Комментировать

11 Сен, 2015

Пахчаçăсемшĕн вăй-халне шеллемест

Чăваш Енре халăхшăн çавнашкалах ырă та пархатарлă ĕç тăвакан çын пур тесе шухăшламан эпĕ. Юрий Соколов сад ĕрчетекенсен юлташлăхĕсен çивĕч ыйтăвĕсене хускатнă май унран тĕлĕннĕçемĕн тĕлĕнтĕм. Сăпайлă пулнăран хăйĕн çинчен сăмах ваклама юратмасть. Ыйту хыççăн ыйту парсан çеç чун-чĕрине уçма май килчĕ.

Юрий Анатольевич 1966 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьелте çуралнă. Ял ĕлĕк Йăлăм ятлă пулнă. Çавăнпах-тăр вăл хăйне Йăлăмран пулнине палăртрĕ. Вĕренÿрен пушă вăхăтра пĕчĕклех тăван хуçалăхра тăрăшса вăй хунă. Тăван çĕре, пахча-сад ĕçне юратас туртăм çавăн чухне вăй илнĕ. Шкул хыççăн район центрĕнчи професси училищинче механизатора вĕреннĕ. Салтака кайиччен тăван колхозра тракторпа ĕçленĕ. Çартан таврăнсан пĕлĕве тарăнлатас тĕллевпе Шупашкара çул тытнă. Темиçе çултан аслă пĕлÿллĕ юрист пулса тăнă. Пĕр хушă предпринимательте тăрăшнă.

Хула пурнăçĕ тем пекех хăтлă та ырă пулсан та ял çынни çĕршĕн тунсăхлатех. Юрий Соколова та тăван ен хăйĕн çинчен аса илтерсех тăнă. Вăл дача туяннă. Пурăна киле юнашарти участоксене те сутăн илсе лаптăка 11 сотăя çитернĕ. Çавăн хыççăн унăн пурнăçĕ хăй сисмесĕрех тепĕр майлă çаврăннă.

Юрий Анатольевич хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтакан çын. Сад ĕрчетекене шыв, çул, çутă кирлĕ. «Березка» юлташлăхра инфратытăм пулманпа пĕрех. Правлени председателĕпе унăн пулăшаканĕсем çынсен нуши çине алă сулнă пулас - çулсем иртнĕ, анчах ырă улшăнусем пулман. Дачăна çÿрекенсем Ю.Соколов ĕçчен те тимлĕ, çирĕп характерлĕ пулнине асăрханă. 2010 çулхи май пуçламăшĕнче правление ертсе пыма суйланă. Тинех пăр тапраннă. Халĕ кунта тирпейлĕх, хăтлăх хуçаланать. Видеокамера вырнаçтарнă.

- Юлташлăх пĕчĕк мар - 640 участок. Мана уполномоченнăйсем пулăшаççĕ. Йĕрке тума хамăн та кĕсьерен укçа самаях кайрĕ. Уншăн кулянмастăп. Маншăн чи пахи - çынсем пахчана йывăр шухăшсăр савăк кăмăлпа пыччăр, машинăпа пыма хытă сийлĕ çул, ĕçмелли тата шăвармалли шыв пултăр, электроэнергипе усă курма пултарччăр, - тет Юрий Анатольевич.

Унăн халăхпа ĕçлес опычĕ пухăнсах пынă. Ю.Соколов пултарулăхне Пĕтĕм Раççейри «Раççей пахчаçисен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче вăй хуракансем асăрханă. Правленин çĕнĕ председателĕ ырми-канми тăрăшнипех «Березка» хăйĕн хăтлăхĕпе тата тирпейлĕхĕпе республикăри 733 сад юлташлăхĕ хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çакна та шута илнĕ паллах - Юрий Анатольевича кăçал хĕлле çĕршыври пахчаçăсен Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçине суйланă. Ĕç тата та хушăннă. Юрий Соколов патне пулăшу ыйтса дачниксенчен çăхавсем килме тытăннă. Пахчаçăсен коммерцилле мар «Черемушки» юлташлăхра лару-тăру çултан-çул йывăрланнă. Пенсионерсем кунта çу каçипех пурăнаççĕ. Тухăçлă пахчаçимĕç туса илесшĕн, анчах шыв ыйтăвĕ çивĕч. Юлашки 10 çул хушшинче 6 председатель улшăннă. Пĕри те электроэнерги, шыв, ытти ыйтăва халăха çырлахтармалла татса парайман. Сад территорийĕнче ирĕк паман çÿп-çап куписем курăнма тытăнни те шухăша янă. Пенсионерсем Ю.Соколов патне çыру çырнă. Юрий Анатольевич тăхтаса тăмасăр юлташлăха çитнĕ, отчетпа суйлав пухăвĕнче правлени тата ревизи комиссийĕн тытăмне çĕнетнĕ. Йыша пысăк опытлă та хастар специалистсем кĕнĕ. Кашнине тÿрремĕн пурнăçламалли тивĕçне ăнлантарнă. Тинех йывăр лав вырăнтан хускалнă. Вăхăтра пулăшнăшăн пахчаçăсем Юрий Соколова паян кун та тав туса пĕтереймеççĕ.

Сад юлташлăхĕсем республикăри агропромышленноç комплексне çирĕп тĕревлеççĕ. Ял хуçалăхĕ туса илекен пĕтĕм таварăн 60-65 процентне вĕсем çитĕнтереççĕ. Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хунă çĕрте пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Çакна лайăх ăнланать Юрий Анатольевич. Çавăнпа пахчаçăсен кашни ыйтăвне туллин хуравлама, кăмăлне хăйсене килĕшмелле тивĕçтерме тăрăшать. Килне çывăрма çеç таврăнать. Шупашкарти 5-мĕш гимназийĕн 8-мĕш класĕнче ăс пухакан Елизавета хĕрĕ епле çитĕнет - калама чĕлхе çаврăнмасть. Мăшăрĕпе хĕрĕ умĕнче вăл хăйне айăпа кĕнĕн туять пулин те халăхшăн тăрăшассине мала хурать.

- Юлашки хут хăçан тăраниччен çывăрнă эсĕ? - тетĕп.

- Астумастăп, - пулчĕ кĕске хурав. Сăмах самантрах ĕç çине куçрĕ. - Республикăри сад юлташлăхĕсенче - 134 пин, çав шутра 60 пин участокĕ - Шупашкарта пурăнакансен. Çемьере вăтамран виçĕ çын пурăнать тесе шутласан Чăваш Енри кашни виççĕмĕш килйышăн дача пур. Унта çынсем хăйсем валли çеç мар, сутмалăх та çимĕç туса илеççĕ. Вĕсене апат-çимĕç ыйтăвĕн çивĕчлĕхне сирме пулăшнăшăн тав тумалла çеç. Ĕçре кам йывăрлăхпа тĕл пулмасть? Маншăн та тупăнать вăл. Ун пек чухне ялхуçалăх министрĕнчен Сергей Владимирович Павловран, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Васильевич Игнатьевран пулăшу ыйтатăп. Вĕсем мана ăнланаççĕ. Нумай пулăшрĕç. Иккĕшне те хаçат урлă тав тăватăп.

Çак кунсенче Юрий Соколова паллă колхоз председательне Аркадий Павлович Айдака чысласа кăларнă «За службу народу» орденпа наградăларĕç. Вăл çак чыса чăннипех тивĕçлĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.