Комментировать

4 Сен, 2015

Упа нăрри - сăтăрçă

Пахчана упа нăрри тапăнчĕ. Тымарçимĕçе, тымара, ÿсен-тăран тунине сиенлет. Мĕнле хăпмалла-ши унран?

Лидия Григорьева.

Шăмăршă районĕ.

Упа нăрри пахчаçăна пысăк сăтăр кăтартать. Ăна кайăк та хăратаймасть, çĕрте çăмăллăнах пытанать. Апла мĕн тумалла?

  1. Çуркунне тата кĕркунне пахчана чавмалла. Çакă упа нăррин шăтăкне, хывнă çăмартине пĕтерме пулăшать. Çулла йăран хушшине 15 см тарăнăш кăпкалатмалла.
  2. Ÿсен-тăрана апатлантарма лаша е ĕне выльăхăн çĕрĕшмен тислĕкĕпе усă курмалла мар. Ăна упа нăрри уйрăмах килĕштерет тата унта лайăх ĕрчет. Чăх каяшне вара чăтма пултараймасть.
  3. Нăрă тислĕкре ĕрчесрен компост вырăнĕ тавра 0,5 см тарăнăш тимĕр, шифер, линолеум чавса чикмелле.
  4. Çăвĕпех лаптăк йĕри-тавра «капкăн» лартмалла. Пысăк мар тислĕк куписем хурса тухмалла, кашни 2-3 эрнере тĕрĕслемелле: нăрă йăва çавăрман-ши? Кĕркунне çанталăк шăнтсан компоста пахчара çÿхе сийпе сапаламалла. Хĕл каçма пуçтарăннă нăрăсем сивĕпе пĕтеççĕ.
  5. Шăрăхра пластик стакана кăштах шыв, сăра ярса çĕре чавса лартмалла ?тăпра сийĕнчен аяларах%. Сăтăрçăсем шăршăпа пыраççĕ те савăтра путаççĕ.
  6. Çĕре тарăнах мар шăтăксем чавса 1 чей кашăкĕ риса е урпа кĕрпине ÿсен-тăран çăвĕпе йĕпетсе хумалла. Çиелтен картон, рубероид, фанер ытти хытă япалапа хупламалла. Ирхи 10-11 тата каçхи 17-18 сехетсенче çиелтен хупланине хăвăрт илмелле, шăтăка çакланнă нăрăсене тĕп тумалла.
  7. Упа нăрри шăтăкне асăрхасан унта 1 апат кашăкĕ ÿсен-тăран çăвĕ, унтан шыв ямалла. Çу сăтăрçа сывлама памасть, вăл е вилет, е çĕр çине тухать.
  8. Пахчара хризантема, дельфиниум, бархатцы лартмалла - нăрă вĕсен шăршине килĕштермест. Йăрана сухан, ыхра хуппи, пулă юлашки чавса чикмелле.
  9. Çĕре йывăç кĕл, хыр лăсси, çăмарта хуппи пăрахмалла. Шăварнă чухне шыв витрине пĕр тумлам йод хушмалла. Пахчаçимĕç туни йĕри-тавра шăрпăк пуçне аялалла туса чикмелле.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.