Комментировать

5 Сен, 2015

Чăваш юрри-кĕвви Раççейĕпех янăратăр

Çулсем иртнĕçемĕн çамрăк чухне туса ĕлкĕреймен ĕçсемшĕн чун ыратать. Арçыннăн йывăç лартмалла, çурт хăпартмалла, ывăл-хĕр çитĕнтермелле теççĕ. Хваттер илнĕ-ха, çапах хам алăпа пÿрт çĕклеменшĕн ÿкĕнетĕп. Халĕ ĕç пуçласан укçа-тенкĕ çитереймесси хăратать. Патшалăхран кивçен илсен - тавăрса парасси. Çавăнпах мĕн пуррипе çырлахма тивет.

Пĕчĕкренех моряк пулма ĕмĕтленнĕ, анчах куç начар курни ура хучĕ. Халĕ пăрахутпа тĕнче курса çÿрĕттĕм. Тĕрĕссипе, эпĕ чикĕ леш енче те пулса курман. Малтан çула тухмашкăн пуçтарăнма пуçланă та ĕçе пула тухса каяйман. Кăçал Питĕре кайса килтĕмĕр. Мĕншĕн ют çĕршывсем илĕртеççĕ-ши пире? Раççейре те курмалли тем чухлех. Музейсем мĕнле пуян пирĕн. Унти экспонатсен хакне укçапа та виçеймĕн. Эпĕ, чăнах, Питĕртен тĕлĕнсе таврăнтăм. Шупашкарта та хитре вырăн нумай. Шалта хамăр çĕршывшăн мăнаçлăх туйăмĕ тапса тăрать.

Ятарлă пĕлÿ илмен çынсем сцена çине ăнтăлни, концертсене хутшăнни пăшăрхантарать. Çакă, паллах, культура шайне антарать.

Халăх умне тухмалли çи-пуç тавра калаçатпăр. Эпĕ, тĕслĕхрен, классика стильне суйласа илнĕ. Çакăншăн мана сивĕ сăмах калассăн туйăнмасть. Сцена çинче хĕрарăмсем вăрăм кĕпе тăхăнни килĕшет. Кĕлетки хитре пулсан уçă çи-пуç суйланăшăн та хĕре ятламалла мар ахăр.

Сцена çине тухаканăн стилистсемпе канашлани ытлашши пулмĕ. Вĕсен сĕнĕвне шута илмелле. Хăйĕн ĕçне пĕлекен ниме юрăхсăр канаш памĕ. Мода хыççăн хăвалама йывăр. Суйлама пĕлсен йÿнĕ кĕпе те килĕшÿллĕ курăнать.

Культура тытăмĕнче цензура аталантарас килет. Çакă пире çĕршыв, тĕнче шайне тухма пулăшĕ. Чăвашсен юрлас-ташлас ăсталăхĕ авалтанпах аталанса пынă. Наци çи-пуçĕ те хăйнеевĕрлĕ. Тĕрри-эрешĕ мĕне тăрать! Пирĕн ытти халăха кăтартмалли пур. Эпир пысăк сценăна тивĕçлĕ. Пуласлăхра Раççей телекуравĕпе, радиовĕпе чăваш юрри-кĕвви янăранине илтес килет.

Сергей ПАВЛОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.