Хаксем çÿлеллех кармашаççĕ
Шупашкарта агропромышленноç комплексĕн, мониторинг, апат-çимĕç рынокĕн лару-тăрăвне йĕркелекен ыйтусемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.
Ют çĕршывран апат-çимĕç турттарассине чакарнă май потребитель рынокĕнчи лару-тăру палăрмаллах улшăнчĕ. Чикĕ леш енчен илсе килнĕ апат-çимĕç кăна мар, вырăнта туса илекеннин хакĕ те ши! те пи! хăпарса кайрĕ. Мĕнпе çыхăннă ку: рынок чухăнланса юлнипе е пайтаçăсем меллĕ самантпа усă курса услам ытларах илме хăтланнипе?
ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх - республикăра кăçалхи июльте потребитель хакĕсен индексĕ пĕлтĕрхи декабрьтипе танлаштарсан 108,9 процент пулнă, Раççейри кăтартуран 0,5 процент пĕчĕкрех. Хаксем асар-писер хăпарма тытăннине пăхмасăр çулталăк пуçланнăранпа вĕсене «çăварлăхлама» май килнех. Анчах кунта тепĕр тÿнтерле пулăм палăрнă: суту-илÿре йÿнĕ, суя апат-çимĕç курăнма тытăннă. Акă пĕр килограмм услам çăва 70 тенкĕпех сутаççĕ. Унăн пахалăхĕ вара иккĕлентерет. Ара, чăн-чăн услам çу икĕ хут хаклăрах. Тĕлĕнмелле, тавар чĕркемĕнчи предприяти адресне те суйса кăтартаççĕ. Апла суя çимĕçе ăçта хатĕрлесе кăлараççĕ? Иван Моторин суя апат-çимĕç вĕрентÿпе сывлăх учрежденийĕсене лекесрен асăрханма, тĕрĕслеве вăйлатма ыйтрĕ.
Январьте Чăваш Енре индекс 104,7 процентпа танлашнă пулсан, июньте - 99,9 процент. Чăн та, июльте каллех вĕсем хăпарма тытăнни сисĕннĕ. Апат-çимĕç вара палăрмаллах йÿнелнĕ: 106,9 процентран ?январьте% 99,7-е çитнĕ ?июльте%.
Çак тапхăрта кайăк-кĕшĕк ашĕ, сĕт, çăмарта, пахчаçимĕç сисĕмлех йÿнелнĕ. Вĕсене республикăра туса илни те ытлашши хакланма паман. Çулталăк пуçланнăранпа улма-çырла, чей, пулă кĕсьене самай пушатнă. Тавара чикĕ леш енчен турттарнă май хак валютăран юлмасть темелле, çÿлеллех кармашать. Хака чакармалли пĕртен пĕр çул - ют çимĕçе вырăнтипе улăштарни. Хальхи вăхăтра хамăр çĕршывра туса илекен улма-çырла суту-илÿре - 30-40, чей -10-15, пулă 75 процент кăна-ха. Таможня пĕрлĕхне нумай пулмасть кĕнĕ Кăркăсстан Республикинчи организацисемпе ĕçлĕ çыхăнăва йĕркелессипе малтанхи утăм тунă. Унти панулми, абрикос, груша, слива тата ытти улма-çырла пирĕн республикăшăн та ытлашши пулмĕ.
Хăшпĕр импорт таварне вырăнти пахчаçимĕçпе улăштарнине, сезонра продукци йÿнелнине шута илсен иккĕмĕш çур çулта инфляци шайĕ чакмалла. ЧР Экономика министерствин кăтартăвĕпе 2015 çул вĕçленнĕ тĕле инфляци 11,9 процентран иртмелле мар.
Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх - ялхуçалăх таварĕ туса илекен организацисем сутакан продукци индексĕн хакĕ кăçалхи июльте малтанхи уйăхринчен - 101,9, 2014 çулхи декабрьтинчен - 89,9, 2015 çулхи августринчен 108,4 процент шайĕнче пулнă.
2015 çулта республикăра çĕрулми 600 пин тонна пуçтарса илме палăртнă, ку вăл иртнĕ çулхин 103,4 проценчĕ, пахчаçимĕç - 145 тонна ?102,1 процент%. Палăртни пурнăçа кĕрсен Чăваш Енре пурăнакансене çĕрулмипе, пахчаçимĕçпе туллин тивĕçтерме май пур.
Ялхуçалăх организацийĕсен августри продукци хакĕсене тишкернĕ май çакă палăрнă: пĕр килограмм çĕрулмине - 9 ?иртнĕ çулхинчен 16,7 процент пысăкрах%, кишĕре - 15,7 ?45,5%, купăстана - 6,5 ?29%, пуçлă сухана 14 ?47,3% тенкĕпе сутнă. ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов каланă тăрăх - çанталăк лайăх тăрсан уй-хир ĕçĕсем те вăй илĕç. Пур хуçалăхра та çĕрулми, пахчаçимĕç кăларма тытăннă май хаксем чакмалла.
Хуçалăхсем сĕнекен хака пысăк тесе калаймăн. Анчах суту-илĕве çитнĕ тĕле вăл икĕ-виçĕ хут ÿсет.
- Эпир пĕр килограмм çĕрулмине 9 тенкĕпе сутатпăр. Пасарта вара ăна 20 тенкĕпе ярăнтараççĕ, - тĕлĕнĕвне пытармарĕ Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю» агрофирма ертÿçи Хасиятулла Идиатуллин.
Чăн та, хака виçесĕр тата сăлтавсăр хăпартакансене тĕрĕслесех тăраççĕ. Йĕркене пăсакансене явап тыттарма та тивнĕ. Анчах кашнин патне хурал тăратаймăн çав.
Кăçал çĕр ĕçченĕсене ака-суха ирттерме хакла ларчĕ. Çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем, саппас пайсем, техника, ытти хак ÿсни продукци хăйхаклăхĕнче сисĕнчĕ. Сăмахран, тыррăн вăл вăтамран 20 процент ÿснĕ. Ара, çак тапхăрта минерал удобренийĕ - 1,5, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсен хакĕ 2 хут хăпарнă, çунтармалли-сĕрмелли материалсем - 7 процент.
«Агро-инноваци» унитари предприятийĕн кăтартăвĕпе сĕт те хакланса пырать. 1-мĕш сортлă чĕртавар килограмĕ 16,51 тенкĕ ?НДС-па% тăрать ?пĕлтĕрхинчен 8 процент пысăкрах%. Тирпейлекен предприятисем ÿксе юласшăн мар. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх - августăн 10-мĕшĕ тĕлне пастеризациленĕ 1 литр сĕт ?сĕтри çу хисепĕ 2,5-3,2 процент% 43,05 тенкĕ тăнă. Федерацин Атăлçи округĕпе илсен Чăваш Ен ку енĕпе 12-мĕш вырăнта. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан 4,9 процент пысăкрах.
РФ Ялхуçалăх министерстви малтанлăха палăртнă тăрăх - çĕршывра кăçал 100 млн тонна яхăн тырă пухса кĕртмелле е пĕлтĕрхинчен 5 процент сахалрах. Чăваш Енре акнă лаптăксене шута илсен «сарă ылтăн» пÿлмене иртнĕ çулхи чухлех ?554 пин тонна% кĕмелле.
Августăн 17-мĕшĕ тĕлне республикăри предприятисем апат валли усă куракан тырă 28,9 пин тонна туяннă, çав шутра тулă - 24,2 пин, ыраш 4,7 пин тонна. Кăтарту пĕлтĕрхин 85 проценчĕ чухлĕ. Хальхи вăхăтра апат валли усă куракан 3-мĕш класлă туллăн пĕр тоннине - 9500, 4-мĕш класлине - 9200 ?иртнĕ çулхинчен 46 процент хаклăрах%, 1-мĕш тата 2-мĕш класлă ыраша 5800 тата 5600 тенкĕпе ?13,7 тата 21,7 процент% туянаççĕ.
Хаксем вылянса тăнине пăхмасăр «Чăвашçăкăрпродукчĕ» пĕрлешÿ майăн 21-мĕшĕнчен çăнăх хакне ÿстермен темелле. Предприятин тĕп директорĕн çумĕ Александр Дмитриев сăмахĕпе республикăри хуçалăхсенчен 20 процент кăна паха тырă туянаççĕ, ыттине аякран турттараççĕ. Хуçалăхсен тыррине пĕрлешĕве управа хываççĕ. Хĕлле саппас чакнă май ăна рынок хакĕпе туянаççĕ. Ку икĕ еншĕн те усăллă темелле: предприяти аякра чĕртавар шыраса çÿремест, хуçалăхсем вара тавара кирек хăш вăхăтра сутма пултараççĕ.
«Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕ» предприяти те хуçалăхсенчен пахчаçимĕç, çĕрулми туянма, управа илме хатĕр. Хĕл хырăмĕ пысăк, апла саппасра пуррине нимĕн çитмĕ. Сĕтел çинче апат-çимĕç çителĕклех пулни хаксене те ытлашши хăпарса кайма памĕ.
Лариса Никитина.