Комментировать

16 Сен, 2015

«Атте вăрçăра та пулнă. Концлагерьте те...»

Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕ кашни кĕçнерникун Пысăк пасар иртнипе чапа тухнă. Çулсерен Питрав уявне палăртаççĕ кунта. Виçĕ çухрăмра вырнаçнă тутар ялĕнче вара сабантуй кĕрлет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Кавал каччи Михаил Кудряшов час-часах вăйăра «Вали» ятлă тутар каччипе кĕрешнĕ. Кайран вĕсем туслашсах каяççĕ. Çак туслăх иккĕшне пурнăçра малашне те пулăшнă. Акă, мĕн каласа парать кун пирки Михаил Кудряшовăн кĕçĕн ывăлĕ Виталий:

- Атте - Михаил Николаевич - çемьери виççĕмĕш ача пулнă, 1902 çулта çуралнă. Чиркÿпе прихут шулĕнчен вĕренсе тухнă. 1924 çулхи май уйăхĕнче унăн Хĕрлĕ Çара кайма вăхăт çитет. Атте Туркестанра, Бухара çывăхĕнче, басмачсемпе çапăçнă. Вăл каласа панисене астăватăп.

1926 çулхи октябрьте атте Кавала таврăннă, крахмал заводĕнче ĕçлеме пуçланă - кассир, бухгалтер, аслă бухгалтер пулнă. 1929 çулта Кавалти Елизавета Николаевнăпа çемье çавăрнă. Манран аслисем - Николай, Анатолий, Таисия, Раиса. 1941 çулта аттене вăрçа илсе каяççĕ. Çапăçусене вăл октябрь уйăхĕнчен пуçласа хутшăнать. Ăна, опытлăскере, автоматчиксемпе пулеметчиксен отделенийĕн командирĕ туса хураççĕ. Великие Луки патĕнчи çапăçура виçĕ хутчен аманать. Каялла чакакан салтаксем ăна икĕ енчен çавăтса пыраççĕ. Утаймиех пулсан тăнне çухатнăскере вилнĕ тесе шутлаççĕ. Пытарас тенĕ чухне хăйсене хыçалтан хăвалакан нимĕçсенчен тарса ÿкме тивет. Штабра вĕсем Кудряшов аслă сержант вилни çинчен пĕлтернĕ. Аттен вилнĕ хучĕ килсен анне ачисемшĕн пĕр вăхăт пособи те илсе пурăннă.

Атте тата çакна аса илетчĕ: «Эпĕ хырăм çинче выртнă. Çумранах тăшман танкĕ иртсе кайнă та эпĕ юр айне пулнă, кутамкка анчах курăнса тăнă. Пĕр нимĕç салтакĕ ăна штыкпа çурса янипе тăна кĕтĕм те çаврăнса выртрăм. «О! Комиссар!» - тесе çамрăк нимĕç мана автоматпа тĕллерĕ. Эпĕ пуçа пăркаларăм. Иккĕн мана çухаваран туртса тăратрĕç те сарайне кайса пăрахрĕç... Утакан пулсан мана Латвири пĕр хуçана сутрĕç. Выльăх пăхса пурăнтăм, ĕне сăвакансем - вырăс хĕрарăмĕсемччĕ. Выльăх пуснă хыççăн хуçа арăмĕ мана аш-какай çиме чармастчĕ. Хуçан ухмахрах ывăлĕ вара усалччĕ... Пурнăçра тем те пулать. Ăнсăртран тепĕр хуçа патĕнче ĕçлесе пурăнакан Вали тутара тĕл пултăм. Ырханскер, вăйĕ пĕтсе çитнипе аран-аран утатчĕ. Вара эпĕ ăна май пур таран вăрттăн çитерсе пурăнтăм. «Вилĕмрен çăлтăн мана», - асăнатчĕ Вали кайран та тĕл пулмассерен.

Тепĕр 5 уйăхран, атте самайланнă хыççăн, ăна тата унпа пĕрле ĕçленĕ тепĕр 6 çынна нимĕçсем концлагере ăсатнă. Хуçа арăмĕ вĕсене çул çине тесе салă панине асăнатчĕ атте. Анчах нимĕçсем кашнинех хутаçĕсене силлеттернĕ, пĕрле пĕр япала та илтермен. Йывăр ĕçлеттернĕ лагерьте. Снаряд лекнĕ хыççăн пушар пулнă вырăнта çунса пиçнĕ паранкăна та çиме ирĕк паман - кĕсьене чикме тăрсан тапса-çапса пĕтернĕ. Тыткăнран çăлăнасшăн икĕ тусĕпе /моряк пулнăскерсемпе/ шыв урлă тарма тăнине те аса илетчĕ атте. Анчах ишме пуçласанах виççĕшне те нимĕçсем асăрханă, автоматран шатăртаттарма пуçланă, каялла çавăрнă. Вĕсене хуралланă часовоя малтан хупса лартнă. Таркăнсене тытса пырсан ăна кăларнă. Вара вăл пирĕн салтаксене урса кайса тапса-хĕнесе пĕтерчĕ тет.

Килте аттен вăрçă билечĕ упранать. Унта «1943 çулхи февральтен пуçласа 1945 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕччен вăл Уртеклорюс ятлă концлагерьте пулнă» тесе çырни пур.

Концлагерьте нушаланакансене Совет салтакĕсем хăтарнă. Вĕсене пуçтарса тĕрĕслев витĕр кăларнă. Аттене Карелири хутпа целлюлоза комбинатне счетоводра ĕçлеме яраççĕ. Тинех вăл киле çыру çырма ирĕк илет. Тепĕр çулталăкран киле таврăнать. Каллех крахмал заводне бухгалтерине вырнаçать. Ун чух крахмал заводне нумай районтан, Тутар Республикинчен те, çĕрулми турттаратчĕç. Çĕнйĕркелÿ хыççăн завод пĕтрĕ. Пенсие тухсан атте 3 уйăх ĕçлерĕ те совхоза куçрĕ.

Виçĕ медале тивĕçнĕ атте - ĕç ветеранĕ. Тыткăнра пĕрле асапланнă Валипе ĕмĕрех туслă пурăннă. Çемьери йăла ан пĕттĕр тесе Вали хăйĕн ывăлне Гусмана манпа паллаштарчĕ. Çемьесемпе тĕл пулаттăмăр.

Пирĕн аттепе тыткăнра пулнă хамăр ялти тепĕр çын, Михаил Архипов, час-часах тăван килтен аякра иртнĕ йывăр çулсене аса илсе ларатчĕç. Куçĕсем шывланатчĕç.

1969 çулта атте чирлесе кайрĕ. «Çав вăрçăри асап лекрĕ пуль мана», - терĕ вăл пирĕнтен уйрăлас умĕн. Анне 1984 çулччен пурăнчĕ, 80 çула çитрĕ.

Виталий Михайлович Кудряшовăн пурнăçĕ çинчен те кĕскен каласшăн. Салтака каяс умĕн Донбасра, Луганск облаçĕнчи Свердловка хулинче шахтăра забойщикра ĕçленĕ. Çур çултан ăна çара илнĕ. Виталий Мускав патĕнчи Подольскра çар ĕçне вĕреннĕ хыççăн ашшĕ басмачсемпе çапăçнă Бухара облаçне лекет. Тамды ятлă хулана. Çĕр чĕтреннĕ хыççăн юсав ĕçĕсене хутшăннă. Сăмах май, Виталий пиччĕшĕ Николай Дагестанри Наргин утравĕ çинче службăра тăнă. Çар тивĕçĕсене лайăх пурнăçлакансене ун чух икĕ çул иртсен киле янă. В.Кудряшов та 1968 çулта киле таврăнать. Чун каллех Донбаса туртнă. Малтан ĕçленĕ шахтăрах тепĕр çулталăк çурă вăй хурать. Вырăс тата украин каччисемпе туслашать. Шупашкара куçсан 30 çул агрегат заводĕнче шлифовщикра тăрăшать. Çак заводрах унăн мăшăрĕ Людмила Германовна /вăл та Кавалтан пулнă/ 10 çул, аслă ывăлĕ Андрей /аслă пĕлÿ иличчен/ çулталăк çурă ĕçленĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ Григорий завода килнĕренпе 15 çул çитрĕ. Вăл обрубщиксен бригадине ертсе пырать. Кудряшовсем ĕçре хастар, çынсене хисеплеме пĕлеççĕ, ашшĕ-амăшне тата тăванĕсене асра тытаççĕ.

Тамара ВЕРЕНДЕЕВА.

Шупашкар хули

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.