Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне иккĕмĕш хут йышăнчĕ
Сентябрь уйăхĕн икĕ кунĕ - 13-мĕшĕпе 19-мĕшĕ - тăван республикăмăршăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ пулăмпа асра юлĕ. Малтанхинче республика ертÿлĕхĕн, вырăнти влаç тытăмĕн тата хула, район, ял тăрăхĕсен депутачĕсен çĕнĕ йышне палăртрăмăр. Сасăлавра суйлавçăсен 58 проценчĕ алла бюллетень илнĕ, вĕсенчен 65,54 проценчĕ республика Пуçлăхĕ пулма хăйĕн сассине Михаил Игнатьевшăн панă. Палăртса хăварар: юлашки 14 çулта республика Президентне /халĕ - Пуçлăхне/ пĕр-пĕр парти сĕннĕ кандидатурăна Мускав çирĕплетнĕ-тĕк, хальхинче ирĕклĕ суйлав пулчĕ, Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ халăх хăйĕн шухăш-кăмăлне уççăн палăртса хамăрăн пурнăçăн малашнехи 5 çулти аталанăвĕшĕн яваплине суйласа илсе çак тивĕçе пурнăçлама Михаил Игнатьева тепĕр хут шанчĕ.
Иккĕмĕшĕнчен, сентябрĕн 19-мĕшĕнче - Михаил Васильевич тепĕр 5 çула Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама должноçне йышăннине халалланă церемони пулчĕ. Вăл Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче иртрĕ. Унта Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, республикăн ĕç тăвакан тата федерацин территорири влаç органĕсен ертÿçисемпе, Раççей субъекчĕсен представителĕсемпе, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсемпе, тĕрлĕ организаципе учреждени делегацийĕсемпе пĕрлех Мускавран, Федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсенчен тата ытти çĕртен килнĕ чылай хăна хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче: РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Мельниченко, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновăпа Анатолий Аксаков тата Руслан Тихонов, Раççей Геройĕ, авиаци генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов тата ытти сумлă хăна.
Михаил Игнатьев должноçа кĕнин церемонине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов уçрĕ, вăл халĕ çеç иртнĕ суйлавра республикăна ертсе пыма халăх Михаил Игнатьева шанни çинчен пĕлтерчĕ. Чăваш Ен Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков хальхи суйлав нихçанхинчен те таса, уççăн иртни, çивĕч кĕрешÿре тăватă кандидатран Михаил Игнатьев чи нумай сасă пухса çĕнтерни, суйлав протоколне çирĕплетни çинчен каларĕ.
Юрий Алексеевич Михаил Васильевичăн иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕлне хакларĕ: «Михаил Васильевич Игнатьев - пурнăçăн аслă шкулĕ витĕр тухса пиçсе çитнĕ, пысăк опытлă ертÿçĕ тата патшалăх ĕçченĕ, чăн-чăн профессионал. Хăйĕн пĕлĕвне, опытне, пултарулăх вăй-хăватне халăхшăн, республикăшăн, Тăван çĕршывшăн ĕçлессине парать, тĕлĕнмелле тăрăшулăхăн, ĕçченлĕхĕн, пурнăçра тата гражданла питĕ яваплăхлă, çирĕп позициллĕ пулмаллин ырă тĕслĕхне кăтартать. Пысăк пĕлтерĕшлĕ тата тĕрлĕ енлĕ анлă ыйтусене тĕрĕс, усăллă татса пама пултарни унăн ят-сумне, хисепне ÿстерчĕ. Унăн ĕçĕн ÿсĕмĕ пысăккине суйлавçă тепĕр хут ăна йывăр та яваплă должноçа йышăнма шанни те аван çирĕплетет...»
Чăваш Республикин Конституцийĕн 71-мĕш статйипе килĕшÿллĕн Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тупа сăмахĕсене аллине республикăн Тĕп саккунĕ çине хурса чăвашла тата вырăсла каларĕ, унтан хăй çĕнĕ должноçа кĕни çинчен калакан Указа алă пусрĕ. Ю.Попов республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çине çакăн символлă вăчăрине çакрĕ.
РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Мельниченко РФ Президенчĕн Владимир Путинăн салам телеграммин текстне вуласа пачĕ. Ырсунăм сăмахĕсемлĕ телеграммăсем çавăн пекех Раççей Правительствин Председателĕнчен, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» парти Председателĕнчен Дмитрий Медведевран, Федераци Канашĕн тата Патшалăх Думин Председателĕсенчен Валентина Матвиенкоран тата Сергей Нарышкинран, Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕнчен Сергей Лавровран, Раççей Федерацийĕн оборона министрĕнчен Сергей Шойгуран, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн заместителĕнчен Ильяс Умахоновран, Беларуç Республикин пирĕн çĕршыври Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ посолĕнчен Игорь Петришенкоран, Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕнчен Умит Ярдымран, РФ МЧС министрĕнчен Владимир Пучковран, Федераци Канашĕн аграрипе апат-çимĕç политикин комитечĕн председателĕнчен Геннадий Горбуновран, асăннă Канашăн федераци йĕркеленĕвĕн, регионсен политикин, вырăнти хăйтытăмлăх тата Çурçĕр ĕçĕсен комитечĕн председателĕнчен Дмитрий Азаровран, Раççей Федерацийĕн мĕнпур субъекчĕн ертÿçисенчен - кĕпĕрнаттăрсенчен, Президентĕнчен, Пуçлăхĕнчен - çитнĕ, республикăн малтанхи ертÿçисенчен пулчĕç.
Варнава митрополитпа Альбир-хазрат Крганов муфти йывăр та пархатарлă ĕçре çирĕп сывлăх, ăнтăлу, ÿсĕм сунчĕç. Вĕсем Чăваш Ен Пуçлăхне пурте хисепленине, пулăшса пынине палăртрĕç, çÿлти Хăватăмăр хăвачĕпе тăнăç пурнăçри кашни кун малашне те ырă тивлетпе ирттĕр тесе пил пачĕç. «Пĕрле, алла-аллăн ĕçлĕпĕр, пĕрле тăрăшăпăр, пĕрле кĕлĕ тăвăпăр тата халăха пулăшăпăр. Енчен те эпир пĕрле пулсассăн - эпир вăйлă, пире никам та çĕнтереймĕ. Сире те, хисеплĕ Михаил Васильевич, Турă пулăшса тăтăр. Эпĕ, Архиерей пулнă май, йывăр та пархатарлă, паттăрлăхпа танлашакан ĕçе кÿлĕнме пиллетĕп», - терĕ Владыка. Мăсăльман тĕнне ĕненекенсен ячĕпе сăмах илнĕ Альбир-хазрат Крганов муфти, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ, пĕтĕм ырă ĕç валли çÿлти Хăватăмăрăн ирĕкĕ кирлине пĕлтерчĕ: «Чăннипех унăн ирĕкĕсĕр çак йышăну та, тен, пулмастчĕ. Эпир таса та сăваплă кĕнекесенче çырнă тăрăх Гавриила Ангел çынна перĕнмесĕр вăл нихăçан та ертÿçĕ пулмассине пĕлетпĕр. Çакă ун çине Турă умĕнчи яваплăха тиет. Вăл пирĕн кашни утăма сăнаса тăрать. Иртнĕ 5 çулта эпир пĕрле республикăшăн нумай ĕç турăмăр. Чăваш Республики тĕрлĕ халăх туслăхĕшĕн, культуришĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ. Эпир ăна упратпăр, хаклатпăр. Малашне те пире Турă пăрахмасса шанатпăр. Сире те, хисеплĕ Михаил Васильевич, Турă яланах пулăшса пытăр, хăват патăр. Республикăшăн тата халăхшăн ĕçлеме пил, сире».
Михаил Игнатьев хăйшĕн сасăланă суйлавçăсене шаннăшăн чĕререн тав турĕ. «Вĕсем мана шаннине тÿрре кăларма вăй-халăма шеллемĕп, унччен пухнă опытпа туллин усă курăп. Тăван Чăваш Ен, Раççей халăхĕсен умĕнче лартнă тĕллевсене пурте пĕрле, пĕр тĕллевпе тăрăшса пурнăçлăпăр», - терĕ Чăваш Республикин çĕнĕ Пуçлăхĕ хăйĕн пĕтĕмлетÿллĕ сăмахĕнче. Вăл паянхи номерте уйрăммăн пичетленет.
Юрий ЛИСТОПАД.