Комментировать

17 Сен, 2015

«Пур ĕмĕт те пурнăçланать!»

Вĕренÿри тата пултарулăхри çитĕнÿсемшĕн, олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтернĕшĕн кăçалхи февраль уйăхĕнче эпĕ Чăваш Ен Патшалăх Совечĕн депутачĕн Ю.М.Кисловăн стипендине тивĕçрĕм. Çулла вара Чăваш Ен Вĕренÿ министерстви Пĕтĕм тĕнчери «Артек» Ача-пăча Центрĕн-че канма путевка парса хавхалантарчĕ.

«Артек» Крымра, планетăн чи илемлĕ вырăнĕсенчен пĕринче, Хура тинĕс хĕрринче, хула евĕрлĕ поселокра Гурзуфра вырнаçнă. Çак Центр йышĕнче ултă лагерь: «Лазурный», «Янтарный», «Хрустальный», «Морской», «Речной» тата «Озерный». Пире, Чăваш Енрен килнĕ 14 ачана, «Хрустальный» лагере вырнаçтарчĕç. Пилĕк хутлă çуртăн чÿречисем шăпах Хура тинĕс енне пăхатчĕç. Юнашарах - «Янтарный» лагерь, «Артек» шкулĕ, Спорт керменĕ, «Горный» паркĕ… Паркра Крым ÿсентăранĕ çитĕнет, ĕмĕтсене пурнăçлакан йывăç та - капмар секвойя - пур, ăна эпир хамăрăн вăрттăн шухăшсене пĕлтертĕмĕр. Тĕрлĕрен мероприяти тата тĕлпулу фестивалĕ иртрĕ. «Хрустальный» лагерь тĕнчери пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин ячĕпе хисепленет, «Пур ĕмĕт те пурнăçланать» девизпа пурăнать. Кунта каннисен хушшинче паллă çынсем те пулнă: Надежда Павлова балерина, Илона Броневицкая актриса тата юрăç, «Иванушки» ушкăн солисчĕ Андрей Григорьев-Аполлонов, олимп чемпионĕ Елена Говорова.

Пирĕн смена «Артековская регата» ятлăччĕ. Ăна икĕ вĕренÿ проекчĕпе пуянлатнă: «Космическая академия» тата «Олимпийский патруль». Эпир Раççей Геройĕпе, Михаил Тюрин космонавтпа тĕл пултăмăр. Пĕтĕм тĕнчери космос станцийĕпе çыхăну тытса Олег Кононенко тата Михаил Корниенко космонавтсенчен хамăра кăсăклантаракан япаласем çинчен ыйтрăмăр. Раççей спортсменĕсем - Елена Шаламова Ÿилемлĕ гимнастикаŸ, Мария Нетесова Ÿилемлĕ гимнастикаŸ, Светлана Нагейкина Ÿйĕлтĕр чупăвĕŸ, Хаджимурад Магомедов Ÿирĕклĕ кĕрешÿŸ - пирĕнпе ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç, кунсерен «олимп зарядкине» тухаттăмăр, спорт вăййисене выляттăмăр.

Пĕрремĕш куннех пире «Артек» тумĕпе тивĕçтерчĕç. Кашни лагерĕн - хăйĕн тĕсĕ. «Хрустальниксен» - хĕрлĕ кăвак. Смена уçăлнă ятпа вожатăйсем чаплă концерт лартса пачĕç, «Артек» музейĕнче тата шкулĕнче экскурси йĕркелерĕç.

Таврапĕлÿ музейĕнче çав тăрăхри чĕрчун тата ÿсентăран çинчен каласа пачĕç. Малтанхи артековецсем мĕнле пурăннине, вĕсем хăш çĕршывсенчен пуçтарăннине, 90 çул хушшинче «Артекра» пулса иртнĕ паллă пулăмсем çинчен те пĕлтĕмĕр. Раççей Федерацийĕн Çарпа тинĕс флочĕн музейĕ - чи интересли. Унта çар карапĕсен макечĕсене, зенитлă тата шывай кимĕсемпе кĕрешмелли хĕç-пăшалсене, водолаз тумĕсене, чаплă адмиралсен сăнĕсене куртăмăр. Тĕнче океанĕн картти çинче пире «Титаник» тата «Курск» путнă, «Мир» станцие шыв илнĕ вырăнсене, Лăпкă океан тĕпĕнчи паянхи кун та тĕпчемен Мариан лакăмне кăтартрĕç. Эпир сывлама чарăннăн итлерĕмĕр, тата кăсăк-лăраххи малта пулнă иккен…

Унтан «Лазурный» лагерьте вырнаçнă Суук-Су керменне кайрăмăр, Юрий Гагарин никĕсленĕ пĕрремĕш космонавтика музейĕнче пултăмăр. Çанталăкĕ шăрăхчĕ, çумăр çуман. Кашни ир Хура тинĕс хĕрринчи пляжа çÿреттĕмĕр. Мĕн тери илемлĕччĕ унта! Хăйăр, вак чулсем, вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс, хумсем…

Хастар та пултаруллă вожатăйсем - Самира, Влада тата Маша - пире яланах пулăшатчĕç, хавхалантаратчĕç, «Артек» пурнăçĕнчи интереслĕ пулăмсем çинчен каласа паратчĕç. Вожатăй кунĕнче эпир вĕсене хамăр пултарулăха кăтартса савăнтартăмăр.

Вожатăйсем çирĕм пĕр кунлăх пирĕншĕн чи çывăх çынсем пулса тăчĕç. Вожатăй вăл - анне те, атте те, юлташ та, вĕрентекен те, режиссер та, ÿнерçĕ те, тухтăр та, çăлавçă та.

Эпир Крымăн Кăнтăр çыран-ĕнче экскурсире пултăмăр, кунти культурăпа истори палăкĕсемпе паллашрăмăр. Севастополь хулинче вара «Херсонес» заповедник-музея, Граф пристаньне тата Севастополь хÿтĕлевĕн сăн куравне çитсе куртăмăр. Севастополе кайса килесси - «Артекра» авалтан пыракан йăла тата чи кăсăклă экскурси.

«Артек» çутçанталăкĕ питĕ илемлĕ: тусем, пирĕн патра çук йывăçсем, тинĕс… Пĕр кунхине Аю-Даг тăвĕ çине хăпарса куртăмăр. Кунта пире артековецсен йышне илчĕç!

Раççейĕн тĕрлĕ хулинчен тата регионĕнчен килнĕ ачасемпе паллашрăмăр. Пире, Чăваш Енрен килнисене, ÿсĕме кура тĕрлĕрен отряда вырнаçтарчĕç. Манпа пĕрле Алина тата Максим пулчĕç. Алина Лисовăпа питĕ çывăх туслашрăмăр. Вăл - Тăвай районĕнчен, халĕ Тăвай шкулĕнче 8 «к» класра вĕренет. Эпĕ яланах унпа чуна уçса калаçаттăм. Алина питĕ хитре ÿкерет, музыка тата ÿнер шкулне çÿрет, спорт секцийĕнче хатĕрленет. «Артек-ра» ÿкерчĕксен конкурсĕнче пысăк кăтарту тунăшăн ăна медальпе чысларĕç. Пултарулăхри çитĕнÿсемшĕн пире космонавтсемпе пултарулăх студийĕсен ертÿçисем диплом парса саламларĕç. Питĕ хумхануллă та кăмăллă самантчĕ.

«Артекра» ирттернĕ хаваслă вăхăтăн пĕр пайĕ çеç ку. Çав телейлĕ кунсем яланлăхах пирĕн сăнÿкерчĕксенче тата астăвăмра юлĕç. Унта каллех çитсе курасчĕ! Анчах артековец пек мар, вожатăй пек. «Артекра» пулни мана пуласлăхра хама килĕшекен профессие çирĕппĕн суйлама пулăшĕ.

Пĕтĕм тĕнчери «Артек» Ача-пăча Центрне кайса килнĕшĕн Инна Александровна Симперович педагога тата çул çинче пирĕнпе пĕрле пулнă тухтăрсене пысăк тав! Атте-аннене те, тăван Суйкăн шкулне те, Улатăр районне те - пĕтĕм Чăваш Ене - тайма пуç!

Чăваш Ен ачисене пурне те конкурссемпе олимпиадăсене тата ăмăртусене хастар хутшăнма, лайăх вĕренме, яланах çитĕнÿ патне ăнтăлма сунатăп. Пĕтĕмпех хамăртан килет… «Пур ĕмĕт те пурнăçланать!»

Юлия ИЛЬДЕНЕЕВА,

7 класс.

Улатăр районĕ,

Суйкăн шкулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.