Комментировать

26 Сен, 2015

Тырри - çăкăр пĕçерме, кĕлти - кăмака хутма

Куславкка районĕнчи Малти Чăршкассинчи 87-ри Мария Юркова çурла илсе тухрĕ те - ĕçе пикенчĕ. Çынсем çав хатĕре тахçанах музее леçнĕ - вăл вара ăна çаплипех аллинчен ямасть. «Пĕрре пĕчĕк чухне хире тырă вырма тухсан çурлапа пÿрнене каснăччĕ. Суран хытă ыратрĕ», - ĕлĕкхине аса илсе аллине çавăрса кăтартать хĕрарăм. Анчах палли те юлман - юнланнă вырăн хăвăртах ÿт илнĕ. Халĕ те вăр-вар Мария Дмитриевна - йĕри-тавралăха тасатсах, тирпейлесех тăрать. «Анне, эсĕ ватă вĕт-ха, çаплипех кăштăртататăн», - тетчĕ ывăлăм Коля. Вăл чире пула çĕре кĕнĕренпе чылай çул иртрĕ ĕнтĕ. Эпĕ халĕ те ĕç пăрахман», - хурланса илчĕ хĕрарăм. Йывăрлăх пиçĕхтернĕ ăна. Çемьери чи аслă хĕр кĕçĕннисене пăхма пулăшнă. Пĕчĕкренех вĕсемшĕн яваплăха туйса çитĕннĕ.

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хĕлле аттепе аннене окоп чавма илсе кайрĕç. Эпир, ачасем, 4 кун вутă хутаймасăр сивĕ пÿртре шăнса пурăнтăмăр. Ун чухне вутă-шанкă кăна мар, тăхăнмалли те, çимелли те çителĕклĕ пулман. Эпĕ, вунвиççĕри хĕрача, правление пулăшу ыйтма кайрăм. «Ан макăр», - терĕç мана. Вутă вырăнне çунтармашкăн 150 кĕлте пама йышăнчĕç. Эх, хĕпĕртерĕмĕр уншăн. Кăмака хутса кукăль пĕçерме палăртрăмăр. Чуста çăртăмăр, ăшне хатĕрлерĕмĕр. Тĕрĕссипе, кукăлĕ пиçсех те çитейменччĕ, пурпĕрех пирĕншĕн çав тери тутлă пулнă вăл. Ĕçрен таврăнсан анне те ырларĕ. Унăн ăшă сăмахĕ пире, паллах, хăпартлантарнă», - иртнине куç умне кăларать тыл ветеранĕ.

Унăн ашшĕне те ытти арçынпа пĕрле вăрçа илсе кайнă. «Эпĕ киличчен выçсах ан вилĕр», - каласа хăварнă вăй питти арçын. Кил хуçи тăван тăрăха таврăнайман. 1942 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче çапăçу хирĕнче кун-çулĕ татăлнă унăн.

Çурма тăлăх ачасен шăпи çăмăл килменни паллă. Выçăллă-тутăллă çитĕннĕ вĕсем. Çапах тивĕçлĕ канури хĕрарăм ÿпкелешсе калаçнине илтмерĕм. Мария Дмитриевна ĕмĕр тăршшĕпех лайăхрах пурăнма ăнтăлнă - пĕр ĕçрен те пăрăнман. Тăван тăрăхри сысна ферминче нумай çул тăрăшнă. Уй-хирте, йĕтем çинче пилĕк авнă. Чукун çул çинче те ĕçлеттернĕ хĕрарăма. Казахстанри, Челябинск облаçĕнчи йывăр ĕçе те кÿлĕннĕ вăл.

«30 çула çитсен Чăнкассинчи пĕр çамрăка тупса пачĕç мана. Ĕçекен упăшкапа пурнăç тума пулать-и вара? Çав ирсĕрлĕхе чăтса пурăнас темерĕм. 2 ача çуратсан атте-анне килне таврăнтăм. Шăллăм авлансан унтан та тухса кайма лекрĕ. Пишенкассинче пĕчĕк пÿрт илтĕмĕр. Манăн ачасемпе пĕрле пайтах куçма тивнĕ. Хамăн вăйпах 5 çĕрте 5 мунча лартрăм», - тет çаврăнăçуллăскер.

«Пĕрре аслатиллĕ çумăр Чăнкасси йĕтемĕ çинчи пĕтĕм тырра юхтарса кайрĕ. Хытах кулянтăмăр çакăншăн», - калаçăва тăсать Мария Дмитриевна. Çак самант яланлăхах унăн ăс-тăнне çырăнса юлнă, мĕншĕн тесен тырă çителĕклĕ пуçтарса илсен - килте кăпăшка çăкăр пиçсе тухать. Çакă мар-и хресченшĕн савăнăç?

Мария Дмитриевна хăйĕн тĕррисене, тухйи-тенкине кăтартма пуçларĕ. Çурăм ыратнă вăхăтра айккăн выртса тĕрленĕ вăл. Унăн ал ĕçĕсем музейсенче те упранаççĕ. Хăй вăхăтĕнче клуба каймасăр та юлман. Концерта, спектакле хутшăннă. Вырăнти артистсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма ытти ялсене те çитнĕ. Лаша урапи е çуни çинче ларса пыраканскерсем таврана янратса юрă шăрантарнă...

Мария Юркова мăнукĕн ачисене пăхма пулăшать. Пĕчĕкскерсем çывăрнă вăхăтра аллине кĕнеке тытать. Куçлăх та кирлĕ мар ăна. Акă нумаях пулмасть Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака», Леонид Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă», Василий Краснов-Аслин «Вутра» хайлавĕсене тепĕр хут вуласа тухнă вăл.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.