Комментировать

27 Фев, 2014

ВИР КĔРПИ - ПИРĔН ТУС

Сарăлса пиçнĕ вир пăтти чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе, атеросклерозпа, сахăр диабечĕпе, пĕвер чирĕсемпе аптракан çынсене усăллă. Вир çăва куçмасть, пачах урăхла, ăна организмран кăларать.

  • Шывпа пĕçернĕ вир пăтти организмран антибиотиксене лайăх кăларать. Пысăк е пĕчĕк юн пусăмне йĕркене кĕртме ирсерен выç хырăмла çунă чĕрĕ 1 чей кашăкĕ вир кĕрпине тĕплĕ чăмласа çимелле.
  • Гипертони аптратсан 3 апат кашăкĕ вир кĕрпине çумалла, килĕре тÿмелле, типĕтмелле те шĕвекпе сыпмасăр пĕр кунра çисе ямалла.
  • Конъюнктивит чухне 1 апат кашăкĕ вир кĕрпине çумалла, 1 стакан шыва ярса 10-15 минут пĕçермелле. Çулăм çинчен илсен 2 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Шĕвекпе куçа кунне 5-6 хут çумалла. Пĕчĕк ачасен куçне çывăрас умĕн тата вăраннă хыççăн çумалла. Шĕвеке кашни кун çĕнĕрен хатĕрлемелле. Гигиенăна пăхăнмалла.
  • Куç ялан куççульленет пулсан 1 апат кашăкĕ вир кĕрпине çумалла, вĕрекен çур литр шыва ярса 5-7 минут пĕçермелле. Шĕвекне сăрăхтарса илмелле те унпа каçхине çывăрма выртиччен çур сехет маларах куçа çумалла. Çывăрас умĕн куç хупанкисем çине 5 минута çак шĕвекре йĕпетнĕ тампон хумалла. Канлĕрех çывăрма пуçлатăр, 7-14 кунран куççуль юхми пулать. Шĕвеке кашни кун çĕнĕрен хатĕрлемелле.
  • Цистит тертлентерсен çур стакан вир кĕрпине çумалла, пĕр литр кĕрекен кĕленче савăта ямалла, вĕресе сивĕннĕ пĕр стакан шыв хушмалла, алăпа е кашăкпа шыв шураличченех е кăпăкланма пуçличченех сăтăрмалла. Пĕр сăтăрккăпа ĕçсе ямалла. Кунне 4-5 хут 2 эрне ĕçмелле. Маларах йĕркене кĕрсен кунне пĕр хут кăна ĕçме юрать, анчах 2 эрнелĕх сиплев курсне ирттермеллех.
  • Тромбофлебитран сиплекен маç. 200-шер грамм хуçалăх супăнĕ, кивĕ сысна сали, паха вир кĕрпи, пуçлă сухан кирлĕ. Пĕтĕмпех аш арманĕпе авăртмалла, вĕренĕ шывпа маç пуличчен хутăштармалла. 24 сехет лартмалла. Маçа йĕтĕн пусмана сĕрсе ыратакан вырăна хумалла, целлофанпа витмелле, ăшă шарфпа çыхмалла. Компреса çĕрлене хирĕç хумалла. Сиплев курсĕ - 10 кун. 10 кунлăх тăхтавсем туса 3 сиплев курсĕ ирттермелле.
  • Чĕре çитменлĕхĕнчен сипленме вир кĕрпине вăйлă çулăм çинче хĕртсе илмелле, анчах тĕсĕ улшăнмалла мар. 2 минута вĕренĕ шыв ярса лартмалла, унтан шывне тăкмалла. Кĕрпене кастрюле хумалла, икĕ пай шыв хушмалла, сарăличчен пĕçермелле. Пиçсе çитиччен темиçе минут маларах пăтта хуппине тасатнă тата вакланă пан улми, иçĕм, курага, килте пур кирек мĕнле ытти типĕтнĕ улма-çырла хушса пăтратмалла. Сахăр, çу, сĕт ямалла мар.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.