Комментировать

25 Сен, 2015

«Патреккел ялне качча килнĕшĕн пĕрре те кулянмастăп»

«Таврана кĕр сăнĕ çапсан пахчара киленсе утса çÿреме юрататăп. Сухансем çарăк пек сарăлса выртаççĕ! «Ман çине пăх-ха, эпĕ çакăн пысăкăш пулнă», - тенĕнех туйăнать вара. Нумай çын кĕркуннене юратмасть. Епле кăмăлламăн-ха ăна? Ав, упăшка лартнă пилеш кашни çулах хĕп-хĕрлĕ çырлисемпе савăнтарать. Тутлах мар та хăй - пăхма илемлĕ. Ун айне тăтăшах кĕнчелепе çип арлама тухса ларатăп. Шухăшлатăп та - ватлăх та кĕркунне пекех. Ĕнтĕ пирĕн «çимĕçĕ» те пур - хамăр тивĕçе пурнăçланă», - çакăн пек пуçларĕ калаçăва Елчĕк районĕнчи Патреккелте пурăнакан 85 çулти Раиса Молоствова. Çурчĕ умĕнчи сак çинче çип арлаканскер мана та хăйĕнпе юнашар ларма сĕнчĕ.

- Çынсем çĕрулми кăларса пĕтернĕ ĕнтĕ. Выльăх кăшманне кăларма пикеннĕ. Таçта хыпаланаççĕ? Эпĕ вара сентябрĕн 19-мĕшĕсĕр нихăçан та кăларман. Аври хăрнă пулсан та çĕрулмийĕ тымарĕнчен татăлса Jÿкмен-ха. Пĕрех тата кăштах ÿсет, тутă кĕрет, вара сивĕре тăн-тăн выртать. Ăшă вăхăтра кăларнă пахчаçимĕç хăвăртрах çемçелет. Ун пекех тутлах та мар вăл. Ĕлĕк сентябрĕн 26-мĕшĕнче Аслă Елчĕкре праçник ирттеретчĕç. Çĕрулмине эпир шăпах çав уяв тĕлне кăларса пĕтерме тăрăшнă. Мунча хутса çăвăнса каяттăмăрччĕ,- пĕлтерет Раиса Андреевна.

Раиса Молоствова Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ йывăр тапхăра лекнĕ унăн. Хăй калашле, урам тăрăх выляса çÿремен. Унтан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. 5 çул кăна вĕренейнĕ çавăнпа. Амăшĕсем канмалли кунсенче те ахаль лартман. Хĕлле те - хире юр тытма илсе кайнă. Правур та çивĕчскерĕн 5-мĕш класс хыççăн лашапа та, вăкăрпа та çÿреме тивнĕ. Сухапуç та тытнă, кĕлте те турттарнă. Халĕ 5-мĕш класс ачине сухапуç тыттар-ха...

-Вăкăрпа вăрмана вутта та кайнă. Кĕлте кÿнĕ чухне вăкăр çутă япала е шыв курчĕ-тĕк - ăна никам чараймастчĕ, таçта çити сĕтĕрсе каятчĕ. Пайтах нушаланнă. Чукун çул çинче те ĕçлерĕм. 1953 çулта декабрь уйăхĕнче манăн пулас упăшка Петр пирĕн яла амăшĕн йăмăкĕ /вăл пирĕн кумаччĕ/ патне çĕнĕ пÿрт ĕçкине килнĕччĕ. Инкĕшне те лартса килнĕ. Эпĕ ун чухне вĕсене упăшкипе арăмĕ тесе шутланă. Лашине тăвартăм та хайхи пĕчĕк пÿрт патнелле утатăп. «Чăпăрккана ан вăрлаттар», - терĕ мана Петя. «Такам вăрлать ĕнтĕ ăна?», - шухăшларăм хам ăшра. «Аннÿн пăлтăрти нÿхрепре тип çу пур, çавна илсе килсе пар-ха», - терĕ мана кума тепĕр кунне. Анне ун чухне килте çукчĕ, Тутар Республикинчи пĕр яла тăвансем патне туя кайнăччĕ. Унтан вăл мана апат пĕçерме хушрĕ. Кĕç мана: «Сана аппу чĕнет!» - терĕç. Хапхаран чупса тухрăм кăна - такам мана çамкаран çапрĕ те хыçлă çуна çине вăшт кăна йăтса хучĕ. «Илсе каяççĕ!» - тенине çеç илтсе юлтăм. Хире тухсан кĕтĕм тăна. Тилхепене кÿршĕ арçынни, Ваççа тете, тытса пырать. Петя манпа юнашар ларать. «Петя, хĕре сая яратăн пулсан Лаш Таяпа ялне тек пырса кĕрейместĕн», - терĕ пускил арçынни. Малтанах мана Питтĕпел ялне, амăшĕн йăмăкĕ патне илсе кайрĕ Петя. Каçхине вара - тăван килне. Çапла, пач пĕлмен çынна качча тухмалла пулчĕ. Кайран хамăр яла хĕр килĕшме кайсан хам юратнă каччă Саша курчĕ те: «Атя, юл, халех ял Советне кайса çырăнатпăр», - тесе сĕнчĕ. Вăл тин çеç салтакран таврăннăччĕ. «Пĕр кайнă япала халĕ сана пымастăп ĕнтĕ», - терĕм. Вăл вара Çĕпĕре тухса кайнă, унтах авланнă терĕç. Телее, мăшăрăм, Петр Моисеевич, лайăх çын пулчĕ. «Прогресс» колхозра чылай çул грузчикре вăй хучĕ. Юрра, ташша питĕ ăстаччĕ. Ĕçкĕсенче хĕрарăмсем ăна ялан ташлаттаратчĕç. Вăл пурнăçран уйрăлни те 17 çул çитет ĕнтĕ, - ассăн сывласа илчĕ Раиса Андреевна.

Молоствовсем 8 ача пăхса ÿстернĕ. Пĕр ывăлĕ пĕчĕк чухнех сарăмсăр вилнĕ. Иккĕшĕ - çитĕнсен. Паян Раиса Андреевнăна 11 мăнукпа 3 кĕçĕн мăнук хĕпĕртев кÿреççĕ. «Пирĕн ялта «Çтаппан» ятлă тăлăх арçын пурччĕ. Ман упăшкапа сĕре туслăччĕ вăл. Çав мана йывăр çын чухне: «Çак ача ывăл пулсан хреснай ашшĕ эпĕ пулатăп. Ачине Çтаппан ят хурăр. Манăн тăван-пĕтен çук, вилсен ятăм та юлас çук атту», - терĕ. Ывăлăмăра Çтаппан ят хутăмăр. Çтаппан, хĕпĕртенĕскер, ача çуратмалли çурта парнесемпе пычĕ. Чăн та, ун хыççăн нумай та пурăнаймарĕ хăй. Çапла вăл шăпа. Афганистанра пулнă ывăлăмăр, Анатолий, уксак ураллă хĕре качча илчĕ. «Сана валли унсăр пуçне урăх хĕр пулмарĕ-им?» - тĕлĕннĕччĕ эпир ун чухне. «Хам Афганистанран урасăр килнĕ-тĕк - мана кам качча тухĕччĕ?», - терĕ вăл. Шел, вăрăм ĕмĕрлĕ пулаймарĕ ывăлăм», - куççульне шăлса илчĕ ватă.

Раиса Молоствова качча килсенех колхозра ĕçлеме пуçланă. Хирте жнейкăпа тырă вырса кĕлте çыхнă. Каярах хуçалăхра хăмла ÿстерме тытăнсан унта куçнă. 25 çул тăрăшнă хăмлапа. «Пĕр тĕлте - 37, тепĕр çĕрте 19 юпа хушши çакăнса тăратчĕ хăмла. Çавна йăлтах ачасемпе ĕçленĕ. Хăмла татасси ансатах мар. Хыçалтан мучисем пăхса, тĕрĕслесех çÿретчĕç. Пĕр пучахĕ выртса юлсанах: «Атя-ха, кил-ха, ку мĕн япала?», - тетчĕç. Тырă пуçтарнă пекех тĕплĕ ĕçленĕ. Сушилкăра та пĕлсе типĕтмеллеччĕ хăмлана симĕс тĕсне ан çухаттăр тесе. Атту, хăмăрлатса ярсан пĕрремĕш сортпа каяймасть. Пирĕн «Прогресс» хăмлана Çĕрпĕве яланах 1-мĕш сортпа ăсататчĕ. Пире, хăмла бригадинче ĕçлекенсене, хăяр, выльăх кăшманĕпе хĕрлĕ кăшман, вăрлăх сухан актаратчĕç. Вĕсен вăрлăхĕсене тăваттăмăрччĕ. Шел, темиçе çул каялла колхоз хăмла Jÿстерме пăрахрĕ. 65 çула çитичченех колхоз хирĕнче ĕçленĕ. Эпĕ Патреккел ялне качча килнĕшĕн пĕрре те кулянмастăп. Питĕ тăрăшуллă, хастар çынсем пурăнаççĕ кунта. Эпир ĕçленĕ вăхăтра колхоз та, хор та вăйлăччĕ. Халĕ те çаплах, колхоз та, фермăсем те саланман. Турра шĕкĕр, хор та, фольклор ушкăнĕ те пур. Хальхи пек лайăх пурнăçа 85 çул хушшинче тек курман. Çуртсене газпа ăшăтатпăр. Шыв пÿртех кĕртнĕ. Вĕри шыв та пур. Краççын лампи те кирлĕ мар ĕнтĕ - электричество çути пÿрте те, урама та çутатать. Эпир вара - чат нуша курса пурăннă çынсем. Хăй вăхăтĕнче епле тертленнине кала-ха çамрăксене: «Халь çуралмалла пулнă», - тесе тăрăхлаççĕ. Тĕрĕссипе, 1941-1945 çулсенче пирĕн пек ачасем ĕçлемен пулсан çĕршыва нимĕç аркататчĕ. Астăватăп-ха, хĕллехи вăхăтсенче кĕнчелепе çăм арласа нускисем çыхаттăмăрччĕ. Аннесем вĕсене патшалăха паратчĕç. Унсăр пуçне килĕрен 40 кило какай, 100 çăмарта, çур пăт сар çу, сурăх пуçне 400-шер грамм çăм памаллаччĕ. Халăх Сталина вăрçатчĕ. Халăх çапла пулăшман пулсан Çĕнтерÿ пулмастчĕ. Ĕне тислĕкĕнчен те кирпĕч çапнă эпир. Тислĕк пахчана кăлармалăх юлманран çĕрулми вĕтĕ, сахал пулатчĕ. Шăпама питĕ телейлĕ пулнă теместĕп. Хам сатур та маттур пулнипе кăна пурнăçа йÿнеçтеркелесе пынă тетĕп. Качча килсен пăянам çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ хыççăн сĕтел хушшине лартрĕ те: «Акă - сĕтел, акă - лампа çакăнса тăрать, акă - пĕр курупка шăрпăк, акă - кăмака. Ирех тăрса санăн пысăк кăмакана хутса яшка пĕçермелле. Упăшку ирхине 5 сехетре ĕçе каять, ăна апат çитермелле, какайне яшкаран кăларса чĕркесе парса ямалла», - терĕ. Ирхине 3 сехетре тăраттăмччĕ вĕт. «Эх, аннен лăкăр-лăкăр вĕрекен яшкине итлесе çывăрмалла чухне ма качча кайнă-ши?», - тесе те пайтах куляннă. Çуллахи вăхăтра çĕнĕ кинсен кĕтÿ хăваламаллаччĕ. Тăваттăра тăрса ĕне сунă. Канĕçлĕ пурнăç курман ĕнтĕ эпир», - çипне арлама пăрахмасăр каласа кăтартать мана Раиса Андреевна.

Апла-и, капла-и - пăянамăшĕпе килĕштернĕ Раиса аппа. 1961 çулта вĕсем çĕнĕ çурт лартнă. Каярах хуралтисене тунă. Паянхи кунчченех кил-çурта юхăнма памасть, тирпейлĕ тытать. Хăнăхнă йăлине халĕ те пăрахман - ирхине тăватă сехетрех тăрать. Тÿрех яшка пĕçерме лартать. Пахчари ĕçсене те йăлтах хăй туса тăрать. Кишĕре, кăшмана, вăрлăх сухана сутлăх та çитĕнтерет. Садĕнчи çырласене пуçтарса хĕлле валли компот, варени те пĕçерет. Хăяр, помидор маринадлать, тĕрлĕ салат хатĕрлет. Ăш хыпнине ирттерме сăра вĕретет. Хăмлине пахчинчех ÿстерет, салатне вара халĕ лавккарах сутаççĕ. Раиса Андреевна çăкăр лавккара туянмасть. Килтех пĕçерет шурă çăнăхран. «Чуста çăрасси халĕ маншăн çăмăлах мар пулин те пĕрех аппаланатăп. Лавккарине çиес килмест. Ĕçлесен вара çын ватăлмасть», - йăл кулать вăл. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пыл та пулăшать пуль тет. Ăна нумай çинине те пытармарĕ. Хĕл каçма 3 литрлă 3 банка кирлĕ-мĕн. «Ыратакан вырăнсене массаж тума ÿркенместĕп. Аннесене нумай пурăнтарас тесен ачасен йĕркеллĕ пурăнмалла. Эрех ĕçсе кулянтармалла мар», - терĕ юлашкинчен Раиса аппа. Сывпуллашиччен мана та хăйĕн пекех нумай пурăнма ырă сунчĕ.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.