Уй-хирте те, фермăра та ĕç кал-кал пырать
Куккурус çÿллĕшне хаçат тусĕсене кăтартас тесе "Искра" председателĕ А.Зайцев / сылтăмри/ тата çак йĕркесен авторĕ сăн ÿкерттерчĕç. ФОТОРЕПОРТАЖ |
Комсомольски районĕнчи «Искра» колхоз хирĕнче сывлăм ÿкичченех техника кĕрлет. Александр Зайцев председатель ĕççи еплерех пынипе паллаштарчĕ. Хырай Ĕнел ялĕнчен хире тухсанах кустăрмаллă хăватлă трактора асăрхарăм. «Владимир Кудряшов, хуçалăхра нумай çул вăй хураканскер, ХТЗпа çĕртме тăвать, - терĕ ертÿçĕ. - Пирĕн ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр - 1250 гектар, вăл шутра сухалаканни - 870. Ăна Кудряшов кăпкалатса ĕлкĕрет».
Çĕртмелĕхпе юнашарах кĕрхи культура валли çĕр хатĕрленĕ. «Кунта ытларикун ыраш акма тухатпăр», - пÿрнипе тĕллесе кăтартрĕ председатель. Тутарстанри Кайпăç районĕпе чикĕленекен айлăма çитрĕмĕр. Полессе комбайн штурвалĕ умĕнче - Сергей Мартынов комбайнера пулăшакан - Лев Емельянов. Андрей Русаковпа Николай Кошкин водительсем тырра йĕтеме турттараççĕ. Самана хĕстерсен те вĕсем вăрăм укçа шыраса инçете кайман, тăван колхозрах ĕçлеççĕ.
Сергей Белков улăма пресс-подборщикпа тюклать. Колхоз утарĕнче тăрăшакан ашшĕне пулăшма та вăй тупать. «Улăма ферма çывăхне турттаратпăр, - ăнлантарчĕ Александр Зайцев. - Шăрăх çул выльăха кирлĕ пулĕ. Типĕ 2010 çул ниепле те асран тухмасть».
Хырай Ĕнел йĕтемне кĕтĕмĕр. Тырпула тирпейлемелли агрегатсен кĕрлевĕ тÿрех хăлхана хупларĕ. «Çынсен ĕçлес кăмăлĕ пысăк, - хавхаланса калаçрĕ тырра аллакан тата типĕтекен КЗСа ĕçлеттерекен Юрий Зайцев, пурнăçне çамрăкранах тăван колхозĕпе çыхăнтарнăскер. - Мана Патăрьелте механика вĕренекен Саша Русаков пулăшать. Килес çул хуçалăха ĕçлеме таврăнасса шанатăп».
«Килес кăмăл пур-ха», - сăмах хушрĕ Александр. Çав самантра йĕтеме сĕлĕ тиенĕ автомашина пырса кĕчĕ. Рулĕ умĕнче - Николай Кошкин. Кĕлет пуçĕнче Алексейпе Виталий Ишмуратовсем, Елена Макарова, Сергей Светличный имçамланă вăрлăх тиеççĕ. «Кĕрхи культурăсене тăваттăмĕш кун акатпăр, - пĕлтерчĕ Татьяна Мартынова агроном, виçĕ ача амăшĕ. - Августăн 24-мĕшĕ тĕлне 50 гектар çинче тăпрана вăрлăх варăнтартăмăр».
Республикăри çĕр ĕçченĕсемшĕн тата аграри секторĕшĕн хушма майсем уçăлчĕç. Паян ÿсентăран çитĕнтерес тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен отрасльсен продукцийĕ потребитель рынокĕнче уй рăмах кирлĕ, унăн хальхи хакĕ пирки те пирĕн хресченсем унччентерех ĕмĕтленме кăна пултарнă. Çакă ырă туртăмсем чи çывăх малашлăхра та сыхланса юлмалла.Республика Пуçлăхĕ
Михаил Игнатьев
ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.
|
Часах михĕсене тиенĕ машина хире çул тытрĕ. Йĕтем çинче - темиçе кĕлет. «Вĕсене 1970 çулсенчех тунă, - эпĕ шифер тăрă çине куç ывăтнине асăрхарĕ председатель. - Хальлĕхе шăтнисене çĕннипе улăштаратпăр. Тăррине çĕнĕрен витес шухăш пур».
Вырмапа пĕрлех - кĕрхи акара. Ертÿçĕ Канаш районĕпе чикĕленекен тÿпемри хире çитсе курма сĕнчĕ. Çула май ĕне витине тĕпрен юсасси мĕнлерех пынипе паллаштарчĕ. Фермăра мăйракаллă шултра выльăх - 550, вăл шутра сăвакан ĕне 135 пуç.
Мухтамалла çеç Хырай Ĕнелсене. Сĕт сутса укçа чылай тăваççĕ. «Выльăхран илекен тупăш колхозăн мĕнпур усламĕн 85 проценчĕпе танлашать, - палăртрĕ А.Зайцев. - Ферма заведующийĕ Мария Ильина ертсе пынипе, Ирина Воробьева зоотехник ырă сĕнÿсем панипе Инна Лебедевăпа Светлана Квасова дояркăсем хальхи вăхăтра кашни ĕнерен вăтамран 21 килограмм сĕт сăваççĕ. Ку ÿсĕмре Чăваш ялхуçалăх академийĕнчен пĕлтĕр вĕренсе тухнă Ксения Лебедевăн тÿпи те пур. Вăл ĕнесене сиплет, профилактика ĕçĕ пурнăçлать».
2014 çулта кашни ĕнерен вăтамран 6 пин литр сĕт суса илнĕ. Ăна завода чи паха сортпа çеç сутаççĕ. Тирпейлÿçĕсем августра кашни литршăн 19 тенкĕ тÿленĕ. Ертÿçĕ темле ыйтупа строительсемпе калаçрĕ. «Юсава кĕркуннеччен вĕçлесшĕн», - пĕлтерчĕ витерен тухсан.
Выльăха ешĕл курăк çине кăлармаççĕ, ферма картишĕнчех тытаççĕ. «Çавнашкал эксперимент ирттерес терĕмĕр, - ăнланмасăр пăхнине сиссе ыйтăва хуравларĕ ертÿçĕ. - Вăл ăнăçлă вĕçленчĕ. Ешĕл курăка выльăх таптамарĕ, утăлăх тата сенажлăх аван çитĕнчĕ. Авă, вите айккинче пысăк купа: 600 тонна сенаж. Утă пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах хатĕрлерĕмĕр».
Владимир Мукшин апат валеçмелли агрегатпа икĕ енĕпе симĕс курăкпа утă хутăшне тăкса тухрĕ. Ферма айлăмĕнче урхамахсем апатланатчĕç. Чылай ял тăрăхĕнче пĕр лаша та курăнмасть. А.Зайцев эпĕ тĕлĕннине сисрĕ те: «Вĕсемпе ял çыннисемпе выльăх пăхакансем ĕçре усă кураççĕ, - терĕ. - Тупăш памаççĕ паллах».
Акаçăсем патне кайнă чухне куç куккурус лаптăкĕ çине ÿкрĕ. «Çÿллĕ çитĕннĕ-çке! - терĕм. - Удобрени ытлашшипех патăр-и-им?» «Нормăпа килĕшÿллĕн çеç апатлантартăмăр, - хуравларĕ председатель. - Çумкурăка гербицидпа пĕтертĕмĕр. 90 гектар йышăнать, унран силос хыватпăр».
Чи çÿллине виçсе пăхрăмăр: 3 метр та 40 сантиметр! Вăтамран 3 метра яхăн. Кĕркуннеччен çав шая çитесси иккĕлентермест.
Вăрлăх машини Канаш районĕн чикки патне çитсе чарăнчĕ. Александр Лебедевпа Дмитрий Ишмуратов ыраш миххисене сеялкăна пушатрĕç те - 30 çул ытла колхоз механизаторĕнче тăрăшакан Николай Воробьев Беларуçне вырăнтан хускатрĕ.
«Августăн 24-мĕшĕ тĕлне тĕштырă культурисен 80 процентне пухса кĕртрĕмĕр, - вырмана пĕтĕмлетрĕ А.Зайцев. - Ĕççине 50 яхăн çын хутшăнать. Хушнине кашниех тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Хальлĕхе тухăç кашни гектартан 25 центнер. Вырмана сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлетпĕр».
Ĕççине колхозниксене йышлăн явăçтарни, вĕсем тулли кăмăлпа вăй хуни, çанталăк çумăра кайиччен вырма вĕçленсе пыни савăнтарчĕ. Уй-хирте те, фермăра та ĕç кал-кал пырать.
Юрий МИХАЙЛОВ
Василий КУЗЬМИН сăнукерчĕкĕсем.