Инкек куçа курaнса килмест
Çĕрпÿ районĕнчи Кăшаркасси ялĕнче хăрушă инкек пулнă. Унта пĕр кунра нÿхрепре 4 çын пурнăçĕ татăлнă. Малтан вăйпитти арçын çĕрулми хума аннă унта, ăна çухатнипе амăшĕ те нÿхрепе кĕнĕ. Кил хуçине машина юсама пулăшма пынă юлташĕсем Станиславпа Александр та инкек пулнине ăнлансах нÿхрепе аннă. Станислав нÿхрепре тÿрех шăпланнине кура Александр урама тухса тепĕр çынна чĕнсе инкекрисене пулăшма аннă. Анчах кирлĕ пек сыхланман, хăй те тÿрех наркăмăшлă газпа минресе тăнсăр пулса ÿкнĕ.
Ирĕкре тăраканĕ çынсене, васкавлă пулăшу чĕнсе пуçтарнă тĕле пурте пурнăçран уйрăлнă. Тĕрĕссипе, вĕсем нÿхрепре темиçе минутранах сывлама чарăннă.
Çакнашкал инкек республикăра пĕрре çеç мар пулнă. Шел те, çынсем нÿхрепе аннă çын инкеке лекнине пĕлсех хăйсем те пĕр хÿтлĕхсĕр-сыхлăхсăр унта васкаççĕ. Наркăмăш пĕр самантрах тăнран ярасса шухăшламаççĕ-тĕр.
Хаçатăмăрăн иртнĕ номерĕнче нÿхрепе уçăлтарасси пирки çырнăччĕ. Ку номерте нÿхрепе аннă чухне хăрушсăрлăха пăхăнмалли çинчен аса илтерме тивет.
Нÿхрепе нăрă-кăпшанкă, шăши-йĕкехÿререн хăтăлма час-часах тĕрлĕ наркăмăшлă япаласем çунтарса тĕтĕреççĕ. Кÿкĕрт шашки, эрĕм т.ыт.те. Нÿхрепе сĕрĕмленĕ чухне пушар тухассинчен сыхланмалла тата сывлăх хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалла. Шĕвĕ кÿкĕрт çулăмпа çунать, унран наркăмăшлă газ тухать. Унпа ĕçленĕ чухне противогаз тăхăнмалла.
Наркăмăшлă газсенчен чылайăшĕ сывлăшран йывăртарах. Çавăнпа вĕсем нÿхрепрен хăвăрт сĕвĕрĕлмеççĕ. Ăçтан пуçтарăнать-ха наркăмăшлă газ? Пахчаçимĕç упраннă чухне углекислăй газ тухать. Хунă çимĕçе лайăх выртма пулăшать çеç вăл. Анчах çак газ сывлăшра 10: ытларах пулни çыншăн питĕ хăрушă. Çуллахи вăхăтра пахчаçимĕç юлашкийĕ çĕрни те çак газа кăларать. Вăл сывлăшран 1,5-2 хут йывăртарах, эппин нÿхрепре пуçтарăнать. Çак газăн шăрши пахчаçимĕç çĕрĕкĕ пекрех. Çавăнпа çын нÿхрепре шăршă пулсан та асăрханмасăрах кĕрет.
Нÿхрепе тасатма çунтаракан япаласен наркăмăшĕ те сывлăшран йывăртарах пулнипе хăвăрт сĕвĕрĕлмест.
Хуçалăхра усă куракан баллонри «пропан» та сывлăшран йывăр. Енчен те çак газ баллонран тухса тăрать-тăк вăл путăк вырăнсене - нÿхрепе, тĕпсакайне, подвала - пуçтарăнать.
Фосген текен наркăмăшлă газ та нÿхрепсене анса пуçтарăнать. Унпа шăпах шăши-йĕкехÿрене пĕтерме усă кураççĕ хăшĕсем. Тĕрĕс мар усă курни инкек патне илсе пырать.
Чылай вăхăт хупă тăнă нÿхрепе питĕ асăрханса кĕмелле, пĕччен анма юрамасть те темелле. Кĕриччен витрене çурта çутса лартмалла та канрапа нÿхрепе антарса пăхмалла. Çурта сÿнчĕ-тĕк унта углекислăй газ нумай. Нÿхрепре фосген пулсан симĕс-кăвак çулăм хыпса илет. Сывлăшпа хутăшнă баллонран «тарнă» пропан та нÿхрепе тулсан шăрпăк çутсассăн вăйлăн хыпса илет.
Тĕтĕрсе тасатнă хыççăн нÿхрепе пĕр эрне уçăлтармалла. Газ пуррине пĕччен тĕрĕслеме юрамасть. Мĕнпур сыхлăх йĕркине шута илмелле. Нÿхрепе анаканăн çирĕп вĕренпе пилĕкрен çыхăнмалла. Çÿлте пулăшма пултаракан çын пулмалла.
Наркăмăшлă сывлăша кăларма нÿхреп анинчен ирĕклĕ кĕрекен шăвăç е фанера таткипе усă курма пулать. Шăвăç листине канрапа горизонтальлĕ çыхмалла та нÿхрепе хăвăрт-хăвăрт чиксе кăлармалла. Вăл нÿхреп тĕпĕнчи сывлăша хумхатса кăларса яма пулăшать.
Наркăмăшланнине мĕнле пĕлмелле? Пуç çаврăнма пуçлать, вăй пĕтет. Хăвăртрах уçă сывлăша тухмалла. Наркăмăшланса тăна çухатнă çынна пĕр тăхтамасăр уçă сывлăша кăлармалла, васкавлă пулăшу чĕнмелле. Пиçиххине, кĕпен çÿлти тÿмисене вĕçертмелле, нашатырь спиртне мамăкпа йĕпетсе шăршлаттармалла, искусственнăй майпа сывлаттармалла, чĕрене массаж тумалла.
Ĕçе хăрушсăрлăха пăхăнса йĕркелени хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен сывлăхне упрама пулăшĕ.
Эльвира ИВАНОВА.