«Капкăн» журналăн кăçалхи 14-мĕш номерĕ кун çути курчĕ
Хуплашкан 1-мĕш страницине Николай Никифоровăн «Мăнук пулăшакан пулчĕ-ха» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра «Тăварлă пулă çиес килет-и/» корреспонденци тата кăсăклă ÿкерчĕк çапăннă.
"Атьăр саккуна пăсмастпăр" рубрика йăлана кĕнĕ йĕркепе халăха саккунпа туслă пурăнма чĕнет. Кăларăмра çĕнĕ рубрика пур - "Кулăшпи тухтăр канашĕсем". Вăл сире кирлĕ канашсем парать. «Пулать вĕт» рубрикăра Александр Мокинăн "Редактор хупрĕ гауптвахтăна" кулăшла статьи, журналист пурнăçĕнчен илнĕскер, вулаканшăн кăсăклă пуласса шанатпăр.
"Шăпăрлансем-шăхличсем", "Кулă-юрă вăй парать", "Ан та кала" рубрикăсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ. "Литература çулталăкĕнчен - пурнăç чăнлăхĕ таран" ярăм литература пахчинче пулса иртекен кулăшла ĕç-пуçпа паллаштарать.
Çавăн пекех кунта Чĕмпĕр тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакан çыравçăн В. Тараватăн "Господин" калавне вырăн панă. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.