Комментировать

1 Мар, 2014

Уйăх çинчи тĕлĕнтермĕшсем

Тĕпчевçĕсем уйăх çинче темиçе хутчен те пулнă. Мĕн курма, ÿкерсе илме пултарнă вĕсем?

 

В.АВТОНОМОВ.

Комсомольски районĕ.

Совет Союзĕн планетăсен хушшинчи «Уйăх-9» автомат станцийĕ /АМС/ 1966 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче тĕнчере пуринчен малтан Çĕр спутникĕ çине анса ларнă. Станципе çичĕ хутчен çыхăннă. Пĕтĕмĕшле вăхăт - сакăр сехете яхăн. АМС ун чухне Тăвăл океанĕ çывăхĕнчи тавралăха ÿкерсе янă.

Уйăх çинче куçакан пысăк яка чулсем хăварнă йĕрсене асăрханă. Пĕрремĕш сăн ÿкерчĕксене 1970 çулсен пуçламăшĕнче тунă. Коллекци çулран çул ÿссе пырать. Çав йĕрсем тĕпчевçĕсене нумай шухăшлаттараççĕ. Хăш-пĕр йĕр вĕçĕнче чул выртать. Тепĕр çĕрте вара çук. Йĕрсене кам е мĕн хăварнă? Траектори те кăсăклă: чулсем çÿлелле çеç мар, аялалла та куçаççĕ. Хăшĕ-пĕри вулкан çăварне кусса кĕнĕ, унтан каялла тухнă. Мĕнле вăй тем пысăкăш чулсене çапла куçарать-ха? Ученăйсен шухăшĕпе - çакă вулкан витĕмĕ. Анчах çирĕплетекенни нимĕн те çук. Кунсăр пуçне специалистсем çак йĕрсем хăçан тата мĕн вăхăт хушшинче пулса кайнине те пĕлмеççĕ.

Уйăх çинчи тарăн йĕрсене 200 çул каяллах телескопсем пулăшнипе асăрханă. Тĕлĕнтермĕш çак пулăмăн пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкне 1969 çулта «Аполлон-10» экипажĕ тунă. Хальхи вăхăтра тарăн çак йĕрсен виçĕ тĕсне палăртаççĕ: пĕкĕ евĕрли, кукăр-макăрри тата тÿрри. Тÿррисен тăршшĕ 250 çухрăмах çитет, вĕсем мĕнле пулса кайнине сахал тĕпченĕ. Кукăр-макăр йĕрсене, ăсчахсен шухăшĕпе, авалхи вулкан сирпĕнсен вĕри лава хăварнă.

Китаецсем пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче кĕтменлĕхпе тĕлĕнтернĕ. «Юйту» луноход çинчен янă ÿкерчĕксенче Уйăх тăпри хăмăр тĕслĕ пулни курăнать. НАСА аппарачĕсем вара Уйăха сăрă тĕслĕ кăтартаççĕ. Ку енĕпе ăсчахсем тĕрлĕрен шухăшлаççĕ. Пĕрремĕшсем илсе кăтартакан аргумент: «Аполлон-17» астронавчĕ сăрă Уйăх пейзажĕнче ÿкерĕнни. Скафандр çинче вара тăпра хăмăр тĕслĕ курăнать.

Иккĕмĕшсем Уйăх пичĕ талăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче тĕрлĕ тĕслĕ курăнма, уйрăм лаптăкри тăпрара вăл е ку япала ытларах пулма пултарнине çирĕплетеççĕ. Вĕççĕмĕшсен шухăшĕпе - ÿкерекен аппаратран нумай килет, мĕнле фильтрпа усă курни т.ыт.те витĕм кÿрет. Çавна май хăш-пĕр тĕс çухалма пултарать.

Теприсем тата НАСА хура халăхран чăнлăха пытарнине пĕлтереççĕ. Сăмах май, НАСА сайтĕнче тĕрлĕ тĕслĕ Уйăхăн сăн ÿкерчĕкĕсем пур. Чылайăшне американсем Çĕр спутникĕ çинче пулни иккĕлентерет тата. Çакăн йышши калаçусем вĕчĕрхентернĕрен-ши АПШ хăйĕн çĕнĕ аппарачĕсене «Аполлонсем» анса ларнă вырăнсене яма тăрăшать. 2012 çулхи çулла американсен LRO зончĕ «Аполлон-12» пулнă вырăна ÿкерсе илнĕ. Сăн ÿкерчĕкре астронавтсем хăварнă япаласем, «Сервейер-3» аппарат ванчăкĕсем /икĕ çул маларах хăрушлăхсăр анса ларма май пурине тĕпчеме ăсатнă пулнă/ аван курăнаççĕ.

НАСА нумаях пулмасть татах тĕлĕнтернĕ. Агентство ытти çĕр-шыв та Уйăха тĕпчени канăçсăрлантарнăран американсен аппарачĕсен ванчăкĕсем выртакан вырăнсем, вĕсем хăварнă йĕрсем патне 75 метр çывхарма чарать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.