Комментировать

27 Фев, 2014

Кун хыççăн кун. Нарăс, 27.

Пулăшу кăçал та витĕмлĕ

Чăваш Енри пĕчĕк хуçалăхсене патшалăх кÿрекен пулăшу калăпăшĕ çулсерен ÿсет.

2006-2011 çулсенче çеç «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне тата 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарма палăртнă патшалăх программине пурнăçласа хушма хуçалăха аталантаракан 67,7 пин çемье 11,9 млрд тенкĕлĕх çăмăллăх кредичĕ илнĕ. Пулăшу илнисен 73 проценчĕ выльăх-чĕрлĕх витине юсаса çĕнетнĕ, 19: - ял хуçалăх техники, 7: выльăх туяннă, пĕр проценчĕ ытти тĕллевпе усă курнă.

Нарăсăн 20-мĕшĕнче РФ Правительствинче лару иртнĕ. Çĕр-шыври пĕчĕк хуçалăхсене пулăшмашкăн 4 млрд та 750 млн тенкĕлĕх субсиди уйăрасси пирки сăмах пынă, çав шутран 540 млн - Чăваш Енри хăйсен хуçалăхне тытса пыракансемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем валли. Çакă - регионсене уйăрнă чи пысăк сумма.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

 

Çул хупă!

Çулсем сиенленесрен сыхланса çуркунне вĕсене вăхăтлăха хупасси йăлана кĕнĕ. Кăçал та çаплах пулать.

ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен республикăра йывăр транспорт хатĕрĕсене регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ çулсемпе çÿреме чарнă. Çуркуннехи çак чару çĕр-шывсен хушшинче груз турттаракан, апат-çимĕç, вăрлăх, почта, çавнашкал ытти груз илсе çÿрекен транспорта пырса тивмест. Çавăн пекех пассажирсене илсе çÿрекен автобуссем те пĕр чăрмавсăрах çула тухĕç.

К.АНТОНОВ.

 

Чăваш тумĕн уявĕ

Муркаш районĕнчи Н.В.Никольский ячĕллĕ музейра Сосновкăри шкулта вĕренекенсем валли «Чăваш наци тумĕ» урок-экскурси ирттернĕ.

Çав кун тĕлне аваллăх управçин ĕçченĕсем «Вирьялсен тумтирĕ ĕнер тата паян» экспозици хатĕрленĕ. Экскурсие Сосновкăри вулавăш ертÿçи Т.Степанова йĕркеленĕ, шкул ачисене авалхи чăваш çи-пуçĕ, хальхи тумĕ пирки тĕплĕн каласа панă.

Вĕренекенсем хăйне евĕр куравпа хаваспах паллашнă, уяв, йăла-йĕрке ирттермелли тума тăхăнса пăхма та пултарнă. Чăваш наци кĕпине этнографин виçĕ ушкăнне уйăрма пулать. Вĕсем тĕрĕ-эрешпе, тĕспе уйрăларах тăраççĕ. Çавăн пекех çамрăк ăру вулавăшра уçнă «Чăваш халăх культури» курава та пахаланă. Ăна йĕркелÿçĕсем Культура çулталăкне халалланă.

Р.ИВАНОВА.

 

Професси тĕнчин ăстисем

ЧР Наци библиотекинче «Професси тĕнчи» республика фестивальне пĕтĕмлетнĕ. Рабочи тата инженери специальноçĕсен сумне çĕклес тĕллевпе йĕркеленĕ конкурса 62 ĕç тăратнă.

Фестивале хутшăнакансем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ÿкернĕ видеофильмсемпе видеороликсене кăтартнă, ятарлă плакатсемпе информаци материалĕсем хатĕрленĕ. Çĕнтерÿçĕсене виçĕ номинацире палăртнă. Чи лайăх плакат хатĕрлесе жюри членĕсене Çĕмĕрлери политехника техникумĕн студенчĕсем Андрей Горшковпа Денис Сальников тĕлĕнтернĕ. «Арт-профи-видео» номинацире Канашри транспорт-энергетика техникумĕнче вĕренекен Василий Федотов мала тухнă. Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнчи Елена Полиевтова та юратнă профессийĕн хăйне евĕрлĕхĕсемпе паллаштарса палăрнă.

Е.АНДРЕЕВ.

 

Спутник хулара - Тутар культурин кунĕ

Çĕнĕ Шупашкарти Ваçлей Давыдов-Анатри ячĕллĕ çемье вулавĕн библиотекинче пуçласа «Буген байрам!» Тутар культурин кунĕ иртнĕ. Ăна Культура çулталăкне халалланă. Уява хулари мăсăльмансен прихучĕпе пĕрле йĕркеленĕ.

Вулавăш ĕçченĕсем «Чечеклен тата хăватлан, Тутарстан! Халăхсемпе çĕр-шывсен пĕрлĕхĕнче!» литература куравĕ хатĕрленĕ. Праçник «Буген байрам!» литературăпа музыка композицийĕнчен пуçланнă. Хулари 18-мĕш лицейра вĕренекенсем Габдулла Тукай сăввисене вуланă. Музыка шкулĕн флейта класне çÿрекен Дамир Фархаев пухăннисене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Марина Соловьева, хулари мăсăльмансен прихучĕн председателĕ Минкадир Резяпов çамрăк ăрăва Тутар культурин кунĕпе саламланă, асăннă вулавăш çумĕнче тутар культурин центрне йĕркелеме сĕннĕ. Уяв тутар наци апачĕпе, чейпе сăйланнипе вĕçленнĕ.

А.ГРОМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.