, çынлăх - пĕр тĕвĕре
Карăклă вăтам шкулне пырса кĕнĕ май ача чухне вĕреннĕ сăвă аса килчĕ:"Ял вĕçĕнче, тÿремре капăр пысăк шкул ларать..." Шурă кирпĕчрен купаланăскер таçтанах курăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче хута кайнă пулин те тĕксĕмленмен-ха. Шурă пластик чÿречисем хальхи саманан варкăшĕ ку тăрăха тĕкĕнмесĕр хăварманнине палăртаççĕ. Кăшкарĕпе пĕрлех пĕлÿ çурчĕн ăш-чикĕ те çĕнелет. Акă апатланмăшра иртнĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче кăна кÿрсе килнĕ сарă-хĕрлĕ сĕтел-пукан куçа йăмăхтарать. Кухньăра - апата пахалăхлă хатĕрлеме май паракан çĕнĕ йышши кăмака. Ирина Илларионовăпа Татьяна Кириллова поварсем кунта куллен апат тутлăлăхĕпе пĕрлех усăлăхĕ çинчен те манмасăр тăрмашаççĕ.
Коридорта урай, стенасем çап-çутă - тирпейлĕхе çирĕп пăхăнса пурăнни тÿрех сисĕнет. "Унсăрăн епле-ха? Эпир шкулта каçченех, апла тăк ăна кил вырăннех хумалла. Хăтлă, таса çĕрте ĕçлеме те, вĕренме те аван", - шухăшне палăртать учреждени ертÿçи Валентина Михайлова. Сăмах май, директор тилхепине ăна шанса тыттарнăранпа çулталăк та иртмен-ха. Апла пулин те ĕçтешĕсем каланă тăрăх - ырă улшăну чылай. Валентина Георгиевнăн ертÿçĕ опычĕ пуррипе йĕрке тăвас пултарулăхĕ - чунра. Канаш район администрацийĕн социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен пайне 8 çул ертсе пынăскер ватти-вĕттипе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет.
Эпĕ çитнĕ кун шкул ертÿçипе вĕренекенсен ушкăнĕ Юмансар ялĕнче пурăнакан 80 çултан иртнĕ Анна Тихоновна Михайлова патне çитме хатĕрленнĕччĕ. Унăн паттăр ывăлĕн - Владислав Михайлов афганецăн - ячĕпе хисепленет те асăннă шкул. Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Афганистанран пирĕн çарсене илсе тухнăранпа 25 çул çитрĕ. Çакăн пек самантра ватă çыншăн, ывăлне ытла та ир çухатнăскершĕн, ырă сăмах каласа йăпатнинчен кăмăллăраххи мĕн пултăр?
Лайăх çынсем çитĕнтерессишĕн
Кирек мĕнле шкулăн хăйĕн "виçĕ кичĕ" пур. Пĕри талантлă педагогсемпе çыхăннă. Карăклăсем тÿрех Маргарита Герасимова пирки сăмах пуçараççĕ. Чăн та, пысăк опытлă вĕрентекен пулнине унăн çитĕнĕвĕсемех каласа параççĕ. Мари Эл патшалăх университетĕнчен истори, обществăпа право вĕрентекенĕн дипломне илнĕренпех, 1978 çултанпа, шкулта тăрăшать вăл. Хăйĕн предметне çав тери юратни ăна пĕлĕвне тарăнлатассишĕн тăтăш ăнтăлма хистет.
- Вĕрентекен ăслă пулни - лайăх, анчах чи кирли - ачана курма-туйма пĕлни. Вĕсене юратмасан, хисеплемесен педагог тăрăшнин хакĕ çук тесе шухăшлатăп. Паян çамрăк ăрăва пурнăç таппипе тан пыма хăнăхтармалла. Ашшĕ-амăшĕн çуначĕ айĕнчен тухсан çухалса ан кайччăр, йывăрлăхсене хăйсемех парăнтарма пултарччăр. Кашни ачан - хăйĕн ĕмĕчĕ. Ăна çывхартасси те вĕрентекенрен нумай килет. Çакнашкал пĕтĕмлетÿсем - манăн ĕçри шăнăр, - ăсталăхĕпе анчах мар, чунĕпе те пуяннине палăртаççĕ Маргарита Михайловнăн сăмахĕсем.
Çуллен унăн вĕренекенĕсем предмет олимпиадисен тĕрлĕ тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕ ятне илеççĕ. Икĕ çул каялла РФ Президенчĕ çумĕнчи Право культурин академийĕ ирттернĕ ăмăртура Карăклăра вĕренекен Андрей Васильев малти вырăна тухнă. 2009 çултанпа республикăра общество пĕлĕвĕпе йĕркелекен олимпиадăра асăннă шкулта ăс пухакансем çĕнтерÿçĕсен йышне кашнинчех лекеççĕ. Паллах, çав çитĕнÿсемшĕн "айăпли" - М. Герасимова. Çакна та палăртар: общество пĕлĕвĕпе ППЭ тытакан шкулта çулсерен ÿссе пырать. Кунти кăтартусем республикăри вăтам балран яланах çÿллĕрех.
Иккĕленÿ çук: 36 çул каялла класа журнал тытса чăн-чăн учитель уттипе пырса кĕнĕ Маргарита Михайловна професси суйлас енĕпе йăнăшман. Çапах вĕрентекен пулас туртăмĕ хăçан пуçланнă-ши?
- Эпĕ Патăрьел районĕнчи Туçаран. Пире историпе обществăна РФ тава тивĕçлĕ учителĕ Мария Кудрявцева вĕрентетчĕ. Унăн урокĕсене çав тери юрататтăм, - вăрттăнлăха уçать ырă ят çĕнсе илнĕ М. Герасимова.
"ХФС тытăмне лекесчĕ"
Иккĕмĕш "кит" пирки иккĕленÿсĕр "пуçаруллă ачасем" тенĕ пулăттăм. Канаш тăрăхĕнчи çак шкулта та йышлă вĕсем. Акă 11 класра пĕлÿ пухакан Алексей Васильева илер. Спортра хастарскерĕн дневникĕнче те "питĕ лайăх", "лайăх" паллăсем кăна çуталаççĕ. Кăçал Алешăшăн çав тери ăнăçлă çул - вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ. Вырăнти спортшкулта çăмăл атлетикăпа çине тăрса çывăхланни Ольга Безугловăн, йĕлтĕр спорчĕпе тĕнче класлă тренерăн, воспитанникне патшалăх енчен çапла хавхалантарма май панă. Эпир тĕл пулас умĕн кăна Алексей "Раççей йĕлтĕр йĕрне" хутшăнса хăйĕн тантăшĕсен хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнса таврăннăччĕ.
- Çитĕнÿсем кĕттермеççĕ эппин, республика тулашне те тухса çÿретĕн-и? - тĕпчетĕп çамрăкпа калаçнă май.
- Çăмăл атлетика енĕпе федераци Атăлçи округĕн чемпионатне хутшăннăччĕ, - аса илет вăл.
Каччăн ашшĕ, Юрий Алексеевич, отставкăри прапорщик, хăйĕн тивĕçĕсене Канаш районĕн шалти ĕçсен пайĕнче пурнăçланă. Аслă ывăлĕшĕн те, çиччĕмĕш класра вĕренекен Александршăн та - тĕслĕх. Алексей вăрттăнлăха пытармасть:
- Шкул пĕтерсен çар енĕпех вĕренме каясчĕ. Атте çулĕпе утас шухăшлă эпĕ. Тен, ХФС тытăмне лекме май килĕ.
Умра вара - ППЭ тытмалли, ăна валли пусăрăнса хатĕрленмелли канăçсăр кунсем. Çав-çавах чун киленĕçĕшĕн те пушă самант тупăнатех: черченипе кăсăкланакан Алеша машинăсемпе вĕсен двигателĕсене хут çине ÿкерме юратать. Пĕлсе пĕтер - тен, пурăна киле унран чаплă инженер пулĕ?
Ирина ПУШКИНА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем