Комментировать

18 Сен, 2015

Хресченрен кулак тăвар мар

Нумаях пулмасть Раççей Правительствин премьерĕ Дмитрий Медведев Ялхуçалăх, Экономика аталанăвĕн тата Финанс министерствисене килти хушма хуçалăхра çитĕнтерекен выльăхпа кайăк-кĕшĕк пуçне чакарассипе çыхăннă ыйтăва татса пама хушнă.

Ку ĕçе уйăх çурăра пурнăçламалла.

Кĕпĕрнаттăрсен пуçарăвĕ

Çак ыйтăва Дмитрий Медведева кĕпĕрнаттăрсем хускатма хистенĕ. Социализм экономикинчен юлнă килти хушма хуçалăх Раççейре предпринимательлĕх шутне кĕмест. Çавăнпа чĕртавар ÿстерсе сутакансем нимĕнле налук та тÿлемеççĕ. Саккун хатĕрлекенсен шухăшĕпе килти хуçалăхра продукцие çемье валли кăна туса илеççĕ, ăнсăртран пысăк тухăç пуçтарсан кăна ытлашшине сутаççĕ. Килти хушма хуçалăхсем НДФЛ та тÿлемеççĕ - дачăпа усă куракансем пек çĕрпе пурлăхшăн кăна. Кĕпĕрнаттăрсене çакă канăç памасть. Тепри хушма хуçалăхра 14000 таран сурăх, 1500 пуçа яхăн вăкăр усрать, анчах çакăнтан бюджета пĕр пус та кĕмест. Ставрополь кĕпĕрнаттăрĕ премьера çакнашкал лару-тăрăва тишкерме ыйтнă. Унăн шухăшĕпе килти хуçалăхра 5 ĕнепе 20 сурăх пулсан çитет.

Выльăх шутне çирĕплетсе влаç аграрисене кăштах та пулин регион бюджетне пуянлаттарасшăн. Палăртнă пуçран выльăх ытларах усрасан çынсен ирĕксĕрех фермер е уйрăм предприниматель пулмалла. 2009 çулта Ставрополь депутачĕсем çакнашкал тепĕр йышши саккун проектне тишкерме ыйтнă: вĕсем çырнă тăрăх - йышлă выльăх кĕтĕвĕ кÿршĕре пурăнакансене чăрмантарать, уйрăмах - тасамарлăхпа. Ку проектăн хушма тĕллевĕ те пур - продукци пахалăхне тĕрĕслекен ялхуçалăх бюрократине "тăрантарасси". Килти хушма хуçалăха вăл пырса кĕреймест, ветеринарипе санитари нормисене вара унăн контрольлемелле. Килти хушма хуçалăх влаçа уйрăм предпринимательсем пекех кăмăла каймасть. Ĕçлеççĕ, темĕн сутаççĕ, анчах налук укçи çук.

 

Мĕн чухлĕ тÿлеççĕ?

Çапла, Раççейре хресченсем пĕчĕк налук тÿлеççĕ. Е çăмăллăх паракан ятарлă йĕркепе ?тупăшран илекен налуксăр пуçне, 10 процент НДС, пурлăх налукĕ тата страховани укçи%, е пĕрлехи ялхуçалăх налукĕпе - тупăшран 6 процент ?НДС, тупăшпа пурлăх налукĕ вырăнне% тата страховани суммипе - усă кураççĕ.

Ялхуçалăх министерстви хакланă тăрăх - пĕрлехи ялхуçалăх налукĕпе организацисен 68 проценчĕ усă курать. Çав вăхăтра 2014 çулта патшалăх кĕсйине вĕсенчен мĕнпурĕ те 4,7 млрд тенкĕ кăна кĕнĕ. Танлаштарас тесен, Раççейрен ют çĕршыва тырăпа тип çу çеç çулталăкне 380 млрд тенкĕлĕх ăсаннă. Пĕрлехи ялхуçалăх налукне вара пĕчĕк фермер хуçалăхĕсем кăна мар, пиншер гектар çĕре тирпейлекен пысăк холдингсем те тÿлеççĕ. Фермерсем çак налука пĕчĕклетсе тÿлеççĕ: хăйсен чĕртаварне пĕр кунлăх фирмăсене йÿнĕ хакпа сутаççĕ, тÿлемен НДСа каялла тавăрас тесе темĕнле те чееленеççĕ. Чееленекенсем влаçа çывăхран вĕсене тупса палăртма йывăр. Пĕрлехи ялхуçалăх налукĕ çав тери пысăк "çăмăллăх" парать. Фермер хуçалăхĕсен тата 5 çуллăха тăсăлакан налук каникулĕ пур. Килти хушма хуçалăх патшалăха нимĕн те тăратмасть: регистрациленни те çук, ĕç отчечĕ те, тăкакпа тупăша шута илни те, налук декларацийĕ те. Епле усă курмăн ĕнтĕ çакăнпа?

 

Патшалăх витĕмĕ еплерех?

Экономика политикин саккунĕ çапла: пĕр алăпа налук çăмăллăхĕпе тивĕçтертĕн пулсан тепринпе унпа усă курассине бюрократи майĕпе кăткăслатмалла. Килти хушма хуçалăхра ют çынсене тара тытса ĕçлеттермелле мар. Çемьепе кăна тăрăшмалла. Пĕчĕк хуçалăхсенче çакна тĕрĕслеме май çук, çавăнпа килти хушма хуçалăх фермерăннипе танлаштарсан коррупционерсемшĕн питĕ меллĕ.

Иккĕмĕш чăрмав 2011 çулта Налук кодексне тата килти хушма хуçалăх çинчен калакан саккуна кĕртнĕ пулăм хуçалăх лаптăкĕпе çыхăннă. Вăл 0,5 гектарпа ?50 сотăйпа% танлашмалла. Регионсем çак лимита 2,5 га таран ÿстерме пултараççĕ. Ку социализм вăхăтĕнчи пурлăха уйăрнă чух килти хушма хуçалăхсем илнĕ çĕр пайĕнчен ?12-16 га% темиçе хут сахалрах. Усă курмалли виçе пахча çĕрне кăна мар, кил хуçалăхĕн мĕнпур лаптăкне пырса тивет. Ку шутра пай çĕрĕ те, утă çулмалли, кĕтÿ çÿретмелли вырăнсем те. Тĕлĕнмелле: мĕнле майпа Ставрополь хресченĕсем нумайран та 250 сотăй çĕр çинче 14000 сурăх тата 1500 вăкăр ÿстерме пултараççĕ? Капла шутласан дачăри 6 сотăйпа усă курса 336 сурăхпа 36 вăкăр самăртма пулать. Çакна куç умне кăларса тăратма пултаратăр-и? Çĕр лаптăкĕ ытла хĕсĕк пек туйăнмасть-и?

2006 çулхи Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕпе çĕршывра 2 млн килти хушма хуçалăх ?пĕтĕмĕшле лаптăк - 0,5 млн га% шутланать. Вĕсен çемйисенче 6 млн яхăн çын пурăнать. 4,2 млн хуçалăх утă çулса илме тата кĕтÿ çÿретме хушма гектарсемпе усă курать. Çĕршыври сухалакан çĕрĕн 23 проценчĕ çинче килти хушма хуçалăхсем мĕнпур выльăхăн 45 процентне самăртса çитĕнтереççĕ. 2011 çултанпа кунашкал хуçалăхсем чакнипе фермерсемпе уйрăм предпринимательсен шучĕ ÿснине статистика палăртмасть. Çавăнпа çĕнĕ пуçару 4-5 млн килти хушма хуçалăха е 12-15 млн хресчене ?Раççейри ял халăхĕн 40 проценчĕ% ура хурать. Ку пулăма хăйне майлă иккĕмĕш коллективизаци теме те пулать, хальхинче вăл пысăк бизнес, агрохолдингсен интересĕсене хÿтĕлет. Вĕсемшĕн килти хушма хуçалăх - ал-урана чăлхантаракан конкурент. Çавăнпа вĕсем çĕнĕ пуçарăва ырлаççĕ.

Премьер хушăвĕ хресченсене черетлĕ хут сутнипе пĕрех. Тата коррупционерсене çул уçса парать мар-и? Хăй ÿстернĕ тавара пасарта сутма килти хушма хуçалăх ертÿçин ял тăрăхĕн администрацийĕнче справка илмелле. Пысăк лаптăксенче çынна тара тытса ĕçлеттерекенсене чиновниксен халĕ те справка памалла мар. Анчах хирĕçлесен хута кÿршĕ ячĕпе çыртарма е продукцие вăрттăн усламçăна парса яма та пултарать. Усламçă вара справка ыйтăвне хăй татса парать. Тепĕр чухне полицие, налук инспекцине, санэпиднадзора тата ытти "çăварсене тăрантарма" тивет. Выльăх пуçне чакармалла тесен коррупционерсен "апачĕ" хакланать, выльăх валли тата сахал юлать, чĕртавар хакĕ ÿсет.

Медведев хушăвне туллин пурнăçа кĕртсен мăйракаллă шултра выльăх шучĕ палăрмаллах чакĕ. Вăл халĕ те чакать ?1990 çултанпа 2015 çулхи февральччен - виçĕ хута яхăн, 57 миллионран 19,5 млн таран%. Юлашки çулсенче ытлашши пысăк хăвăртлăхпа чакмасть, анчах çулталăкне пурпĕр 3-4 процента çитет.

 

Налука мĕнле пуçтармалла?

Бюджета укçа кирлĕ, анчах тĕрлĕ формăллă хуçалăхсен налукĕ пĕрешкел пулманни конкурентлăха чăрмантарать. Килти хушма хуçалăхсене НДФЛ налукне те пулин тÿлеттерес шухăша япăх темелле мар. Анчах ăна халăх патне тĕрĕс çитермелле. Малтанах бюджетшăн тăрăшнипе çыхăнтармалла. Кашни пус шутра пулмалла-çке, пит пĕлтерĕшлĕ мар тăкаксене чакармалла. Шухăша кирлĕ пек пурнăçа кĕртмелле: тавар сутрăн пулсан - налук тÿле. Выльăх пуçне чакарма та, çĕр лаптăкне пĕчĕклетме те кирлĕ мар. Енчен те пĕчĕк хушма хуçалăха НДФЛ енĕпе çăмăллăх парас тесен налук хумалла мар тата çулсерен индексациленекен чи пĕчĕк виçене палăртмалла. Сăмахран, килти хушма хуçалăхра миçе çын пурăннине кура.

Хушма хуçалăхсенчен налук укçи пуçтарнă чух çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ тата ялхуçалăх таварĕ туса кăларакана пулăшни çинчен калаçни вырăнсăр пек туйăнать. Апат-çимĕç инфляцийĕ юлашки çулсенче 28 процентран иртнĕ. Кун пек лару-тăрура апатпа тивĕçтерекенсем валли налук виçине чакармалла, анчах пирĕн патшалăхăн финанс интересĕсем экономикăннинчен питех те уйрăлса тăраççĕ.

Укçа çинчен сăмах хускатсан налук правилисене кăна мар пĕтĕм аграри политикине улăштармалла.

Борис ГРОЗОВСКИЙ,

никама пăхăнман тишкерÿçĕ.

/«Сельская жизнь» хаçатран./

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.