Комментировать

29 Авг, 2015

Тури чăвашсен музей пур

"Украинăран, Тюменьрен, Пушкăртстанран... пирĕн тăрăха тăванĕсене шыраса килнисем музее кĕни, паллах, савăнтарать. Вĕсем çакăнти çынсем мĕнле пурăннине пĕлесшĕн", - калаçăва пуçларĕ Муркашри Тури чăвашсен музейĕн пуçлăхĕ Татьяна Ермолаева. Хăнасене кăна мар, вырăнти халăха та кăсăклантарать историе, йăла-йĕркене, культурăна упракан çурт ĕçĕ-хĕлĕ.

Манăн, чи малтанах, çĕнĕ экспонатсемпе паллашас килчĕ. "Питĕ вăхăтлă килнĕ. Çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай хĕрарăмĕ Анна Задонская хăйĕн çи-пуçне леçсе пачĕ. Ăна вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çĕленĕ", - терĕ музей ĕçченĕ. Татьяна Валериановна çакăнта тĕрлĕ районти тури чăвашсен çи-пуç хăйне евĕрлĕхне кăтартасшăн. Çак тумтир те ыттисенчен уйрăлса тăрать. Арча тĕпĕнчен кăларнăскер халĕ чи сумлă вырăнта. Сăмах май, нумаях пулмасть чăвашлăхпа çыхăннă мероприятире район пуçлăхĕ пулнă Валерий Вязов хайхи çав хĕрарăм çинче асăрханă ăна. Çавна май авалхи çи-пуçа Муркаш музейне пама ыйтнă.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă сăнÿкерчĕксен конкурсне те тинтерех пĕтĕмлетнĕ. Унта ветерансен пурнăçĕ алтупанĕ çинчи пекех курăнать. Вăрçă çулĕсене те, хальхи пурнăçа та сăнланă. Тĕрлĕ ăру çыннисем - 8-тан пуçласа 63 çул таранчченех - конкурса хутшăнма кăмăл туни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пурĕ 100 ытла ĕç пуçтарăннă. Паллах, кашни сăнÿкерчĕк хăйне май хаклă. Çакна шута илсе йĕркелÿçĕсем пурне те парнепе хавхалантарнă.

Исетерккĕри Алексеевсен çемйи çинчен уйрăм стенд хатĕрленĕ. Аса илтеретĕп, Алексей Илларионовичпа Татьяна Николаевна 8 ывăлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ăсатнă. Григорий /1903-1943/ Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Павел /1915-1942/ Днепр патĕнчи çапăçусене хутшăннă, хыпарсăр çухалнă. Егор /1917-1943/ Житомир патĕнче пуç хунă. Лейтенант тăшман амбразурине хăйĕн кĕлеткипе хупланă. Иванăн та /1921-1941/ кун-çулĕ ытла çамрăкла татăлнă. Аэродром сыхланă чухне бомба айне пулнă вăл. Фролпа Родион çĕнтерÿ хыççăн киле таврăннă. Анчах суранĕсене пула нумай пурăнайман. Александрпа Михаилăн çеç ĕмĕрĕ вăрăм пулнă. Кил хуçи Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илеймен. Татьяна Николаевна 90 çулччен пурăннă. Тăван ялта çĕршыва хÿтĕленĕ 8 ывăл амăшĕ ячĕпе палăк çĕкленĕ.

Петр Мазуркин ăста паттăрсен çемйине йывăç ваза çинче кăтартнă. Унта кашнин сăнĕ пур. Çакăнтах унăн ытти ĕçĕпе паллашма май пур. Сăмахран, ташлакан хĕрарăма сăнлама тунката кирлĕ пулнă ăна.

"Петр Мазуркинпа тĕлпулма тĕв тунисем те тÿрех музей ĕçченĕсемпе çыхăнаççĕ", - палăртать Татьяна Валериановна. Тĕслĕхрен, алă ăстине нумаях пулмасть Турцирен шыраса килнĕ.

Музейри тăрантас мăнаçлă курăнса ларать. Ăна Ойкасри Николай Алатов килĕнчен илсе килнĕ. Экспонат хуçи арманçă, конюх пулнă. Ăна Октябрь революцийĕн орденĕпе наградăланă. Хăй вăхăтĕнче тăрантаслă Алатовсемсĕр таврара туй та ирттермен. Вĕсене нумайăшĕ хăйматлăх пулма ыйтнă.

Алексей Рыбкинăн арманĕ патĕнче те чарăнса тăрас килет. Ăна автор истори докуменчĕсем тăрăх ăсталанă. Çакăнти нумай экспонат Муркаш район пурнăçне туллин сăнлать.

Музейре малашне те куравсем уçăлсах тăрĕç, пысăк залсем экспонатсемпе пуянлансах пырĕç. Пурăна-киле унăн картишне тата хăтлăлатасшăн.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.