Комментировать

18 Сен, 2015

Абхази чăвашĕ

Етĕрне районĕнчи Пăчанар çыннине Юрий Петрович Кириллова, ахăртнех, Абхази чăвашĕ темелле. Пицунда хулинче пурăнаканскер тăван ялне манмасть, кил-çуртне пăрахмасть, юхăнтармасть. Халĕ вăл 76-ра, анчах абхазран пĕртте юласшăн мар. "Вăл 145 çул пурăнать. Эпĕ, чăваш, хăш енĕпе унран катăк?" - вăхăтăн-вăхăтăн çурма шÿтлесе патлаттарать кăмăллă арçын. Чĕлхи-çăварĕпе, кĕлетки-хусканăвĕпе хăйĕн ÿсĕм çулĕнчен самай çамрăк курăнать.

Çуллахи тапхăра Пăчанарта ирттерет. Кунта унăн сад пахчийĕ мĕне тăрать! Панулми йывăçĕ кăна 130 тĕп! Пĕтĕмпе 135 пулнă. Шел, чи пылак сортсен тымарне каюрасем кăшласа сиенлетнĕ.

"Ай-уй, çавăн чухлĕ улмуççи туянса тăкакланнă-и?" - тесе тĕлĕнетĕр пулĕ-ха. "Çук. Велосипед çине ларнă та Етĕрне районĕ тавра çаврăннă. Йывăçсене панулмийĕсене тутанса пăхса суйланă", - каллех те чăнласа, те шÿтлесе пĕлтерет Юрий Петрович. Чăн иккен. Улмуççисене вăл панулми вăрринчен ÿстернĕ. Ку ĕçĕн майне-шывне аван чухлать. Ашшĕпе амăшĕнчен нумай вĕренсе юлнă вăл. Тĕслĕхрен, амăшĕ ачисене 6-7 çултах улмуççи сыпма вĕрентнĕ. Çемье çирĕп хуçалăх тытнă, вĕлле хурчĕсем те ĕрчетнĕ.

Курорт хулинчен 3-4 уйăхлăха килсен улмуççисене лайăх тымарлантарас тесе пайтах тăрăшнă. Шыв тытăнса тăмашкăн полиэтилен хутаçсене çĕр айне чавса чикнĕ тата ытти те.

Юрий Петрович палăртнă тăрăх - ашшĕ, Петр Кириллович Кириллов, совет влаçĕ вăхăтĕнче вырăнти колхозăн пĕрремĕш председателĕ пулнă. 1929 çулта коллективлă хуçалăхсем чи малтан Атăлçи тăрăхĕнче йĕркеленме тытăннă-мĕн. Тăшмансем ашшĕне пĕрре мар тĕп тума тĕв тунă, анчах ĕçе вĕçне çитереймен.

Ашшĕ-амăшĕнчен юнпа куçнă ĕçченлĕхпе хастарлăх çухалмасть çав. Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ строителĕн мĕн кирли йăлтах пулнă: виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер, машина, яхта тата ытти те. Вăл вăхăтра çурт-йĕр комбинатĕнче кантăкпа цементран яхтăсем те тунă.

Комбинат специалисчĕсене çурт-йĕр çĕклеме Раççейĕн тĕрлĕ регионне янă. Çапла лекнĕ те Юрий Петрович кăнтăра. Чылай ĕçтешĕ инçетри çулçÿреве чăтайман, каялла таврăннă. "Мĕнле те пулин тÿс", - тенĕ Пăчанар чăвашне. Лешĕ сăмаха итленĕ, шанăçа тÿрре кăларнă. Самолетпа вĕçсе çур талăкра 5-шер хулана çитме ĕлкĕрнĕ: Сочи, Сухуми, Ялта тата ытти те. Нарьян Мар хулинчен Ухтана "Ан" йышши самолетпа юлашки хут вĕçнĕ. Шурлăхсем çийĕн вĕçсе иртнĕ чух самаях шиклентернĕ ăна пĕчĕк самолет. Малашне пуйăспа кăна çÿреме тытăннă.

Ăçта ĕçлетĕн, унта юлатăн мар-и? Юрий Петрович тăван республикăри пекех Абхазире те кирлĕ çын пулса тăнă. Çĕршывăн пĕрремĕш Президенчĕн аппаратне вырнаçма пултарнă. 1993 çулта кунта хирĕçÿсем пуçлансан Чăваш Ене таврăннă. Çичĕ çул Чăваш Республикин Президенчĕн строительство енĕпе тĕп специалист-консультантĕнче тăрăшнă. Вăл вăхăтра регионра Строительство министерстви пулман. Маларах Раççейри Контроль управленийĕн йышне ?унта 32 çынна суйласа илнĕ% лекни ăна нумай пулăшнă.

Абхазире лару-тăру йĕркеленсен унта таврăннă. Паян вăл Пицунда курорт хулинче пурăнать. Тивĕçлĕ канури ветеран алă усса лармасть: çулласерен тăван ялĕнче ĕçлет, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, спортпа туслă. "Вилсе" чĕрĕлнĕрен пурнăç хакне питĕ лайăх пĕлет.

Тинĕс Çар флотĕнчи службăран таврăнма матросăн вăхăт нумаях та юлман. Юлашки виççĕмĕш çул пынă служба. Пĕр çулçÿревре карапăн машина уйрăмĕнче авари пулнă. Инкек пулнă вырăнтан 8 матрос ниепле те тухайман. Пĕр сехетре вĕсен ÿпки вĕри пăспа аш пек пĕçерĕннĕ. Карап пĕр утрава çитсен кăна вĕсене çăлма пултарнă. Шыв ĕçтернĕ, унтан командăпа ушкăна тăратнă та машинăна лартса госпитале илсе çитернĕ. Унта 23 талăк выртсан аманнисенчен пĕри пурнăçран уйрăлнă. Кайран - ыттисем. Çиччĕн леш тĕнчене ăсансан Юрий Кириллов тĕлĕк курнă. Вăл пуйăспа Мускава кайнă пек. Йывăрăшĕпе 36 килограмм çеç юлнăскер тĕлĕк мĕне пĕлтерессе аван чухланă. Унăн та куç хупма вăхăт çитсе пырать. Палатăри телефон пралукне касса янă, никама шăнкăравлама çук. Госпитале вырнаçтарнăранпа 28 талăк çитсен палатăна тĕп врачăн çумĕ пырса кĕнĕ. Ахăртнех, аслă ĕçтешĕнчен чунлăрах пулнă пулас вăл. Телефон çыхăнăвне йĕркелеме хушнă. Кирлĕ çĕре шăнкăравласа çапла пĕлтернĕ: "Манăн кунта юлашки чăваш вилет. Виçĕ кун эпĕ ун умĕнчен каймăп". Чăн та, виçĕ талăк хĕрарăм каччăна кашăкпа апат çитернĕ, чей ĕçтернĕ, сипленĕ. Çапла Юрий Петрович 3 килограмм ÿт хушнă. 1961 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче хăй иккĕмĕш хут çуралнă тесе шутлать.

Çак вăхăт тĕлне тăван ялне вăл вилни çинчен хыпар çитнĕ. Тăванĕсем, тус-хурăнташĕ куççуль кăларса унăн вилтăприйĕ çине хĕрес лартнă. Юрий киле сывă таврăннине курсан нумайăшĕ ĕненмен. Тăванĕпе масар çине кайса хăйĕн вилтăпри çинчи хĕресе кăларса ывăтнă. Кунашкал шăпаллă çыннăн ĕмĕрĕ вăрăм килмелле теççĕ халăхра. Çапла пултăр.

Ирина НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.