Кам пĕрремĕш пуçлать - çав выляса ярать
Украинăри лару-тăру пирки çĕннине нимĕнех те калаймăн. Лайăххи нимĕн те çук, вăрçă пырать. Çакна федераци телеканалĕсем Донецкри тата Луганскри ватăсене çунса кăмрăкланнă çурчĕсен умĕнче, Мускава самолетпа сипленме илсе килекен сусăрланнă ачасене кăтартса куллен ĕнентереççĕ. Анчах çав репортажсенче тем каласа çитерейменни сисĕнет - Донбасри нумай хваттерлĕ арканнă çуртсенчи арçынсемпе хĕрарăмсем хăйсен ылханне такам çине янăн туйăнать. Çынсем Киевпа кăмăлсăрланнине палăртнă чухне куçĕсенче кăра ыйту та мĕлтлетсе илет: мĕншĕн эсир пире хÿтĕлеместĕр, мĕншĕн пăрахрăр?
Донбасс çыннисем хÿрине пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн татса илекен /ытларах нушалантăр тенĕн/ кушак евĕр. Пĕлтĕр çуркунне вĕсем референдумра Украина ирĕкĕнчен тухассишĕн сасăларĕç. Мускав пулăшасса, Крым çыннисене хÿтте илнĕ пек вĕсене те хăйĕн çунатти айне илессе шанчĕç. Харьковра, Донецкра, Одессăра Раççейĕн çĕр-çĕр ялавĕпе вĕлкĕшсе митингсем иртрĕç. Анчах Киев Одессăри тата Харьковри революци хĕрÿлĕхне хаяррăн пусарчĕ. Луганскпа Донецк вара Украина çарĕпе тата карательсен батальонĕсемпе хире-хирĕç пĕччен тăрса юлчĕç. Уçăмсăрлăх вăйланать, вăхăт пăлхава çĕкленнĕ облаçсене хирĕç пырать. Донецкри юлашки митингра Раççей ялавĕсем çукчĕ ĕнтĕ. Халăх Украина çарне е хăваласа яма, е... ыйтнă. Кĕскен каласан - Украина артиллерийĕн вут-çулăмĕ айĕнче пурăнма май çук.
Раççей телекуравçисем те Украинăн хĕвелтухăç пайĕнче ĕç-хĕле вĕçлемелли çинчен шухăшлама пуçларĕç. Телепропаганда тахçанах пурне те пирĕн ĕç тĕрĕссине ĕнентерчĕ. Апла-тăк мĕн кĕтетпĕр? Мĕншĕн пĕр чĕлхепе калаçакан хÿтлĕхсĕр граждансене вĕлерме ирĕк паратпăр? Саккун кăларакан влаç органĕсем пĕлтернĕ тăрăх - Раççей бандеровецсем ярса илнĕ Киева тата унта кĕрсе вырнаçнă Вашингтонăн тулаш ертÿçисене хирĕçле вăрçа хутшăнма пултарасси çинчен калаçаççĕ. Вăхăтне те палăртаççĕ: июнь варри - июль.
Леш енчисем те тĕлĕрмеççĕ. Украина çарĕ хĕрсех вăрçа хатĕрленет. Унта Америка тата Польша инструкторĕсем туллиех, вĕсем украинецсемпе пĕрле ополчени отрячĕсемпе çапăçусене хутшăнаççĕ. Американецсем ДХР тата ЛХР оборона тытăмне сăнаççĕ, артиллерипе танксем, çыхăну линийĕ тата ПВО ăçта вырнаçнине пăхаççĕ.
Юлашки эрнесенче Приднестровьен пуçне ыраттараканни те нумайланчĕ. Ку территорие блокадăна илни çинчен пĕлтерни, унта пирĕн çар çыннисемпе икçĕр пин ытла Раççей гражданĕ пурăнать, пире хирĕçле вăрçă пуçлани çинчен пĕлтерниех. Çавăнпа чи малтан унта перкелешме тытăнаççĕ, кайран Донбаса сиксе ÿкеççĕ. Вашингтон çак утăма тума Украинăна кăна мар, Румынипе Молдавие те çине тăрсах хĕтĕртет. Раççее бандеровецсем ярса илнĕ Украинăпа вăрçтарни Вашингтон юлашки çирĕм çулта Совет Союзĕ хыççăнхи уçлăха пайласа яма тăрăшас тĕлĕшпе вăй хунине тÿрре кăларма пултарать. Акă мĕншĕн.
Крыма тавăрнă хыççăнхи санкцисем тивĕçлĕ çимĕç параймарĕç. Раççей промышленноçĕ тата ялхуçалăхĕ хăй тĕллĕн те пурăнаять. Раççей халăхĕн ахаль те пĕчĕк пурнăç шайĕ ку санкцисенчен нимĕн чухлĕ те шар курмарĕ. Политика оппозицийĕ те Путина нимĕн чухлĕ те витĕм кÿмерĕ.
Çав вăхăтрах, Раççее ертсе пыракансен шухăшĕпе, АПШна Украинăра пысăк вăрçă пуçлама чараканни - Евросоюз позицийĕ, унран вĕсем пушартан хăранă пек хăраççĕ. Кунашкал лару-тăрура Кремль çулĕ пĕрре кăна: ресурссене тĕп ĕç-хĕл валли çеç уйăрмалла. 2019 çулччен бюджет федерацин мĕнпур программи валли, оборона тата социаллă программăсемсĕр пуçне, сахалрах укçа-тенкĕ парать. Путин Президента пур енчен те Украина чăмăрне пĕрре çапса аркатма хистеççĕ. Вăрçăсăр май килмест-тĕк - ăна камăн пуçламалла? Раççей историйĕнче ялан пĕр правило тĕпре пулнă: кам пĕрремĕш пуçлать - çавă выляса ярать.
Калăпăр, Путинпа унăн генералĕсен чăтăмлăхĕ пĕтет. Раççей каналĕсем куллен тата кашни сехетре Донбасра вилекен ачасемпе ватăсем, хĕрарăмсем çинчен кăтартни йăлăхтарса çитерет. Вара «симĕс çынсене» тата яланхи çарсене ирĕке яраççĕ. Вĕсем чикĕ урлă хăвăрт каçса Харькова, унтан Одессăна, Днепропетровска, Запорожьене... - пĕтĕм Хĕвелтухăç Украинăна ярса илеççĕ. Çакăн хыççăн вара, иккĕленÿ çук, Хĕвеланăç тата Тĕп Европа çĕршывĕсем, Китайпа Инди çеç мар, аякри Гондурас та пире хирĕç чăмăртанĕç. Америка политикин тĕллевĕ пурнăçланĕ. Çав вăхăтрах «ирĕке кăларнă» территорире çарсене хирĕç тăракан граждансем те сахалăнах пулмĕç. Раççее юратма вĕрентесси пирки маларах шухăшламалла пулнă. Паян унта пачах урăхла туйăмсем хуçаланаççĕ.
Киевăн чăтăмлăхĕ пĕтни - урăх ĕç. Порошенко Президент Луганска тата Донецка ярса илме, Раççей чиккине пÿлме танк колоннисене ăсатĕ. Çавăн чухне лайăх хĕçпăшалланнă ополченецсен «хурансене» çапса аркатассишĕн çине тăмалла мар, Харьков тата анăç еннелле выртакан стратегиллĕ трассăсене йышăнма тăрăшмалла. Ыйту çуралать: мĕншĕн? Мĕншĕн тесен Минск килĕшĕвĕсем йăлтах арканаççĕ, çĕнĕ вăйă пуçлани усăсăр. Киевăн маневр валли вăхăт сахал юлать: укçа çук, промышленноç хавшать, хаксем тата ĕçсĕрлĕх хăвăрт ÿсеççĕ. Кунта «симĕс çынсемсĕр» те пуçсăр юлăн: Крещатикре патшалăх йĕркине тĕпрен улăштарни - хăнăхнă ĕç. Вăл хăвăрт йăл илет те виçĕ кунран лăпланать.
Кремльшĕн пачах тепĕр майлă, вăхăт ун майлă вылять: Украина пуянĕсемпе юн ĕçенĕсем пĕрне пĕри кăшлама пуçланă, ватă Европа Киев вăррисемпе бандеровецĕсем çине йĕрĕнсе пăхать, Украина гражданĕсем нимсĕр тăрса юлнă, Раççее тараççĕ.
Мĕн тумалла? Туйăмсене ирĕке ярса айăпсăр Донецк ачисене çăлма васкамалла-и е шăла çыртса чăтмалла-и? Тÿсмелле те Европа суйлавĕсенче йĕркеллĕ партисем çĕнтериччен, Европа бизнесĕ Раççей рынокĕнчи çухатусене пула тискерлениччен, Украина халăхĕ хăйне сĕмсĕррĕн улталанине ăнланса иличчен кĕтмелле-и?
Халĕ аса илтермелли кăна юлать: Раççей империйĕн тата СССР çарĕсем поляксемпе французсене, нимĕçсене кĕтмен хăнасем пек анăçалла хăвалани çеç ăнăçлă пулнă. Ытти тĕслĕхе аса илмесен те юрать, вĕсем питĕ сахал.
«Аргументы Недели»