Комментировать

10 Сен, 2015

«Андриян Николаев ячĕ Раççей картти çинче» видеокĕпер

Андриян Николаев - космосра скафандрсăр ĕçленĕ пĕрремĕш космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Авиацин генерал-майорĕ. Мухтавлă ентешĕмĕр çуралнăранпа кăçал 86 çул çитрĕ. Çавна май республикăра ăна халалласа чылай мероприяти иртрĕ. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин Ачасемпе çамрăксен библиотеки Красноярск тăрăхĕнчи Ача-пăча библиотекипе йĕркеленĕ видеокĕпер.

Çак мероприятие Шупашкарти А.Г. Николаев ячĕпе хисепленекен 10-мĕш шкул вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Сумлă хăнасем - «Байконур» космодром ветеранĕ Евгений Николаевич Южалин отставкăри полковник тата Çĕнĕ Шупашкарти А.Г. Николаев ячĕллĕ вулавăш ĕçченĕ Елена Николаевна Костина.

Пуçтарăннисем Андриян Николаев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан видеоролик курчĕç.

Е.Н. Южалин А.Г. Николаевпа пĕрле ĕçленĕ. Пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр çирĕп çан-çурăмлă, ăслă, анлă тавра курăмлă пулнине палăртрĕ вăл. «Николаев эффекчĕ» медицина терминĕ мĕне пĕлтернине ăнлантарчĕ, çак ăнлав Андриян Григорьевич космосра чылай вăхăт тытăнса тăнă хыççăн çуралнă иккен.

- Сирĕнтен кашниех талантлă, - терĕ Евгений Николаевич ачасене. - Шăпах атте-анне, шкул, библиотека пулăшнипе эсир пултарулăхăра малалла аталантаратăр, Андриян Николаев пек.

Евгений Южалин мĕн пĕчĕкрен тĕллев лартса ăна пурнăçа кĕртме хăнăхнă. Ача чухне ишме пĕлменскер пĕррехинче шывра путма пуçланă, юрать-ха пиччĕшĕ ăна вăхăтра асăрхаса çăлса хăварнă. Çавăн чухне пĕчĕкскер тĕллев лартнă - ишме вĕренмелле. Тăрăшни сая кайман, часах вăл Алатырка юханшывне ишсе каçнă.

Баку хулине Аслă çар училищине вĕренме кĕрес шухăшпа кайсан Евгений Николаевич комисси витĕр тухайман. Анчах каллех хăйĕн умне тĕллев лартнă вăл - вĕренме кĕмесĕр киле таврăнмалла мар. «25 балл пухаятăн пулсан - йышăнатпăр», - тенĕ ăна полковник. Мĕн тетĕр? Евгений Южалин тĕллеве пурнăçланă.

- Шкулта маншăн тĕп предметсем литература, математика тата çар хатĕр-ленĕвĕччĕ. Хусан университетĕнчи механикăпа математика факультетĕнче вĕренни те космодромра ĕçленĕ чухне кирлĕ пулчĕ, - терĕ Евгений Николаевич.

Космонавт пулма ĕмĕтленекенсене космодром ветеранĕ кирлĕ сĕнÿ-канаш пачĕ.

- Тĕнче уçлăхне лайăх вĕреннĕ, вăйлă, çар енĕпе çирĕп çынсем кирлĕ, - терĕ вăл. - Вăхăтпа тан утас тетĕр пулсан сирĕн нумай пĕлмелле, физкультурăпа туслă пулмалла. Çутçанталăкпа та кăсăкланăр, пулăмсем хыççăн хÿре пек сĕнкĕлтетсе кăна ан çÿрĕр. Пурнăç питĕ хăвăрт иртет вĕт. Космонавтика музейне тăтăш çÿрĕр, тĕпчĕр. Хĕрачасен те спортпа туслă пулмалла: чупмалла, шывра ишмелле. Пур ĕçе те усăллă тумалла. Нумай вуламалла. Çывăрас умĕн кĕнеке тытмасан манăн кун сая кайнă пекех туйăнать.

Пуçтарăннисене Евгений Николаевич хăйĕн архивĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ сăнÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ. Акă пĕрремĕш спутник, акă Королев пурăннă çурт, ракета, Гагаринпа Королев, «Союз» космос карапĕ, наукăпа пĕлÿ палăкĕ «Байконур» мĕнрен пуçланнине пĕлетĕр-и? Тĕлĕнмелле пуль, лашасемпе урапасенчен. Çакна та сăнÿкерчĕкре курма пулчĕ.

- Эсир Камчаткăра гейзер курнă-и? - кăсăкланчĕ шкул ачисенчен пĕри.

- Паллах, - терĕ те Евгений Южалин çав тăрăхра пулла тата сунара çÿрени çинчен, çĕр чĕтревĕ пирки те каласа пачĕ.

Шкул ачисем хăйсене кăсăклантаракан чылай ыйту хуравне пĕлчĕç çак тĕлпулура.

Красноярск тăрăхĕн ача-пăча вулавăшне пуçтарăннисем вĕсен патĕнче те Николаев урамĕ тата скверĕ пуррине пĕлтерчĕç. Унта Андриян Николаевпа Валентина Терешкова урамĕсем юнашарах иртеççĕ, анчах - тĕрлĕ еннелле.

Шел, видеокĕпер нумая тăсăлаймарĕ, нÿрĕрех çанталăка пула çыхăну татăла-татăла кайрĕ.

- Космосра çыхăну йĕркелеме çăмăлах мар çав, - йăл кулса ăнлантарчĕ Красноярск тăрăхĕн ача-пăча вулавăшĕн ĕçченĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти А.Г. Николаев ячĕллĕ библиотекăра тăрăшакан Е.Н. Костина та кăсăклине чылай пĕлтерчĕ.

10-мĕш шкултан килнĕ хастар ачасем вара çамрăк космонавтсен «:pase» отрячĕ пирки каласа пачĕç, хăйсен шкулĕпе паллаштарнă май видеоролик кăтартрĕç, кĕçĕн юлташĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Андриян Николаев паттăрлăхĕ ачасене çитĕнÿсем патне ăнтăлма хавхалантарни вĕсен çутă тĕллевпе çиçсе тăракан куçĕсенченех курăнать.

Кăсăклă та кăмăллă тĕлпулу йĕркеленĕшĕн библиотека ĕçченĕсене пысăк тав! Ачасене вара тĕллев лартса пурнăçа кĕртме сунар, Андриян Николаев пек, Евгений Южалин пек.

Лариса ПЕТРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.