Мăн кукашшĕн халалĕ – ĕмĕрлĕхе
Чăваш халăхĕн Патриархĕн И.Я.Яковлевăн йăх-несĕлĕпе эпĕ пуçласа студент çулĕсенче тĕл пулнă.
Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕн ертÿçи В.Станьял пире, пулас журналистсене, Мускава Щепкин ячĕллĕ театр училищинчен вĕренсе тухакансен диплом-спектакльне курма илсе кайрĕ. Тĕп хулана çитсенех Хусан вокзалĕнче кăмăллă хыпар - Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн юратнă мăнукĕпе тĕлпулу йĕркелессине - пĕлтерчĕ. Ваганьково масарĕнче Иван Яковлев вилтăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хунă хыççăн Ломоносов проспектне çул тытрăмăр.
Акă, эпир, 15 студент, Мускаври тĕп университетран аякрах мар вырнаçнă виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте. Пире çулланнă хĕрарăм, 17 çул тултариччен Чĕмпĕрте пурăннă Екатерина Алексеевна Некрасова, кĕтсе илчĕ. Пире вăл мăн кукашшĕ çинчен кăсăклине, пĕлтерĕшлине нумай каласа кăтартрĕ. Шел, эпĕ, иккĕмĕш курс студентки, çав асаилÿсене хут çине çырса пыман. Анчах та манăн унпа пĕрле ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕксем сыхланса юлнă.
Шăпа мана темиçе çултан унăн ачисемпе - Екатеринăпа тата Владимир Павловсемпе - тĕлпулу парнелерĕ. Пĕрремĕш хут вĕсене Екатерина Всеволодовна Павлован /Е.А.Некрасован аслă хĕрĕн/ çуртĕнче куртăм. Эпир унпа Чĕмпĕрте 1992 çулта паллашнăччĕ. Ун чухне Екатерина Всеволодовна кунта чăваш хастарĕсен пухăвне килнĕччĕ. Сăлтавĕ - Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнче чăваш чиркĕвне уçни. 1998 çулта тĕп хуламăртан Иван Яковлевăн йăх-несĕлĕ пысăк делегаципе унăн 160 çулхи юбилейне паллă тума килнĕччĕ.
- Хамăн пурнăçра эпĕ Чĕмпĕрте икĕ хутчен пулнă. Унта халĕ те Иван Яковлевăн тата мăн кукамайăн Екатерина Алексеевнăн чунĕсем пурăннă пек туйăнаççĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ вăл - патшалăхри тата тепĕр тĕлĕнмелле «патшалăх», чăваш Ватиканĕ евĕр, - лăпкă сассипе калаçăва пуçланăччĕ Екатерина Всеволодовна.
Çемьере И.Я.Яковлевпа çыхăннă кашни япалана, кашни сăнÿкерчĕке тирпейлĕ упраççĕ. Екатерина Всеволодовнăн пÿлĕмĕнче стена çинче чи курăнакан вырăнта çÿçне хăюсемпе илемлетнĕ 7-8 çулхи хĕрачан сăнÿкерчĕкĕ çакăнса тăрать.
- Ку - анне. Сăнÿкерчĕке Чĕмпĕрте чăваш шкулĕн хваттерĕнче кукашшĕ-кукамăшĕпе пурăннă чухне тунă. Аннен вĕсемпе ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕкĕ нумай. Ку вара пирĕн çуртри чи хаклă экспонат - XIX ĕмĕрте тунă йывăç тенкел. Ăна Чĕмпĕртен илсе килнĕ. Ун çинче Иван Яковлевич ларнă. Эпĕ анне мăн кукамăшĕн çĕвĕ машинине тата ытти япалине музее панине астăватăп. Паян вĕсем Чĕмпĕрти тата Шупашкарти музейсенче упранаççĕ. Килте тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ кĕнекесем тата сăнÿкерчĕксем юлнă. Акă, паллă скульптор А.Майраслов тунă Яковлев палăкĕн макечĕсем. Ачамсемпе мăнукăмсем мăн-мăн кукашшĕпе çыхăннă асăнмалăх япаласене малашне те упрасса шанатăп. Паян ман енчен И.Я.Яковлевăн çиччĕмĕш ăрăвĕ çитĕнет, - йăл кулăпа каласа кăтартнăччĕ Екатерина Всеволодовна.
Унăн пÿлĕмĕ - кил-çуртри пĕчĕк çемье «музейĕ». Кунта кашни кĕнеке, сăнÿкерчĕк мăн кукашшĕсен историйĕпе çыхăннăн туйăнать. Сĕтел çинче - 1911 çулта чăваш чĕлхипе кун çути курнă Евангели. Е.Павлова сăпайлăн кăна мана хăйĕн ăслăлăх ĕçĕсене кăтартать. Юнашар «Пушкин в портретах» икĕ томлă ăслăлăх ĕçĕ. Вăл мăнаçлансах: «Эпĕ - И.Я.Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕ!» - теме пултарать. Ашшĕ енчен унăн - дворян тымарĕсем. Е.Павлован пурнăç çулĕ Мускаври чи паллă музейсенчен пĕринпе - А.С. Пушкинăн Литература музейĕпе - çыхăннă. Ÿнерçĕсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ В.Павлов - египтолог, МПУн истори факультечĕн профессорĕ. Амăшĕ - И.Я.Яковлевăн юратнă мăнукĕ Екатерина Алексеевна /унăн амăшĕ - Иван Яковлевăн кĕçĕн хĕрĕ Лидия Ивановна/, МПУн искусствоведени докторĕ тата СССР Ÿнер академийĕн аслă ăслăлăх ĕçченĕ.
- Пиллĕкмĕш класра вĕрентекен мана Пушкин пултарулăхĕпе кăсăклантарса ячĕ. Унăн поэзине юратнăранах Мускав патшалăх университечĕн филологи факультетне вĕренме кĕтĕм. С.Бонди паллă профессор, пушкинист патĕнче вĕрентĕм. Диплом ĕçне «Борьба А.С.Пушкина с Фадеем Булгариным» темăпа хÿтĕлерĕм. Манăн мĕнпур ăслăлăх ĕçĕ, пĕтĕм пурнăç тесен те юрать, чаплă поэтпа çыхăннă. Ĕç кĕнекинче пĕртен-пĕр йĕрке çырăннă. Пушкин музейĕнче ĕçленĕ, - каласа кăтартнăччĕ Екатерина Всеволодовна.
1958 çулта МПУран вĕренсе тухсан Е.Павлова А.С.Пушкинăн тин çеç йĕркеленнĕ Патшалăх литература музейне ĕçе вырнаçнă. Кунта вăл хĕрĕх çул ытла ĕçленĕ. 1984 çулта Екатерина Всеволодовна кандидат диссертацине хÿтĕленĕ, тата виçĕ çултан ăна «Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Е.Павлова - СССР Художниксен союзĕн членĕ, Пушкинăн «Пысăк Ылтăн» медалĕн лауреачĕ. Вăл Пушкин вăхăтĕнчи ÿнер тĕнчи, аталанăвĕ çинчен 200 ытла статья çырнă. «Московская изобразительная Пушкиниана», «Пушкин в портретах», «Пушкин в иллюстрациях» тĕп кăларăмсенчи ĕçсен авторĕ.
- Эпĕ мăн кукаçей халалĕсем тăрăх пурăннă тата ĕçленĕ. Анне вăл питĕ ĕçчен пулни çинчен каласа кăтартатчĕ. Ирпе тăватă сехетре тăнă, кĕлĕ вуланă, унтан ĕçе пикеннĕ. Мăн кукамай, Екатерина Алексеевна, питĕ ăслă, тăрăшуллă хĕрарăм пулнă, тăватă чĕлхе пĕлнĕ. Чĕмпĕрте пурăннă чухне вăл манăн аннене - юратнă мăнукне - апат пĕçерме, çĕлеме, çыхма, мĕнпур ăсталăха вĕрентнĕ. Эпĕ ача чухне анне тăтăш каланă сăмахсене аса илме юрататăп: «Кукаçей çапла вĕрентетчĕ: ĕç епле пĕчĕк пулсан та ăна пысăк юратупа пурнăçламалла. Урайне те ăшă кăмăлпа шăлмалла». И.Я.Яковлев пурнăçĕнче виçĕ тĕп халал пулнă: Турра ĕненни, çемье тата юратнă ĕçĕ. Вăл совеçе хирĕçле нимĕн те тумалла мар, яланах тÿрĕ çулпа утмалла тесе вĕрентнĕ. Ку сăмахсем, шухăшсем паян та пĕлтерĕшне çухатман, - тенĕччĕ чей ĕçнĕ май Екатерина Всеволодовна.
Шел, И.Я.Яковлев вăл çураличчен пурнăçран уйрăлнă. Мăн кукамăшĕ Екатерина Алексеевна 1936 çулта пĕчĕк Катюша иккĕре чухне çĕре кĕнĕ. Апла пулин те Екатерина Всеволодовна пĕчĕкренех амăшĕнчен мăн кукашшĕн ĕçĕ-хĕлĕпе вăл йĕркеленĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çинчен нумай илтнĕ. Иван Яковлевичшăн Чĕмпĕртен куçса кайни чăн-чăн трагеди пулнă. Тĕп хуламăрта ун çумĕнче ачисемпе мăнукĕсем пулнă, анчах та чунĕпе вăл яланах чăваш шкулĕнче пулнă.
Паян Иван Яковлев тăхăмĕсене мăн-мăн аслашшĕн, мăн-мăн кукашшĕн халалĕсене Раççейри чăвашсем пурăнакан вырăнсенче асра тытни, унăн ĕçне малалла тăсни савăнтарать. Е.Павлова Мускав чăвашĕсен наципе культура автономийĕ ирттерекен мероприятисене яланах хастар хутшăннă. Юлашки çулĕсене вăл Люба хĕрĕн çемйипе пурăнса ирттернĕ. Любовь Михайловна та пирĕн кăмăллă калаçăва хутшăннăччĕ.
- И.Я.Яковлевăн пуçарулăхĕ, хавхаланăвĕ, вăй-халĕ, пурнăçа, çынсене хаклама пĕлни - пурнăçра çул кăтартса пыракан тĕслĕх. Яковлев пурнăçланă ĕç-хĕл нумай ăру валли юлать. Çакна эпĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕн музейĕнче туйрăм. Çавăн пекех мăн-мăн кукаçин тăван ялне Кăнна Кушкине тата Пăрăнтăка кайни асра юлчĕ, - тенĕччĕ вăл.
Сĕтел çинче - пирĕншĕн чи сумлă та хаклă кĕнекесенчен пĕри. Екатерина Всеволодовна асăрханса типтерлĕн ăна аллине илчĕ. Вăл хумханни аванах сисĕнчĕ.
- Манăн ăсăмра тата чĕремре - И.Я.Яковлев чăваш халăхне панă Халал. Вăл питĕ тарăн, тĕрĕс тата пысăк ăс-хакăллă. Кашни сăмахĕнчех Иван Яковлевич тăван халăхне юратни, ăна хÿтĕлессишĕн тăрăшни палăрать. Яковлев Халалĕ - ĕмĕрлĕхе. Ăна кашни ăру чĕри, ăсĕ витĕр кăларса вулĕ, мĕншĕн тесен вăл питĕ хаклă, - тенĕччĕ Екатерина Всеволодовна.
Альбина СТЕПАНОВА