Çитрĕ те Мурманск арĕ, аса килчĕ Баренц тăварĕ...
“Çирĕм çул каялла...” “Хыпар” çемйипе тĕл пулнă май аякри Мурманск тăрăхĕнчен килнĕ хăнасем çак сăмахсене çине-çинех каларĕç. Çирĕм çул каяллахи пĕлтерĕшлĕ мĕнле пулăм юлнă-ха вĕсен асĕнче? Çакна вĕсем, аякри йăхташăмăрсем - Мурманскри чăваш культура центрĕн ертÿçи Валериан Гаврилов, центрăн экономика ыйтăвĕсене татса паракан Валерий Осипов, центр хастарĕ Дмитрий Арбузов - хавхаланса каласа кăтартрĕç. “Хыпарăн” тĕп редакторĕн Валерий Туркайăн та аса илмелли нумай-мĕн. Ара, шăпах вĕсем, Мурманска 20 çул каялла çитнĕ ушкăн: Валерий Туркай, Светлана Асамат, Виталий Адюков, Роза Шевлепи, Елена Османова - унти чăвашсене хăпартлантарса-хавхалантарса янă-мĕн. Шăпах çавăн чухне çуралнă та Мурманск тăрăхĕнче тĕпленнĕ чăвашсен культура центрĕ.
- Эсир ун чухне паттăрлăх кăтартрăр, - терĕ Валериан Гаврилов. - Чăваш Енрен Мурманска çитме çывăх мар вĕт. Эпир вара, тинĕс çарĕнче пиçĕхнĕскерсем, ырă шухăша ярса илсе малалла аталантартăмăр. 20 çул каялла йĕркеленнĕ центр паян та чиперех ĕçлет. Ачасем валли вырсарни шкулĕ уçрăмăр. Шăпăрлансем чăваш чĕлхине кăмăлласах вĕренеççĕ. 2013 çулта йĕркеленнĕ “Акатуй” тăван халăх юрри-ташшипе савăнтарать уявсенче.
Халĕ Мурманскри чăваш культурин центрĕ, тĕрĕссипе, наци тата социаллă ыйтусене кăна мар, экономикăпа çыхăннисене те татса пама тăрăшать. Çак тĕллевпе Чăваш Енре хăйсен представительствине те йĕркеленĕ вĕсем. Ку ыйтусене Валерий Григорьев йĕркелесе пырать.
Мурманск тăрăхĕнче хĕсметри чăваш каччисене тĕревлес енĕпе те нумай ĕçлет центр.
- Чăваш Енрен хĕрарăм макăра-макăра шăнкăравларĕ - хĕсметри ывăлĕ госпитальтен тухма пĕлмест-мĕн. Çийĕнчех лару-тăрăва тĕпчеме пуçларăмăр, - каласа кăтартать Валерий Осипов. - Салтакăн гражданкăри профессийĕпе кăсăклантăмăр, IT технологипе çыхăннă-мĕн. Центр тăрăшнипех ентеше пулăшма май килчĕ, салтака йывăрлăхран тухма пулăшрăмăр. Пĕр çынна инкекрен хăтарни те аван. Унсăрăн тем сиксе тухатчĕ-ха çав тĕслĕхре? Кун пекки вара пирĕн тăтăшах пулать. Инкекре кăна мар, ахаль чухне те ентешĕмĕрсен хĕсметри пурнăçĕпе кăсăклансах тăратпăр. Çакă вĕсене хăйсене çирĕпрех туйма пулăшать.
Валерий Петрович салтаксемшĕн чунне ыраттарни - ахаль мар. Хăй хĕсмете мĕнле лекнине аса илчĕ вăл. Ĕнер картишĕнче тислĕк хырнă çамрăка, ялтан ниçта та тухса курманскерне, тытнă та тĕнчене кăларса янă - суккăр кушак çури пек. Вырăсла та начар пĕлекенскерĕн ăçта кайса кĕмелле тет? Утнă ĕнтĕ: ăçта хушнă - çавăнталла... Çав тапхăр, ахăртнех, Валерий Петрович чун-чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Çавăнпах чăваш ачисене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ те Мурманск тăрăхĕнчи йăхташăмăрсем.
Центр ертÿçисем хăйсен тăрăшулăхĕпе ырă ята тивĕçнĕ. Çакă вĕсене çар командирĕсемпе те, облаç ертÿçисемпе те пĕр чĕлхе тупма пулăшать. Палăртма кăмăллă, кĕпĕрнаттăр Марина Ковтун хăй Мурманск чăвашĕсене пĕлет, хисеплет. Ку та, паллах, пушă вырăнта çуралман. Вырăс облаçĕнче те, вĕсем вара унта 86%, çухалса кайман чăваш. Ку тăрăхра 18 наци пĕрлĕхĕ. Пĕр ушкăна чăмăртаннăскерĕн ĕç-хĕлне чăваш /!/ центрĕн ертÿçи Валерий Гаврилов йĕркелесе пырать.
Шел те, йăхташăмăрсен те пăшăрханмалли пур. Облаçре пурăнакан 4800 чăвашран 2000-шĕ кăна хăйне “чăваш” тесе йышăнать. Ыттисем вара ассимиляци юхăмне путнă. Ачасем вырăсланса пыни те канăçсăрлантарать аслисене. Тепĕр тесен, чăн чăваш ялĕсенче те паян вĕт-шакăр вырăсла хуçкалать те чĕлхене, ытти халăх хушшинче пурăннă май тата йывăртарах пулĕ çав калаçура тăван сăмахпа усă курма...
20 çул каяллахи çулçÿреве Валерий Туркай та хавхаланса “таврăнчĕ”.
- Чи ăшă туйăмсем çыхăннă Мурманскпа, - Баренц тинĕсĕн тăварне халĕ те туйнине палăртса асаилÿ авăрне путрĕ Валерий Владимирович. - Унта халăх питĕ туслă пурăнни тÿрех сисĕнет. Çĕнĕ çула кĕтсе илме те хула варрине пĕрле пухăнаççĕ чăвашсем, тăванĕсене уçă тинĕсе те пĕрлех ăсатаççĕ.
Тĕлпулу кăмăллă самантпа вĕçленчĕ. Мурманска 20 çул каялла çул хывнă ушкăна ятарлă дипломсемпе чысларĕç центр хастарĕсем - Экватортан çурçĕрелле, Поляр унки леш енне çитнишĕн мухтаса. Унта вара, Мурманск чăвашĕсене ĕненес тĕк, пĕлĕт тусем çинчех выртать, çырана икĕ тинĕс çапать, Арктика сывлăшĕ чуна пăлхатать, унтан та ытла - çынсем... тĕнче хĕрринче пурăнаççĕ! Авă ăçта çула тухмалла - тĕнче хĕррине çитсе курас тесен! Пушшех те - тăванăмăрсем хăнана яланах хапăл.
Валерий Туркайпа Светлана Асамат йăхташăмăрсене хăйсен кĕнекисене парнелерĕç.