Комментировать

27 Авг, 2015

Сĕтел çинче ялан çăкăр пултăрччĕ

Ленинград блокади вăхăтĕнче чылай ачана эвакуациленĕ. Хулара ашшĕ-амăшĕсĕр хăр тăлăха юлнисем валли вара тĕрлĕ приют уçнă. Мĕн май килнине аслисем ачасене пама тăрăшнă...

Ир-ирех 165-мĕш номерлĕ ача сачĕ çине нимĕçсем пăшалтан пеме тытăннă. Ача сачĕн ертÿçи Лидия Дмитриевна Голуткина çухалса кайман, хăвăрт çеç санитаркăпа воспитательницăна чĕнсе пепкесене çăлма васканă. Утиял çине темиçе арçын ачапа хĕрачана хурса урамалла йăтса тухнă. Снаряд ванчăкĕсем чÿрече рамисене тулалла кăларса пăрахнă, пÿлĕмри япаласене юрăхсăра кăларнă. Çапах ача сачĕн ĕçченĕсем пур ачан пурнăçне çăлса хăварма пултарнă. Инкек хыççăн воспитательница шăпăрлансене хăй килне илсе кайнă. Çурт патне çывхарсан ăна вут тивнине курнă та чуна ыраттармалла кăшкăрса янă.

- Унта манăн виçĕ тĕпренчĕ-ĕ-ĕк! Пушарта вилеççĕ вĕсе-е-ем! - тесе хÿхленĕ.

Çын нушине ăнланакансем тупăннă çав самантра, вута кĕрсе воспитательницăн ачисене илсе тухнă.

- Ĕçтешсемпе 170 ача пурнăçне çăлтăмăр, хамăн виçĕ тĕпренчĕке вара пушартан кÿршĕсемех туртса кăларчĕç. Эх, хăçан пĕтĕç-ши ку хăрушă кунсем! - тесе ĕсĕкленĕ хĕрарăм пепкисене ыталаса.

1942 çулхи февралĕн 24-мĕшĕ. 38-мĕш номерлĕ ача çурчĕ хута кайнă. Çĕр ача пуçтарăннă унта. Хĕрачасемпе арçын ачасем вара çав тери тунсăхлă çÿренĕ. Пурте кăмака çумне тĕршĕннĕ. Ăшăнас тесе. Вĕсем çакăн пек пĕр вырăнта хускалми темиçе сехет ларма пултарнă. Пÿлĕмре хаваслăрах пултăр тесе воспитательсем юрă янă, анчах ачасене вăл килĕшмен. Аслисем çине сиввĕн пăхса вĕчĕрхеннĕ. Кам та пулин кулсан - каллех тарăхнă пĕчĕккисем. Уйрăмах пиллĕкри Лера кун пеккисене чăтма пултарайман.

- Мĕншĕн питĕ тунсăхлă эсĕ? - ыйтнă унран воспитательсем.

- Паянхи куншăн мĕншĕн савăнмалла? Вăрçă пырать-çке. Выçлăх та хуçаланать. Мĕн чухлĕ çын вилет, - хуравланă пиллĕкри ача мăн çын евĕр ассăн сывласа.

Пÿлĕмре янăракан хитре кĕвĕ, урайĕнче выртакан çĕнĕ теттесем, тĕрлĕ шав ачасене тарăхтарнине ăнланса илнĕ приют ĕçченĕсем. Вĕсене вăрçă ир çитĕнтернине хăйсем курса ĕненнĕ. Ачасем тĕрлĕ çемьерен пулнăран пĕр-пĕрин хушшинче час-час ăнламанлăх сиксе тухнă. Акă Коля тенкелне илсе кĕтессе ларасшăн пулнă, анчах сĕтел патĕнче тăракан Витя сăлтавсăрах хыттăн макăрса янă.

- Килтех аванччĕ, - тенĕ ĕсĕклесе.

Юратнă аннем куç умĕнчех

Пиллĕкри Эмма та ларнă çĕртех ĕсĕкленĕ.

- Мĕн пулчĕ? - чупса пынă ун патне воспитательсем.

Хĕрача пĕр сăмах та чĕнмен, пушшех макăрнă. Куçĕсем хĕреличченех. Иккен унăн пушмак кантрисене салтма вăйĕ пулман. Çавăнпа хурланнă. Хăй çапах никамран пулăшу ыйтманни аслисене тĕлĕнтернĕ.

Ачасене мунча кĕртесси те тертлĕ пулнă. Куççуль витĕр макăрашнă, суйма хăтланнă хайхисем.

- Унта шывĕ сивĕ-ĕ-ĕ! - тенĕ пĕри хурланса.

- Манăн мунча кĕрес килмест! Эпĕ таса, нумай пулмасть анне çăвăнтарнăччĕ! - хирĕçленĕ Валя.

- Кирлĕ мар! Çăвăнмастăп! Супăньрен хăратăп! - кăшкăрнă Коля.

- Сивĕ мана! Кĕместĕп мунчана! - турткалашнă Ваня.

Вĕсем епле апатланнине пăхма та йывăр пулнă. Васкамасăр çинĕ вĕсем чашăкри яшкана. Малтан шÿрпине, унтан çĕрулми турамĕсене çинĕ. Юлашкинчен çăкăр татăкне алла илнĕ. Ăна вĕсем малтан ун-кун çавăркаласа пăхнă, сăмси патне тытса шăршланă. Унтан чи тутлă апат вырăнне хурса чĕпĕте-чĕпĕте çинĕ. Сĕтел çинчи тĕпренчĕк-сене шăрпăк курупки çине типтерлĕн пуçтарнă.

Лерочка хăй пайне нихăçан та çисе ярайман, çаплах сĕтел çине лартса хăварнă е ыттисене панă. Пĕррехинче вара çăкăра пытарса хунă.

- Пĕлетĕп, капла хăтланма юраманнине... Урăх пулмасть кун пекки, сăмах паратăп. Аннене аса илтĕм-çке... Юратнă аннем куç умне тухрĕ. Эпир унччен каçхине вырăн çинче çăкăр çиеттĕмĕр унпа. Эпĕ те паян çăкăра вырăн çинче çиес терĕм... Аннене питĕ юрататăп. Унсăр тунсăхлатăп, - тенĕ куççуль витĕр чĕтренсе.

Хĕрача ача çуртне амăшĕ вилсен тепĕр икĕ кун иртсен килнĕ. Хурлăхлă çÿренĕ яланах, анчах воспитательсен сăмахĕсенчен нихăçан та иртмен. Яланах амăшĕ çинчен шухăшласа çÿренипе хăш чухне апат çинчен те маннă вăл.

Пĕр кунхине воспитательница мунчара Лерăн мăй çинчи медальона асăрханă.

- Унччен хывса хур, тимĕр япала ÿте пĕçертет, - асăрхаттарнă хĕрачана вăл.

Хĕрача ун çине шăтарасла пăхнă.

- Çу-у-ук! Хывсан ăçта хумалла ăна? Çухалать вĕт... Аннен пулнă вăл, халĕ манра. Ĕмĕрĕпех упрăп ăна. Çухатсассăн хама нихăçан та каçарас çук, - тенĕ вăл çирĕппĕн.

Çак калаçу хыççăн вăл амăшĕпе тăванĕсем епле вилнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартнă.

- Пурпĕрех анне вилмен пекех ту-йăнать мана, - тенĕ те куçĕ куççульпе тулнă.

 

Пиччен калпакĕ - ĕмĕрлĕх...

Çиччĕри Леня пуçĕнчи калпакне нихăçан та хывасшăн пулман.

- Капла хăвна пăчă-çке, мĕншĕн çывăрнă чухне те хывмастăн? - кăсăк-ланнă аслисем.

Пĕр сăмах та чĕнмен Леня, унтан хурлăхлăн макăрса янă. Кăштахран хăйне алла илнĕ, куççульне шăлса типĕтнĕ те:

- Выçăпа вилнĕ пиччен калпакĕ вăл... Ăна манăн нихăçан та пуçран хывас килмест. Хывсан... çухалĕ те, вара ăçтан тупмалла тет ăна? Пиччене яланлăхах çухатнă пек пулса тухать капла. Халĕ вара хампа пĕрле çÿренĕнех туйăнать, - тенĕ ача куççульне çăта-çăта. - Тата вăл ÿкернĕ картинăсене те типтерлĕ упратăп. Тунсăха путсан вĕсене кăларатăп та темччен тинкерсе ларатăп. Эпĕ унăн ĕçĕсене ĕмĕрĕпех упрăп. Кайран пурнăç ырă енне улшăнсан, вĕсене ятарлă сунтăхра упрăп. Хам ÿснĕçемĕн пиччен калпакĕ пĕчĕкленĕ, ăна вара курăнакан вырăна вырнаçтарăп.

Улттăри Женя ача çуртне килсен амăшĕн сăнÿкерчĕкне кăтартнă та:

- Манăн анне чи лайăххи. Мĕн тери лайăх пурăнаттăмăр, анчах пирĕн телее вăрçă татрĕ. Ытти-хăтти пирки вара сире атте каласа кăтарттăр, - тенĕ шăппăн çеç.

Каçсерен арçын ача час çывăрса каяйман. Маччаналла темччен пăхса вырт- нă пĕчĕкскер. Тепĕр чухне ача пăхакана хăй патне чĕнсе илнĕ.

- Çутă çутсамăр... Аннешĕн тунсăхларăм... Сăнÿкерчĕкĕ çине пăхса илесчĕ, - тилмĕрнĕ куççуль витĕр. - Кур-ха, виççĕри Вова шăллăм епле тутлăн çывăрать. Аннене маннă пуль вăл? Эпĕ унпа юнашар выртам-ха, тен, лайăхах тĕлĕрсе кайăп. Ялан анне аса килет мана, ялан. Кашни çеккунтра тенĕ пекех. Анчах çук-çке вăл пирĕнпе юнашар, çук...

Кăвак куçлă Аньăн та амăшĕ вилнĕ. Ашшĕ вăрçăчченех урăх çемьепе пурăннă. Хĕрача патне теплерен пĕрре çеç пырса кайнă вăл.

- Аннене курас килет, - тесе час-час макăрнă.

Тепĕр чухне пĕчченех ÿкерсе ларма юратнă пĕчĕкскер.

- Анне пур чухне иккĕн ÿкереттĕмĕр, халĕ пĕчченех эпĕ, - тесе куляннă.

Тирпейлĕскер сĕтел хушшинче çăкăра тĕпретнине, яшкана тăкнине питех те кăмăлламан.

- Мĕн хÿресĕр автан пек янкăлтататăн! Апатланнă чухне хăв ăçта ларнине манмалла мар! - тесе самантрах асăрхаттарнă.

 

Ывăлĕсене мĕншĕн ырра вĕрентмен?

Начаркка Эрик... Ырă кăмăлĕшĕн пурте юратнă ăна. Анчах нимĕнпе те кăсăкланман хăй. Воспитательсен сăмахĕсене итлесшĕн пулман.

- Манăн нимĕн те тăвас кăмăл çук, - тенĕ те кантăк патне кайса тăнă.

Пĕр кунхине пуçĕ таранччен утиялпа витĕннĕ те шăппăн ĕсĕкленĕ.

- Кам кÿрентерчĕ? - пырса тăнă ун патне воспитатель.

- Анне аса килчĕ... - тенĕ те пушшех хÿхлеме тытăннă. - Вăл вилнĕ куна ĕмĕрне те манас çук. Ун чухне ир-ирех çăкăр илме тухса кайрĕ. Каç та пулчĕ. Вăл çук та çук. Пÿртре сивĕ. Кантăк-ран темиçе хут пăхсан та анне килни курăнмарĕ. Каçхи сакăр сехетре алăк уçăлса кайрĕ те, анне кĕрсе тăчĕ. Икĕ-виçĕ утăм турĕ çеç, урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Хăвăртрах шыв ăсса кĕтĕм те ăна ĕçтерес терĕм. Анчах вăл хускалмарĕ. Аран-аран вырăн патне сĕтĕрсе çитрĕм. Йывăр пулнăран çÿлелле хăпартса вырттараймарăм. Кÿрше пулăшу ыйтма чупрăм. «Аннÿ вилнĕ вĕт», - терĕ Анна аппа анне аллине тытса. Унăн сăмахĕсем пуçран чукмарпа çапнăнах туйăнчĕç... Çав самантра пĕр куççуль те кăлармарăм. Халĕ чăтаймас-тăп, куçран юхать те юхать тăварлă куççулĕм. Аннепе пурăннă чухнех телей- лĕччĕ эпир. Вăл пире яланах ыррине вĕрентетчĕ. «Аслисемпе кĕçĕннисене хисеплемелле, ваттисене пулăшмалла. Çынна нихăçан та усал тумалла мар», - тетчĕ. Анчах нимĕçсен амăшĕсем тĕпренчĕкĕсене мĕншĕн ырра вĕрентмен? Мĕншĕн вĕсем пире хур тăвассишĕн тăрăшаççĕ. Юратнă хулана бомба тăкаççĕ çеç, ним айăпсăр çынсем ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупаççĕ. Вĕсене пула эпир выçăпа аптăратпăр, тăраниччен çăкăр та çисе кураймастпăр. Унччен пирĕн сĕтел çинче печени-канфет та татăлмастчĕ... Кăвакрах куçлă кушак çурине те кÿршĕсем вăрттăн илсе кайса пĕçерсе çирĕç. Е тата каçсерен вырăнпа юнашар выртакан пысăк йытă куç умĕнчех начарланса вилнишĕн те ирсĕр фашистсем айăплă вĕт! Пĕр сăмахпа, пирĕн туслă çемье арканнишĕн нимĕçсем явап тытаççех. Манăн пĕрре те пурнăçран уйрăлас килмест. Пурăнас та пурăнас килет. Сĕтел çинче кашни кун çăкăр пултăрччĕ, тÿперен яланах хĕвел пăхтăрччĕ. Нимĕçсен кăмăлĕсем ырă енне улшăнса пăшалтан пеме, бомба пăрахма чарăнасса чунтан кĕтетĕп. Шел, юратнă аннемпе çеç урăх нихăçан та алла аллăн тытăнса кăмăллăн утса çÿреймĕп. Вăрçă чарăнсан та...

Шурик Игнатьев... Пурнăçа юратакан арçын ача. Яланах ÿкерме кăмăллаканскер пĕр кунхине каллех кăранташпа хут илсе сĕтел çывăхне ларнă. Тăрăшса тем ÿкернĕ те ÿкернĕ вăл. Унтан хăй ÿкерчĕкне хăвăрт çеç минтер пичĕпе витсе хунă.

- Шурик, мĕн ÿкертĕн? - кăсăкланнă воспитатель.

- Вăрçă кунне сăнарларăм. Сĕтел çинче авă булка... Манăн ăна питĕ тăраниччен çиес килет, - тенĕ арçын ача куççульне çăта-çăта.

Блокада ачисем... Ытла ир çитĕннĕ вĕсем, пурнăç çине аслисем пек пăхма вĕреннĕ.

Элиза ВАЛАНС хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.