Пулаймарăм эп сан мăшăру
«Атя, студент чухнехине аса илер. Атăл хĕрринче уçăлса çÿрĕпĕр. Кафере апатланăпăр», - сĕнет Петĕр. Вăл Мускавран ĕçлесе килнĕ ĕнтĕ. Ахăртнех, енчĕкĕ хулăн унăн. Килĕшес-и е çук-и? Вăт авланаймасть Петĕр. Çаплипех мана савнине калать, ыттисене юратаймасть имĕш. Мĕн тупнă вăл ман çумра? Ахăртнех, хăй те хуравлаймĕ.
Аслă шкулта вĕреннĕ чухне те юлташла кăна çÿренĕ унпа. Качча тухма палăртман. Общежити патĕнче мĕн чухлĕ кĕтмен пуль вăл мана. Хăш чухне курăнас мар тесе юриех кая юлса килеттĕм. Яш урăх хĕрпе вăхăта ирттерсен те ним чухлĕ те пăшăрханмăттăм. Уншăн савăнăттăм çеç. Çакăн пирки хăйне те каланă. Çук вĕт, хăпмасть манран.
«Эпĕ сана хамăн тăванпа паллаштарăп. Вăл та ман сăнлă», - тетĕп Петĕре. «Тÿрех икĕ хĕрпе тĕлпуласса халех кĕтме пуçлăп», - хĕпĕртенине пытармасть яш.
Кĕтерука савнийĕ пăрахнă, ăна пулах юлашки вăхăтра ниçтах та тухса çÿремест хĕр. Манăн ăна çав тери пулăшас килетчĕ, акă тинех кăмăлне уçма май тупрăм. Телее, вăл турткалашмарĕ. Çакна кăна кĕтнĕ тейĕн.
Петĕр трикопа, кивелнĕ футболкăпа çÿреме юратать. Те çавăнпа хĕрсем асăрхамаççĕ ăна? Катя çыпăçуллă тумланакансене юратни çинчен малтанах асăрхаттартăм. Тĕлпулăва пыма май пур таран килĕшÿллĕрех çи-пуç суйлама ыйтрăм. Халĕ хама та интереслĕ - мĕн тăхăнса килет-ши?
Хура костюмпа, чечек çыххипе çитсе тăнă вăл палăртнă вырăна. Авланма хатĕрленнĕ каччă пекех. Катьăпа иккĕшĕ пĕр-пĕрне килĕштернине тÿрех сисрĕм. Çавăнпах айккинелле пăрăнма тăрăшрăм.
Çулталăкран Петĕрпе Кĕтерук мана туй кĕрекине чĕнчĕç. Телейлĕччĕ вĕсем. Юратăва ĕмĕр тăршшĕпех упраса пурăнма сунтăм çамрăк мăшăра.
Тепрехинче ĕçтешĕн савнийĕ куç хывнă мана. Парне парать, тĕлпулăва чĕнет. «Эсĕ кăна кирлĕ мана», - тет. Пĕрле ĕçлекен хĕр умĕнче аванмарланаттăм. Юратнă çыннине туртса илнĕ пекех пулать-çке. Пĕр кун хайхискер ашшĕ-амăшне манпа паллаштарма ятарласах ялтан чĕнсе илнĕ. Çакна пĕлсен канăç çухалчĕ. Эпĕ пĕр шухăшласа тăмасăрах хĕр тантăшăм патне вĕçтертĕм. Ун патĕнчех çĕр каçрăм. Телефона тытмарăм. Çапла хăтланасса кĕтмен Çеруш манран сивĕнчĕ. Урăх килмерĕ те, шăнкăравламарĕ те.
Каччăсемпе кайран та паллашаттăм. Хăшне-пĕрне килĕштереттĕм те. Анчах нихăшĕнпе те çемье çавăрман. Çамрăк чухне улталанă мана...
Шкул хыççăнах пĕрле çитĕннĕ каччăпа пĕрлешме палăртрăмăр. Клубран ир енне тин киле таврăнаттăм. Манăн çие юлчĕ. Анчах кĕтмен çĕртен савниçĕм юнашар ял хĕрĕпе юратулла вылянине пĕлтĕм. Никама каламасăрах хырăм пăрахрăм. Йăнăш тунине хам та ăнланатăп. Кайран та çакăншăн татăлса йĕнине никама та кăтартман. Унтанпа урăх çие юлмасран хăратăп. Ача çуратайман арăмпа камăн пурăнас килтĕр? Никам та мар, пĕр хам çеç айăплă. Явапне те пĕчченех тытăп.
Екатерина ЦВЕТКОВА.