Комментировать

12 Сен, 2015

Ырă усала çĕнтертĕр

Эпĕ - чи малтанах, амăшĕ. Тĕнчере усаллăх вăй илни чуна ыраттарать. Вăрçă-харçă, пусмăр, аскăнчăклăх... çинчен телевизорпа та, Интернет уçлăхĕнче те калаçаççĕ-кăтартаççĕ. Пурнăçăн тÿнтер енĕ ытла та тискер. Йĕри-тавра темле шухăшлă çын та пур. Усал ĕç тăвакансем обществăшăн хăрушă. Çавăнпах ачасене музыка шкулне те, ташă кружокне те леçсе хăварма, кайса илме тивет. Аркатакан çав хăват çынсене канлĕ пурăнма памасть.

Çакă çемьере мĕнле воспитани панинчен килет. Тем тесен те, ачи-пăчишĕн ашшĕ-амăшĕ тĕслĕх пулмалла. Килте çынна ырă тăвасси, пĕр-пĕрне пулăшасси тавра калаçмалла. Ачасен çывăх çыннисенчен нимĕн те пытармалла мар. Йăлтах пĕрле сÿтсе явмалла. Ун чухне мăшăрăн тĕпренчĕкĕсене пулăшма çăмăлрах. Ачасем пĕчĕкренех ашшĕ амăшне юратнине курса çитĕнччĕр. Арăмĕпе упăшкин пепкисем илтмелле вăрçăнма та юрамасть. Мĕншĕн вĕсен кăмăлне пăсмалла? Эпир тĕпренчĕксене телей курма çурататпăр вĕт.

Пирĕн килте пушă вăхăтра çемьепе Библи вуласси йăлара. Арăма, упăшкана, ача-пăчана вĕрентсе каланине ăша хывма тăрăшатпăр. Турă кĕнекинче кирек кам та усал енне çаврăнма пултарни çинчен çырнă. Апла тăк кашни çыннăн йăнăш утăм тăвасран сыхланмалла. "Аçупа аннÿне хисепле - вара хăвнах ырă пулĕ, çĕр çинчи ĕмĕрÿ вăрăм килĕ", - ачасене ăса вĕрентнĕ унта. Упăшкана арăмне хăйне юратнă пекех юратма хушнă. Хĕрарăма мăшăрне хисеплеме каланă. Çынлăх йĕркине пăхăнса пурăнсан çеç çемьере килĕшÿпе çураçу хуçаланĕ.

Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче информаци саракан хатĕр тем чухлех. Пур çĕрте те реклама янăрать. Пур-çук укçапа е кивçен япала илмелле имĕш. Сăнатăп та, ачасене тĕрĕс воспитани пама пулăшакан кăларăм, кĕнеке сахал. Çавăнпах хамăра валли суйласа илме хăнăхмалла.

Çыншăн чун пуянлăхĕ нимрен хаклă. Пирĕн çакна мала хумалла.

Алина ВАРНА,

юрăç

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.