ВИТАМИНЛĂ ШĔВЕК ĔÇСЕ
Организма шлаксемпе наркăмăшсенчен тасатма, ытлашши шĕвеке кăларма, витаминсемпе, минералсемпе, клетчаткăпа пуянлатма çак тапхăрта уйрăмах аван. Ку тĕлĕшпе витаминлă шĕвексем витĕмлĕ пулăшаççĕ. Вĕсене кулленхи рациона кĕртме тăрăшмалла.
Иçĕмпе апельсин
Пысăк çыхă иçĕм çырлипе тасатнă вăтам апельсина блендера ярса çавăрттармалла. Шĕвеке ирхине ĕçмелле.
Иçĕм сĕткенĕнче чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн ĕçĕшĕн усăллă кали тата нерв тытăмĕшĕн усăллă В ушкăнри витаминсем нумай.
Çавăн пекех симĕс, хĕрлĕ сортсем организма онкологи чирĕсенчен хÿтĕлекен антиоксидансемпе пуян. Унсăр пуçне иçĕм сĕткенĕ япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать, наркăмăшсенчен тасатать.
Шывпа лимон
Тасатас енĕпе чи анлă сарăлнă, усăллă шĕвек - 1 чей кашăкĕ пыл тата 2 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ хушнă шыв. Ăна ирсерен выç хырăмла ĕçни организма наркăмăшсенчен çăмăллăнах хăтăлма, мĕнпур тытăмпа органа йĕркене кĕртме пулăшать.
Шĕвеке тата пĕр чĕптĕм типĕ импĕр хушсан пахалăхĕ темиçе хут ÿсет. Çавна май организм тонусĕ вăйланать, япаласен ылмашăнăвĕ хăвăртланать, апат ирĕлесси лайăхланать.
Апельсинпа корица
Хуппинчен тасатнă вăтам апельсина вĕтетмелле, 1 чей кашăкĕ корица порошокĕпе хутăштармалла, 1 стакан ăшă шыва ярса çĕр каçа лартмалла. Кăмăл пулсан ирхине 1 чей кашăкĕ пыл хушма юрать.
Шĕвек организма энергипе тивĕçтерет, кашни кунах ĕçсен ăна çăмăллăн тасатать.
Ешĕлпе
Çак шĕвек организма туллин тасатать, тутлăхлă япаласемпе, клетчаткăпа пуянлатать. Чи анлă сарăлнин рецептне паратпăр.
Çуршар çыхă лайăх çунă петрушкăна, укропа, пĕр банана вакламалла. Блендера кăшт шывпа пĕрле ямалла, лайăх вĕтетмелле. Шĕвек ытла çăра пулсан кирлĕ чухлĕ шыв хушма юрать.
Кирек мĕнле ешĕле, улма-çырлана, пахча çимĕçе хутăштарса тасатакан шĕвек хатĕрлеме пулать. Анчах ăна холодильникре пĕр талăкран ытла упрамалла мар. Сăмах май, хатĕр шĕвеке пĕр чĕптĕм хĕрлĕ е хура пăрăç, импĕр хушсан тата усăллăрах.