Комментировать

23 Сен, 2015

ВИТĔМĔ ТĔРЛĔРЕН

Этем 80 процента яхăн шывран тăрать. Шыв - пирĕн организмăн пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ, усăллă пайĕ. Унăн саппасне куллен пуянлатмалла. Çав вăхăтрах сивĕ тата вĕри шывсем тĕрлĕ витĕм кÿнине те шута илмелле.

Сивĕ

Пÿлĕм температуринчен сивĕрех шыв начарланма пулăшать. Вăл хăйĕн йĕркеллĕ температури патне таврăнма хăтланакан ÿт-пĕве сивĕтет. Çавна май япаласен ылмашăнăвĕ хăвăртланать, калори ытларах тăкакланать.

Сивĕ шыв организма шăрăхра е спорт занятийĕсем вăхăтĕнче пăчăхасран хÿтĕлет. Ку пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ÿт температури кирлĕ мар чухне ÿсни чĕрепе юн тымарĕсене хушма йывăрлăх кÿрет.

Ыйхăлаттарма пуçласан пĕр стакан сивĕ шыв ĕçмелле. Ку чĕре таппине хăвăртлатать, адреналин тухассине вăйлатса вăранма пулăшать.

Анчах сивĕ шывпа та ытлашши иртĕхмелле мар. Ăна пула шăл эмалĕ сиенленме, ангина аптратма пултарать. Кирек мĕн те виçеллĕ пулмалла!

Вĕри

Аюрведăпа килĕшÿллĕн, вăтам вĕри шыв апат ирĕлессине лайăхлатать, япаласен ылмашăнăвĕ хыççăн юлнă каяшсен сиенлĕ витĕмне чакарать. Унсăр пуçне ыратнине ирттернипе палăрса тăрать!

Пуç е вар ыратсан виçеллĕ вĕри шыв ĕçмелле. Вăл лăплантарать, мышцăсене, нервсен вĕçĕсене çемçетет.

Вĕри шывăн тепĕр паха енĕ - çамрăклатакан витĕм кÿни. Кашни кун вĕрирех шыв ĕçсен вăхăтсăр ватăласран упранма пулать. Организмра пухăннă наркăмăшсемпе каяшсене кăларса ăшă шыв ÿте пахалатать, якатать, пĕркеленчĕксенчен хÿтĕлет.

Апат хыççăн пĕр сехетрен вĕрирех шыв ĕçни вар хытнинчен, ăна пула хырăм кÿпĕннинчен, чикенрен хăтăлма пулăшать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.