Комментировать

12 Сен, 2015

Пикесем те яшсенчен юлмарĕç...

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Йĕпреç поселокĕнчи «Патвар» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче республика парламенчĕн ертÿçин, Раççей спорт мастерĕн Ю.А.Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтассипе ирттернĕ йăлана кĕнĕ IV турнирта Мари Эл, Мордва, Чăваш республикисенчи, Киров, Самар тата Ульяновск облаçĕсенчи икçĕре яхăн атлет вăй виçрĕ. Вĕсене савăнăçлă парадра Юрий Попов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ-ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Йĕпреç районĕн пуçлăхĕ Александр Яковлев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ Сергей Шелтуков, кире пуканĕ йăтассипе тĕнче чемпионĕ тата рекордсменĕ, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Сергей Кириллов тата ытти сумлă хăна ăшшăн саламларĕç.

- Паян чылай хулапа районта пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем иртеççĕ. Сĕн-тĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче СССР космонавт-летчикăн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн Андриян Григорьевич Николаевăн çуралнă кунне паллă тăваççĕ. Çавна май Çавал хĕрринче иртекен уява республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, пирĕн мухтавлă ентешĕн Андриян Николаевăн çывăх юлташĕпе, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕпе Виктор Горбаткопа тата ытти космонавт хутшăнаççĕ. Сире, турнир хастарĕсене, курма килнисене, спорта юратакансене çирĕп сывлăх, телей, ĕçре, çамрăксене вара вĕренÿре çĕнĕ çитĕнÿсем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сунатăп, - терĕ Юрий Попов.

Юрий Алексеевич М.В.Игнатьев хушнипе республика Пуçлăхĕн парнине - алла çыхмалли сехете - юниорсем хушшинче тĕнче тата Европа чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн студенчĕсене Александр Павловпа Анастасия Александровăна, Канаш хулинчи 5-мĕш шкулăн вĕрентекенне, Пĕтĕм Раççейри Олимп вăййисен программине кĕмен тата наци спорт фестивалĕн призерне Алевтина Евграфовăна пачĕ. Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнчи ĕçпе спорт ветеранĕ, Юрий Поповăн пĕрремĕш тренерĕ Анатолий Кондратьев ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне тивĕçрĕ. Ульяновск облаçĕн пĕрлештернĕ командин представителĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Олег Мустаев хăйĕн сумлă ентешне, Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕн старостине, 76 çулти атлета Геннадий Туманова телевизор парнелерĕ.

18 çула çитмен тата çитĕннĕ хĕрарăмсен ушкăнĕсенче спортсменсен йышĕ нумай пулчĕ - 29 çын вăй виçрĕ. Абсолютлă чемпионка ятне Куславкка районĕн маттур та вăйлă хĕрĕ, ялхуçалăх академийĕн студентки, спорт мастерĕн кандидачĕ Анастасия Александрова çĕнсе илчĕ. Кăçалхи июльте Болгарире иртнĕ Европа чемпионатĕнче ылтăн медале тивĕçнĕ 19 çулти пулас экономист пĕр пăтлă /16 кг/ кире пуканне малтан сулахай, унтан сылтăм алăпа 135 хут сулласа çĕклерĕ. Çăмăл виçере пĕрремĕш вырăн йышăннă Йĕпреç районĕнчи Пучинкери спорт мастерĕн Джанита Щербина-Павловăн кăтартăвĕ - 130 очко. Хĕрарăмсен ушкăнĕнчи кĕмĕлпе бронза призерсем - Канаш хулинчи Алевтина Евграфовăпа Ульяновск облаçĕнчи Екатерина Баринова, Елчĕк районĕнчи Вера Николаевăпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Екатерина Иванова кăтартусене лайăхлатрĕç. 18 çултан кĕçĕнрех хĕрсен йышĕнче ылтăн медальсемпе парнесене Шупашкарти 27-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Августина Павлова, Елчĕк районĕнчи Мария Зайцева, Йĕпреç районĕнчи Снежана Кирилловăпа Ксения Петрова тивĕçрĕç.

Пĕлтĕр Вăрнар поселокĕнче иртнĕ турнирта вунçичĕ команда пăхаттирĕсем вăй виçнĕччĕ. Хальхинче вара «Патвар» аренинче ултă регионти 22 команда ăмăртрĕ. Командăсен тупăшăвĕнче 170 очко пухса пĕрремĕш вырăна Елчĕк районĕн атлечĕсем тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Шупашкарти Ленин районĕн /144 очко/ тата Йĕпреç районĕн атлечĕсем /140 очко/. Вĕсем хыççăн пĕрремĕш теçеткере - Канаш тата Улатăр хулисен, Ульяновск облаçĕн тата Мари Республикин, Патăрьел тата Шупашкар районĕсен спортсменĕсем.

Çĕмĕрле тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле тата Тăвай районĕсенчи вун-вун çын тимĕр вăййипе кăсăкланать. Вĕсенчен чылайăшĕ çак хуласемпе районсенче уçăлнă физкультурăпа сывлăх комплексĕсене çÿрет. Анчах та вĕсен ăсталăхне ÿстерессишĕн асăннă райадминистрацисен физкультурăпа спортшăн яваплă чиновникĕсем, ДЮСШ ертÿçисемпе тренерĕсем тăрăшмаççĕ.

IV уçă турнир чăн-чăн уяв пек иртрĕ. Тăхтавсем вăхăтĕнче Йĕпреçри артистсемпе пĕрле хăйсен пултарулăхне Мари Республикинчен ятарласа килнĕ Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Арсений Яйцов тата Патăрьел районĕнчи чи вăйлă жонглер Владимир Портнов кăтартрĕç.

Петр СИДОРОВ,

РФ физкультурăпа спорт отличникĕ.

Ольга ПАНОВА сăнÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.