Комментировать

14 Фев, 2014

«Капкăн» журналăн çĕнĕ кăларăмĕ!

«Капкăн» журналăн кăçалхи виççĕмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Аквариума яма пулă тытса килтĕм» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăра тема тăсăмĕ – «Сывату хатĕрĕсем» ÿкерчĕк.

«Ан та кала» рубрикăра ял пурнăçне çутатакан хайлав пичетленнĕ, Лариса Петровăн «Сĕт мыскари» кулăшĕ вулананшăн интереслĕ пулассăн туйăнать.

Пирĕн вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, кăсăклă материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра пирĕн авторăн Г. Павловăн «Ăнăçсăр туй» калавĕ çапăннă, вăл «Пулать вĕт» рубрикăра вырăн тупнă.

Çыравçăсем те журнала интереслĕрех тăвасшăн тăрăшаççĕ. Хальхинче Николай Ишентейĕн «Космос карапĕн чĕрĕ моделĕ» калавĕ, Светлана Асаматăн «Урамри калаçу» тата Геннадий Федотовăн «Шалчи тулчĕ» кулăшĕсем çапăннă.

Çавăн пекех кăларăмра «Йĕплĕ йĕркесем», «Пултаракансемпе култаракансем», «Ах, анчах», «Пурнăç ÿкерчĕкĕсем» рубрикăсм, кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.