Комментировать

25 Сен, 2015

Вĕренекенсем вĕрентекене асра тытаççĕ

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара çуралса ÿснĕ Петр Самсонов спортра çур ĕмĕр каяллах пысăк çитĕнÿсем тунă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра вăл вăтам дистанцисене чупассипе темиçе хутчен те республика чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă.

Аслă пĕлÿ илсен Петр Николаевич тăван шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçланă. Спортра пиçĕхнĕ пултаруллă педагог çав тапхăртах уроксем хыççăн çăмăл атлетикăна юратакан яшсемпе хĕрачасене районти тата республикăри ăмăртусене хатĕрлеме пуçланă. Унăн вĕренекенĕсем Николай Анисимов, тăван пиччĕшĕн кĕçĕн ывăлĕ Илья Самсонов тата тепĕр çывăх тăванĕ Александр Ефимов, халĕ Шупашкарти политехника институчĕн кафедра пуçлăхĕ Олег Пешкумов доцент, пĕртăван Владимирпа Михаил Андреевсем 18-20 çултах çĕршыв ăмăртăвĕсене тата СССР чемпионачĕсене хутшăннă. Вĕсем пурте - спорт мастерĕсем. Виçĕм çултанпа "Буревестник" физкультурăпа спорт обществин республикăри канашне ертсе пыракан Николай Анисимов - Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ. Петр Николаевичăн чи пултаруллă та пархатарлă вĕренекенĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Андреев Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче 20 çухрăма утас енĕпе вунпилĕк хутчен çĕнтернĕ, 2000 çулта Австралире иртнĕ XXVII Олимп вăййисенче бронза медале тивĕçнĕ.

Шел те, 2009 çул пуçламăшĕнче йывăр чирне пула Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ тата вĕрентекенĕ Петр Самсонов пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Елчĕк район администрацийĕн пуçарăвĕпе тепĕр çулхинех Лаш Таяпари стадионта вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ăна асăнса кĕрхи кросс енĕпе ятарлă ăмăрту ирттерчĕç.

Петр Николаевичăн юлташĕсем тата унăн ĕçне сума сăвакансем республикăри кашни хулапа районтах нумай. Çавна май П.Самсонова асăнса ирттернĕ V уçă ăмăртăва çичĕ хулапа районти çăмăл атлетсем - пурĕ 300 çын ытла - хутшăнчĕç. Çакна палăртма кăмăллă: вунвиçĕ çултан кĕçĕнрех хĕрачасен ушкăнĕнче 700 метра чупса Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта пурăнакан Петр Николаевичăн шăллĕн Олегăн кĕçĕн хĕрĕ Софья Самсонова çĕнтерчĕ. Пуçламăш классенче вĕренекен хĕрачасен йышĕнче 500 метрлă дистанцире Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Елена Краснова чи лайăх вăхăт кăтартрĕ. Арçынсен дистанцийĕнче /3000 метр/ малти виçĕ вырăна Елчĕк районĕнчи Денис Смирнов, Дмитрий Волков тата Владимир Корнилов йышăнчĕç.

Лаш Таяпа ялĕнче иртнĕ ăмăрту Елчĕк районĕнче çăмăл атлетика ĕлĕкхи пекех тĕп спорт енĕ шутланнине çирĕплетрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.В.Левый пĕлтернĕ тăрăх - Пĕтĕм Раççейри Наци кросне Пăлапа Лаща хутлăхĕнче виçĕ пине яхăн çын хутшăнмалла. Аса илтеретпĕр: Пĕтĕм Раççейри чупу вырсарникун, сентябрĕн 27-мĕшĕнче, 12 сехетре республикăри кашни хулапа районта старт илет. Тĕп ăмăрту Шупашкарти залив хĕрринче иртет.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.