19 Сен, 2015
Мĕн чухлĕ тăшман ман, мĕн чухлĕ юлташ!
* * *
Мĕн чухлĕ тăшман ман,
мĕн чухлĕ юлташ!
Апла эп чăнах та хăватлă чăваш!
Аван пурăнма тăшмансемсĕр,
паллах!
Çапах та этемĕн тăшман
пулмаллах.
Мĕн чухлĕ юлташ ман,
мĕн чухлĕ тăшман!
Апла хальлĕхе чунăма эп сутман.
Апла мĕскĕн мар эп,
апла кĕлмĕç мар.
Апла чăн-чăн Çын эп, апла
чăн-чăн Ар!
31.01.15
Валери Туркай хăйне хăй йăпатма хăтланни
- Йывăр-и?..
- Йывăр. Тунмастăп.
Йывăр кăна та мар пуль...
Пуç ахальтен шуралмасть вăл.
Кăлăх юхмасть вăл - куççуль.
- Йывăр-им?..
- Йывăр. Тунмастăп.
Йывăр мана кăна мар.
Мĕн, хĕвеле-им пит çăмăл
Çак тĕнчене çутатма?
Е çăлкуçа йывăр мар-и
Хулăн чула шăтарма?
Тен, Атăла питĕ çăмăл
Пĕр чарăнмасăр юхма?
Е çак юман авăнман-и
Урнă çилсем алхассан?
Вăл, мĕн, куççуль юхтарман-и
Тураттисем хуçăлсан?..
- Йывăр-и?
- Йывăр. Тунмастăп.
Йывăр пушшех те ку чух.
Те хам ытла халран кайрăм?
Те шеллекен мана çук?
Те шанчăка эп çухатрăм -
Йăпăртлăха, пĕр куна?
Йывăр, чăнах та пит йывăр
Шанчăксăр юлнă чуна.
- Йывăр-им?
- Йывăр. Тунмастăп.
Ку вăл иртет ыранах.
Сăвă эп çыртăм, туссемĕр!
Эп халь пин хут вăйлăрах!
30.06.15
Айхи
Халь - ахлатаççĕ, пуç таяççĕ...
Ăçта пăхан унта - Айхи.
Тахçан вара шута хумастчĕç -
Унран çук тейĕн япăххи.
Тахçан вара шартах сикетчĕç,
«Айхи» тесессĕн пĕрисем.
«Айхи» тесессĕн шăл еретчĕç
Тÿрех - «ытла та ăслисем».
Вăл нумая пит хапсăнмастчĕ,
Çунмастчĕ мулшăн вăл пачах.
Юлашкине çынпа пайлатчĕ...
Ачаччĕ вăл, чăн-чăн ача!
Айхи, Айхи! Чăваш Кĕтречĕ!
Эс тăсрăн Хусанкай ĕçне!
Эс халăха йăлт халалларăн -
Таса чунна та чĕрÿне!
Епле эс сăввуна калаттăн!
Епле юрлаттăн юрруна!..
Турра паян эп тав тăватăп -
Эп курнă хам куçпа çакна.
Чапу сан инçене саланчĕ.
Анчах, кайма вăхăт çитсен,
Тăван ялна манмарăн эсĕ,
Шутларăн Чăваш Ен çинчен.
Вăл инçе мар - Çĕньял масарĕ -
Юр пек шап-шур Шупашкартан...
Тавах сана, тавах, Çĕньялăм,
Маттур Арушăн тав чунтан!
... Вăл инçе мар -
Çĕньял масарĕ -
Юр пек таса Шупашкартан.
Çав масарта пур çутă палăк.
Айхи выртать çав масарта...
Ан тив, ахлатчăр халь,
пуç тайччăр.
Тен, ку паян темрен пахи?..
Чунне вăл халăхшăн çунтарчĕ.
Ак мĕншĕн вилĕмсĕр Айхи!
01.07.15
* * *
Сана суйса курмарăм,
тăван халăх,
Утмарăм эпĕ такăр сукмакпа.
Хăш чух юрларăм -
чунăм йăпанмалăх,
Хăш чух вара вылярăм
пуль вутпа...
Суякансем йĕри-тавра пайтахчĕ.
/Паян, мĕн, пит сахал-им
çавскерсем?/
Сăмахĕпе вĕсем ялан санпаччĕ,
Пач урăхлаччĕ ĕçĕ-хĕлĕсем.
Пĕлетĕп: авалтан çапла ку пулнă,
Пĕлетĕп: пулĕ ку ялан çапла.
Пĕри вутра, ав, тĕрĕслĕхшĕн
çуннă,
Тепри мул пухнă ултавне пула.
Этем чĕришĕн çĕр çинче
çук канлĕх.
Ялан суйлать çын хăйĕн
сукмакне.
Çитсессĕн вăхăт ятăм, тен, çухалĕ,
Куççуль тумлатмĕç тек
тăпрам çине...
Çапах çут сывлăм пек таса
ман чунăм
Сан умăнта, ман халăхăм, ялан -
Пĕр саншăн çеç çак çĕр
çинче вăл çуннă.
Сан ыр ятна эп, халăхăм, яман.
26.08.15
Шуршăл кăйкăрне
Шуршăлти Космонавтика
музейĕн ырă пирĕштине
Зоя Антонована
Кунсем-çулсем вĕçе-вĕçе
иртеççĕ.
Хăш чух пĕр çул - пĕр самант
пек кăна.
Çынсем çаплах пуçне тайма
килеççĕ,
Мухтавлă, паттăр Андриян, сана.
Манмасть сана тăван ялу -
ват Шуршăл.
Çавал та Атăл яланах санпа.
Сан тĕп килÿ тăмасть пĕрре
те пушă -
Кĕтет пурне те ăшă кăмăлпа.
Кунта ватти те, çамрăкки те -
харсăр.
Кунта тапаççĕ хыттăн чĕресем.
Кунта инçе çулран пач хăрамасăр
Ÿсеççĕ çĕнĕ чăрсăр кăйкăрсем.
Китай çынни пуçне тайса
пĕр хушă
Тăрать, ак, шăппăн
юнашар манпа.
Кунтах - француз... пуриншĕн
те эс, Шуршăл,
Паян пĕрех чи çутă çăлтăрпа.
... Кунсем-çулсем иртеççĕ те
иртеççĕ.
Хăш чух пĕр кун - пĕр самант
пек кăна.
Çынсем çаплах пуçне тайма
килеççĕ,
Мухтавлă, паттăр Андриян, сана.
05.09.15
Ĕç çынни
Чăваш Республикин ертÿçи М.В.Игнатьев 2016 çула
Ĕç çынни çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ хыççăн
çуралнă сăвă
Ĕç çыннин çулталăкĕ!..
Еплерех янрать!
Ĕç çыннин çулталăкĕ -
Чунăм савăнать!
Кам-ши, кам вăл - ĕç çынни?
Эс вăл, эп, тепри!
Ан пăрахтăр хĕмленме
Ĕçлĕ çын чĕри!
Ан ÿркенĕр пуç тайма
Ĕçлекен çынна!
Тав тусамăр юратса
Яланах ăна!
Çурт ÿсмест хăй тĕллĕнех,
Хир - сухаланмасть.
Улмуççи те, пăхмасан,
Панулми памасть.
Аркатма - ăс кирлĕ мар,
Кирлĕ - çурт тума,
Кирлĕ - çутă тĕнчене
Хÿхĕмрех тума.
...Ан ÿркенĕр пуç тайма
Ĕçлекен çынна!
Тав тусамăр яланах
Юратса ăна!
07.09.15
Кĕрхи сăвă
Мĕне мана кирлĕ кун пек
кĕрхи кун?
Ку пĕлĕт, ку тунсăх, ку çумăр?
Капла та пăрланнă шăнса
манăн чун,
Капла та мана питĕ йывăр.
Тин çеç-ха хĕвел
хĕмленетчĕ çÿлте,
Тин çеç-ха тÿпе тинĕс пек
кăн-кăвакчĕ.
Инçе вĕçтереттĕмччĕ эп ĕмĕте,
Чĕрем ман хăватлăн тапатчĕ.
Тин çеç-ха, тин çеç-ха,
тин çеç-ха, тин çеç
Мана пĕрисем уççăнах
ăмсанатчĕç!
Тин çеç-ха çиçетчĕ
хĕлхем куçсенче,
Мана çут тĕнче çăтмах
пек туйăнатчĕ!..
...Йăлтах иртсе кайрĕ,
йăлтах халь - хыçра:
Таса ĕмĕтсем те,
хĕрÿ туйăмсем те.
Хура кĕркунне çеç
халь ман чунăмра.
Эп кив çурта пек
пĕр ÿпкевсĕр сÿнетĕп...
...Çапах та эп çиçрĕм,
хĕмлентĕм тахçан!
Эп шантăм, ĕнентĕм, юратрăм!..
Кăштах шанчăк пар, кĕрхи кун,
эс мана -
Эп тин пурăнмашкăн пуçларăм.
11.09.15
* * *
Пайтах çылăха эпĕ кĕтĕм
Çур ĕмĕр ытла пурăнса.
Хăш чух каçармашкăн пĕлмерĕм
Манран каçару йăлăнсан.
Хăш чух тав тума эпĕ мантăм
Çынна - хама ырă тусан.
Тем пек ăна халь тав тăваттăм -
Мĕн тăвăн çынни çук пулсан?..
Хăш чух ыр çыннах «япăх»
терĕм,
Пуç тайрăм хăш чух йĕксĕке.
Сăмах хушмаллаччĕ - чĕнмерĕм,
«Килте кирлĕ, - терĕм, -
йĕрке».
Хăш чух ытлашши эп калаçрăм,
Пĕлмерĕм чарма чĕлхене.
Хăш чух пĕлĕше паллаймарăм -
Амантрăм эп çын чĕрине...
... Пайтах çылăха эпĕ кĕтĕм
Çур ĕмĕр ытла пурăнса...
...Кăштах çăмăлрах-мĕн -
тин пĕлтĕм -
Хăв çылăхлине ăнлансан.
03.09.15
* * *
Пыйтă слон пулма шут тытнă.
«Пыйтă мар, - тет, - эп текех!
Акăш-макăш шар кăтартăп
Мана пыйтă тесенех!
Эп - Çĕр чăмăрĕн илемĕ!
Пуç таять хĕвел мана!
Эп пуртан эсир телейлĕ,
Чи асли - пĕр эп кăна!
Кам манпа вăйне виçесшĕн?!
Кам мана савмасть чунтан?!
Тухас çук хĕвел тек уншăн,
Пурнас çук вăл паянтан!
Эп ярса кăна пусатăп -
Кисренет çĕр çийĕнчех!
Тинĕсрен хăватлă эпĕ,
Çÿллĕрех сăрт-тусенчен!..»
...Пыйтă слон пулма шут тытнă,
Анчах тахăшĕ ăна
Чĕрнипе пусса тĕп тунă.
Питĕ шел мăнтарăна!
06.09.15
Кĕтÿç
«Кĕтÿç ларать сăрт çинче»
Юрăран
Эп те ларнă сăрт çинче
Пĕчĕк чух, тахçан.
Эп те пăхнă ял енне
Хырăм выçнăран.
Эп те кĕтнĕ пĕчĕк чух
Ялăн кĕтĕвне.
Эп те пĕлнĕ ачаллах
Çăкăрăн хакне.
Чăтнă, тÿснĕ пĕтĕмпех,
Пĕртте нăйкăшман,
Шăрăхран та тăвăлран
Хăраса тăман.
Эп киленнĕ шуçăмпа.
Çутă сывлăмпа
Пите çунă ирсерен
Савăк кăмăлпа.
Пулнă манăн тусăмсем -
Улăх-çарансем.
Маншăн çурнă çеçкине
Утмăлтуратсем.
Эп калаçнă юманпа
Чунăма уçса,
Ларса каннă ун айне
Пит халран кайсан.
Тăван ялăм савнине
Туйнă эп ялан,
Ун таса пархатарне
Асăмран яман.
Халь те хатĕр эп тухма
Улăха ирпе.
Халь те хатĕр пит çума
Сывлăм шывĕпе.
Халь те хатĕр эп ларма
Çÿллĕ сăрт çинче -
Пултăр çамрăклăхăм ман
Куçăм умĕнче.
07.09.15
Çырăнман сăввăмсене
Арсений Тарасова
Эсир мана каçарăр -
çунатлăскерĕмсем...
Эсир мана каçарăр -
çуралайманскерсем...
Сире эп çыраймарăм
хĕвел ытамĕнче,
Сире эп çыраймарăм
çут çăлтăр айĕнче.
Хăш чух тÿлек те канлĕ
тапатчĕ ман чĕре,
Хăш чух унран кăри те
тек çукчĕ тĕнчере...
Паллах, ман тытмаллаччĕ
хур тĕкĕ аллăма,
Паллах, ман çырмаллаччĕ
чи чаплă сăввăма.
Паллах, ман вĕçмеллеччĕ
мăнаçлă кăйкăр пек,
Паллах, ман çиçмеллеччĕ
тин тивнĕ çăлтăр пек...
Анчах пулмарĕ пулĕ вĕçме
ман вăй-хăват,
Анчах çитмерĕ пулĕ çиçмешкĕн
пĕр самант...
Сире эп çыраймарăм -
çунатлăскерĕмсем...
Мана эсир каçарăр -
çуралайманскерсем...
06.05.15.
Валери ТУРКАЙ