Комментировать

19 Сен, 2015

Пурнăç малалла

- Искусствăна ура ярса пуснăранпа 40 çул çитрĕ. Вĕсенчен 30 çулне Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче юрласа ирттертĕм. 54 çулта тивĕçлĕ канăва тухрăм. Малтанах питĕ йывăр пулчĕ - ара, ĕçе çÿреме хăнăхнă-çке, кунсерен - репетици, концерт, гастроль... Ыйхă вĕçрĕ, чунпа ансамбльтехчĕ, тĕлĕкре те репетицисемпех аташаттăм.

Вăхăт иртрĕ, лăплантăм. Малтанах, ĕçленĕ чухнех, ĕмĕтленнине, палăртнине пурнăçларăм - “Хунав” ушкăн йĕркелерĕм. Фольклорпа эстрада ушкăнĕ вăл. Çак юхăма аталантарас кăмăл малтанах çуралнăччĕ - ăрусен çыхăнăвне йĕркелес килетчĕ. Халĕ мĕнле пулса тухать-ха? Аслă ăру халăх юррисене кăмăллать, çамрăксем вара вĕсене питех итлесе каймаççĕ, эстрада енне туртăнаççĕ. Халăх пултарулăхне вара епле пулсан та упраса хăварас килет. Хам ку енĕпе тахçанах ĕçлеме пуçланăччĕ-ха, халĕ вара çак тĕллеве ушкăнпа пурнăçлатпăр - çамрăк тата аслă ăрăва пĕрлештерекен юрăсене итлекен-куракан патне çитерме тăрăшатпăр, халăх юррисене эстрадăпа хутăштаратпăр. Муркаш районĕнчи Ярапайкассинчи Виталий Романовпа 40 ытла юрă çыртăмăр. Ушкăнра ытларах - çамрăксем. Ку вĕсене пулăшас тенипе çыхăннă. Вĕсене пĕрремĕш утăмсене тума пĕрре те çăмăл мар. Хамăн концертсене йĕркеленĕ чухне те корифейсемпе пĕрлех сцена çине çамрăксене кăларма тăрăшаттăм.

Ĕмĕрĕпех искусствăра ĕçленĕ май чăваш эстради аталанăвне сăнатăп паллах. Халĕ çÿллĕ шая çĕкленчĕ вăл. Чăн та, ырламалли те, хурламалли те пур. Ман хăлхана, сăмахран, “çăлтăр” тени çурать. Пирĕн вăхăтра апла ăнлав пулман та. Мана “çăлтăр” тени, сăмахран, хамран кулнăнах туйăнать. Хăшне-пĕрне вара, калăпăр, çынсем палламаççĕ те, пĕр е икĕ юрăпа тухнă та халăх умне, çитменнине, ячĕ-шывĕ те, юрри те асра çук - ун пирки вара “çăлтăр” тесе пĕлтереççĕ. Хăйсем: “Çăлтăрсем çÿлте, тÿпере”, - теме пăхаççĕ-ха та ĕнтĕ... Кунта, тен, концертсене ертсе пыракансен айăпĕ те пур-тăр, çапах та кăшт сăпайлăрах пулма сĕнес килет.

Çавăн пекех хăйсем çыракан, кĕвĕлекен, юрлакан юрăсен пахалăхĕ те иккĕленÿ çуратать. Юлашки вăхăтра халăхра анлă сарăлнă юрăсене чăвашлатса юрласси модăна кĕрсе пырать. “Хам çыртăм”, - теççĕ. Анчах итлетĕн те - кĕвви палланăскерех. Йĕркеллĕ-и вара ку? Кашни юррăн хăйĕн авторĕ пур-çке. Уйрăмах Кавказ тăрăхĕнчи юрă-кĕвве хамăрлатма тăрăшни сисĕнет.

Ытти енчен... Ытти енчен пурте йĕркеллех. Малтанах чун ырататчĕ, халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та пĕр вăхăт та çук. Таçта та çитмелле, темĕн те тумалла. Халĕ тата савăнтарчĕç-ха: тăваттăмĕш хутчен кукаçи ятне илтрĕм. Пурнăç малалла...

Василий РАЙМОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.