Комментировать

29 Авг, 2015

Анне - пирĕн тĕнче

Пирĕн енче аннене "апи" теççĕ. Вăл сывлăхлă пулса тăван кил ăшшине тытса пурăнни мĕн тери паха.

"Çĕр çинче çĕр çул пурăнасчĕ", - такмакланă чăваш. Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче пурăнакан Галина Фомина нумаях пулмасть 80 çул тултарчĕ. "Атте, Павел Фролович, 62 çул пурăнчĕ. Анне, Феодосия Александровна, вара çамрăклах, 47 çултах пиртен уйрăлса кайрĕ. Эпĕ вĕсенчен пурăнса ирттертĕм. Ватлăх çитрĕ тесе пĕрре те кулянмастăп", - тет вăл калаçса ларнă май.

Галина Павловна 1935 çулта Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш ялĕнче 4 ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Çут тĕнчене панулми сăпасĕнче килнĕ таса сăнлă пепкене пурте юратнă, мĕншĕн тесен кил-йышра тата хурăнташсен ывăлсем кăна ÿснĕ.

Галя çемьери иккĕмĕш пепке пулнă. Унăн ачалăхĕ туслă кил-йышра иртнĕ. Килĕштерсе пурăнакан çемьере тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхтарнă. Çавăнпах Галя 1-мĕш класра кĕнчеле арлама вĕреннĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче амăшĕпе пĕрле ларма çÿренĕ. "Килте краççын çукчĕ. Пускилсем патне каяттăмăр. Шăллăмсем тĕттĕм пÿртре макăрса юлатчĕç, вĕсем лăпланасса апипе алăк хыçĕнче итлесе тăраттăмăрччĕ. Йĕме чарăнсан шăппăн тухса утаттăмăрччĕ", - аса илет ачалăхне кинемей.

10-12 çулта хĕрача кăмака хутма, апат пĕçерме, пир тĕртме, ĕне сума, утă çулма, çурлапа тырă вырма, чăлха-нуски çыхма тата ытти ĕçе тума пĕлнĕ. Аслисемпе пĕрле хире тухнă. "Çурлапа пÿрне касасси те пулатчĕ. Карчăксем сурана сурса, тăпра сапса яратчĕç. Майĕпен хăех тÿрленетчĕ", - тет Галина Павловна.

Ÿсерехпе Галя амăшне пулăшма сурăх фермине çÿренĕ. Дежурство кунĕсенче амăшĕпе фермăрах çĕр каçнă вăл. Тăрăшса ĕçленĕшĕн колхоз правленийĕ хĕрачана Тав хучĕпе тата сурăх парса чысланă.

"Аттепе анне ĕçрен таврăннă çĕре апат пĕçерсе хураттăм. Мана юлташ хĕрĕ Андрон Гали пулăшатчĕ. Вĕсем валли те янтăлаттăмăрччĕ. Пĕчĕк пулнипе кăмака чĕрçи çине хăпарса хурана иккĕн çакаттăмăрччĕ", - каласа парать Галина Фомина.

Галина Павловна ачалăхĕпе çамрăклăхĕ йывăр çулсенче иртнĕ. "Апи 1-мĕш класа кайма çĕнĕ пир сумка çĕлесе пачĕ. Ирхине ăна çакса иксĕмĕр шкула тухса утрăмăр. Класра ачасем пухăнса ларнă, анчах урок пуçланман-ха. Апин кĕпи аркинчен алла вĕçертме хăраса тăратăп.

"Мĕншĕн килтĕн эсĕ?" - пĕшкĕнсе ыйтрĕ Анна Тимофеева учительница. "Вĕренме, - тутана тутăр вĕçĕпе хупласа шăппăн хуравларăм. - Вулама пĕлетĕп, анчах çырма - çук", - анне çумне хытăрах тĕршĕнтĕм. Анна Максимовна мана: "Аçу халĕ вăрçăра. Санăн вара ун патне çыру çырма вĕренмелле. Шкула юл", - терĕ. Унтан малти парта хушшине ларма сĕнчĕ. Унăн лăпкă та кăмăллă сасси килĕшрĕ мана, эпĕ аркăран уйрăлса пĕчĕк сĕтел умне лартăм", - каласа парать асра юлнă кунĕ çинчен Галина Павловна.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ашшĕ салтака кайнине Галя лайăхах астумасть. Ун чухне 6 çулта çеç пулнă вăл. Тутăр вĕçтерсе салтак юрри юрлани, утьăкка йăтса тăванĕ: "Эпĕ киличчен пысăк пул", - тени çеç çамрăк Галя асне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнă. 1945 çулта хаяр тăшмана çĕнтерсе Павел Фролович киле тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Вутлă-çулăмлă Украина, Польша, Венгри, Германи çĕрĕсене утса тухнă вăл. Ашшĕ талăкра 60 çухрăм çуран утма тивни, пĕр хаяр çапăçура фашистсен тыткăнне чутах лекменни çинчен каласа панине те манмасть кинемей.

Шкулта лайăх вĕреннĕ вăл. Чăваш чĕлхипе литературине пуринчен ытла юратнă. "Вĕренме питĕ килĕшетчĕ. Выляттăмăрччĕ, юрлаттăмăрччĕ, юмахсем вулаттăмăрччĕ. Анна Максимовнăна ырăпа кăна аса илетĕп, - тет вăл. - Хамăр класра хĕрачасенчен иккĕн кăначчĕ эпир. Ыттисем - арçын ачасемччĕ. Хама кÿрентерме паман. Вăрçă вăхăтĕнче хут-кăранташ енчен йывăрччĕ - çукпа пĕрехчĕ вĕсем. Манăн вара - пурччĕ. Аттен йăмăкĕ Матрена Фроловна Штанашра вĕрентекенре тăрăшатчĕ. Вăл паратчĕ. Урокра ыттисем кивĕ кĕнекери йĕркесем хушшине çыратчĕç, эпĕ вара - тетраде", - аса илет шкул пурнăçне Галина Фомина.

Галя 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне амăшĕ чирлесе вилет. Ашшĕ, колхоз председателĕнче ĕçлекенскер, урăх авланман. Килти ĕç вара çамрăк ача хулпуççи çине тиеннĕ. Темĕн чухлĕ йывăрлăх курнă пулин те Галя чун хавалне çухатман, мал ĕмĕтпе пурăннă, шкултан та ăнăçлă вĕренсе тухнă.

1959 çулта çырма урлă ларакан Мăн Явăш ялне Елисей Ильича качча тухнă вăл. Упăшкипе килĕштерсе пурăннă. Юратнă мăшăрĕпе 4 ача çуратса ÿстернĕ. Унпа пĕрле кивĕ пÿрте юсанă, кайран çĕннине пуранă, тепĕр тапхăртан кирпĕч çурт лартма вăй çитернĕ. Вăрман касма та, шурлăхран мăк кăларма та хастар Галя хăй кайнă.

Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Мăн Явăша качча килсен малтан бригадăра тата фермăра вăй хунă, унтан пекарньăра 17 çул çăкăр пĕçернĕ вăл, ачисем çĕршыва юрăхлă çын пулччăр тесе тăрăшнă. Ахальтен мар Галина Павловнăна "Ĕç ветеранĕ" медаль парса чысланă. Кăçал вара вăл "Вăрçă ачи" медале илме тивĕçлĕ пулнă.

Галина Павловна халĕ пĕчченех пурăнать. Ватă амăшне чул çуртпа хуралтăсене юсавлă тытма урам урлă пурăнакан ывăлĕпе кинĕ пулăшаççĕ. Халĕ Галя кинемейĕн 7 мăнукпа вĕсен 3 ачи çитĕнет. Ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ хĕрарăма ялта Элеç арăмĕ теççĕ. Çапла каласан ялта çеç мар, таврара та пĕлеççĕ.

Кинемей кайăк-кĕшĕк те усрать. Ĕçлемесĕр пĕр кун та лараймасть вăл. Ватă пулсан та çулла вăй çитнĕ таран пахчара тăрмашать, çум çумлать, утă тавăрма та тухать, хĕлле кĕнчеле арлать, нуски çыхать. Чăваш çыравçисен кĕнекисене юратса вулать. Мĕн вуланине ыттисене каласа парать. Кашни çул республикăра тухса тăракан "Чăваш хĕрарăмĕ" тата Етĕрне районĕн "Ĕç ялавĕ" хаçатсене çырăнса илет. Вĕсем урлă Чăваш Ен, район хыпарĕсене пĕлсех тăрать.

Кинемей çутçанталăкпа та туслă, унăн пуянлăхне ÿстерме вăй-халне шеллемест. Çулсерен çуркунне-кĕркунне анкартинчи çырма хĕррине йывăç лартать. Çыранĕ йывăçлă пулнипе çеремленнĕ, ишĕлме чарăннă. Вăл пĕве хĕррипе лартнă хурăн, вĕрене, çăка, ăвăс, палан, хыр, чăрăш, йăмра лайăх чĕрĕлнĕ, халĕ вăрман пулса кайнă. Кунта сулхăн, кăмпа та тухать. Хурăн айĕнче канса ларма сак та туса лартнă. Ку хăтлă вырăна килсе ларма кинемей хăй те кăмăллать.

Ятлă çынна ял савать теççĕ. Галина Павловнăн кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, сывлăхлă пурăнни тата çутçанталăка юратни пуриншĕн те ырă та паха тĕслĕх пулса тăрать. "Апи ялта çынпа ятлаçни-вăрçнине, намăс-симĕс сăмах каласа хирĕçнине илтмен", - тет кинĕ Манефа. Чăнах та, Мăн Явăш халăхĕ Элеç арăмне, ĕçчен кинемее сума сăвать, хисеплет. Вăл хăй те çынпа ăшă кăмăлпа калаçать.

 

Геронтий НИКИФОРОВ,

ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.