Комментировать

21 Авг, 2015

Тенеяль çырминчи Балтика тинĕсĕ

Мари Эл, Удмурт республикисен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Петрова-Ахтимирова - "Хыпар" хаçатăн çывăх тусĕ. Унăн вуншар тĕрленчĕкĕ кун çути курнă пирĕн кăларăмра. Роза Николаевна тăван йăла-йĕрке, культура çинчен тĕлĕнмелле хитре çырса кăтартать. Халăхсен хушшинчи туслăх теми те унăн хайлавĕсенче - тĕп вырăнта.

Çак кунсенче редакцие ун-ран çыру килчĕ. "Ачалăх вăрçă çулĕсенче иртрĕ. Тăвай районĕнчи Тенеяльне, эпĕ çуралса ÿснĕ тăрăха, вăрçă вăхăтĕнче Ленинград, Таллин, Воронеж хулисенчен эва-куированнăйсем килнĕччĕ. Туслă пурăнтăмăр. Пирĕн килте Иоганн Саакпа мăшăрĕ тăватă хĕл каçрĕç. Çемьере эпир пиллĕкĕнччĕ: асанне, анне тата виçĕ ача. Атте вăрçăраччĕ. Юрать, ĕне пулнă. Эпĕ шкула кайичченех вырăсла калаçма вĕрентĕм. Вăрçă нумай нуша кăтартрĕ. Пирĕн ял масарĕнче вунпĕр эстон çынни лăпкăн çывăрать. Çимĕкре ватăсене асăн-ма утатпăр масаралла. Эстони çыннисен вилтăпри умĕнче ча-рăнса тăрса пуç таятăп. Ялти ача-пăчана вĕсем çинчен каласа паратăп. Вăрçă тахçанах иртсе кайнă пулсан та суран халĕ те тÿрленмест... Сывпуллашнă чухне Сааксем пил парса хăварчĕç пире, ачасене. Туслă çыхăну кайран та татăлмарĕ", - çапла çырать вăл.

Роза Николаевнăпа хăйĕнпе тĕл пулса калаçрăмăр. Çĕннине, кăсăклине тата ытларах пĕлтĕмĕр унран. Тĕне кĕмен чăвашсен - Ахтимировсен - хĕрачи Роза мĕн пĕчĕкрен тавçăрулăхпа палăрса ÿснĕ. Иоганн Саак ăна, тăватă-пилĕк çулти шăпăрлана, Балтика тинĕсĕ çинчен час-часах каласа кăтартнă. Роза вара, вырăсла калаçма хăвăрт вĕреннĕскер, çухалса кайман, хăйсен çывăхĕнчи тарăн çырмари пĕвене тĕллесе: "Çакă-и вăл Балтийское море?" - тенĕ. Саакшăн çакă, паллах, кулăшла самант пулнă, унăн çутă пичĕ кулăпа çиçсе илнĕ. Тăван тăрăхне те аса илнĕ пулĕ. Иоганн тимĕрçĕ ĕçне лайăх пĕлнĕ. Çырмари тимĕрç лаççинче ĕçленĕ, ял çыннисене кĕрепле, пуртă, кĕреçе, хуçалăхра кирлĕ ытти хатĕре ăсталаса панă. Вăлах ялти çамрăка - Николай Федорова - çак ĕçе вĕрентсе хăварнă. Саакăн майри /ялта çапла чĕннĕ/ алă ĕçне маçтăр пулнă. Роза Ахтимирова валли те хитре япала чылай çыхса, çĕлесе панă.

- Воронежран пĕр çемье кăначчĕ - Лида ятлă хĕрачапа унăн ашшĕ. Амăшĕпе ытти ачи çул çинче бомба айне пулнă тетчĕç, - аса илет Роза Николаевна. - Çакскерсем Питмăрса çуртĕнче пурăнчĕç, вăл пушăччĕ. Лидăпа эпĕ те туслăччĕ. Тăмран пылак "çимĕç" хатĕрлеттĕмĕр, "хăналла" выляса йывăр кунсене ирттереттĕмĕр. Лидăн ашшĕ колхоз валли çăкăр пĕçеретчĕ. Вĕсем пирĕн ялта çулталăк ытла çеç пурăнчĕç, тăван хулине ирĕке кăларсанах каялла тухса кайрĕç. Ленинградран килнĕ Тоня аппа вара пирĕн ялтах юлчĕ. Иван Федоров учителе качча тухрĕ, чăвашла аванах калаçатчĕ. Тоня чылай вăхăт сутуçăра ĕçлерĕ. Икĕ ывăлĕ Мускавра тĕпленчĕ. Иван Федорович çĕре кĕрсен ывăлĕсем патне куçса кайрĕ. Халĕ вăл та пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Сааксем çинчен тата çакна калама пултаратăп: вĕсен ывăлĕ Артур коммунист пулнă, анчах çамрăклах çĕре кĕнĕ. Таллинри хваттерне /Томсер урамĕнчи 13-мĕш çуртри хваттере/ мана халалласа хăварнă. Апла пулин те эпĕ унта кайса та кураймарăм. Тĕлĕнмелли, акă, мĕн: Иоганпа кÿршĕллĕ пирĕн ял хĕрарăмĕ Степанида Краснова пурăннă. Степанида Егоровна вĕсем çинчен пĕлтерсех тăратчĕ. Юлашки çырăвĕнче çак йĕркесем пурччĕ: "Вĕсем вилчĕç. Эстонсем ытти халăхпа хутшăнасшăнах мар..."

Тенеяльне эпир те çитсе куртăмăр. Хальхи вăхăтра 139 килĕллĕ ялта 343 çын пурăнать, чылай çурт пушă ларать. Шел, вăхăт иртнĕçемĕн вăрçă ачисем те сахалланса пыраççĕ. Эпир Фекла Андреевăпа, Нина Нагасовăпа тата Перасковья Афоновăпа тĕл пулса калаçрăмăр. Мĕн астăваççĕ-ха вĕсем вăрçă çулĕсенчи ял пурнăçĕ çинчен?

Фăкла Андреева 1937 çулта çуралнă. "Пирĕн сакăр ача пулнă, атте Канашри вакунсем юсакан заводра ĕçлетчĕ. Аслă пичче Санькка, вăл 1925 çулта çуралнă, вăрçăра пулчĕ, вăрçă чарăнсан та час таврăнаймарĕ, 1949 çулта çеç кĕтсе илтĕмĕр ăна. Эстонецсем пирĕнпе юнашар Павел Федоровсем, Катя аппа патĕнче пурăнатчĕç. 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче, раштав сиввинче, окоп, "трасса" чавма килнисем пирĕн патăмăрта та чарăннăччĕ. Ялта вăрçă çулĕсенче те ача сачĕ ĕçлетчĕ. Унта эстонсен ачисем те çÿретчĕç, вĕсен ашшĕ-амăшĕ колхоз ĕçне хутшăнатчĕ, - аса илет Фăкла Ильинична. - Çимелли çукчĕ, çуркунне паранкă ани çине крахмал пухма каяттăмăр, çулла уткăшкар çулçине типĕтсе яшка пĕçернĕ. Анне тырă вырма илсе тухатчĕ. Маша Афонова килĕнче çĕвĕ цехĕ ĕçлетчĕ. Унта фронт валли япаласем çĕленĕ. "Швейнăй хĕрĕсем" /çапла калатчĕ Машук аппа вĕсем çинчен аса илнĕ май/ хушшинче эвакуированнăйсем те пулнă".

Нина Нагасова 1942 çулта çуралнă, çавăнпа вăл вăрçă вĕçленнĕ тапхăра çеç лайăх тĕшмĕртет.

- Эпĕ Роза Николаевнăн кÿрши пулатăп. Вĕсем патĕнче пурăннă Сааксене кăшт çеç астăватăп. Сăпайлă çынсемччĕ. Манăн ик-кĕмĕш сыпăкри аппа Степанида Краснова Таллинра Сааксен кÿрши пулнă. Аппа каланă тăрăх - эстонсем вырăсла калаçнине юратман. "Лавккана тухсан чăвашла пуплетпĕр", - тетчĕ.

Перасковья Афонова вăрçă пуçланнă çул виççĕмĕш класа кайнă.

- Пирĕн çемьене 1931 çулта кулак тесе айăпларĕç, çурта туртса илчĕç. Атте кайран мунча пек пĕчĕк пÿрт лартрĕ. Хамăрăн йыш та пысăк пулнă, апла пулин те "трасса", "ловушка" чавакансем валли кĕтес тупса патăмăр. Вĕсем Чукçырми ялĕнченччĕ. Куç умĕнче халĕ те çакăн пек ÿкерчĕк тăрать: ирпе ирех хура тумлă çĕршер çын хирелле утать, хĕвел анса тĕттĕмленсен çав халăх каялла таврăнать. Апатне мунчара хатĕрлетчĕç, урайне улăм сарса канма выртатчĕç. Чăтнă вĕт-ха. Эстонецсем ун чухнех уйрăлса тăратчĕç: типтерлĕччĕ, шурă шăлаварпа, шукăль çÿретчĕç. Сăмахран, Ленинградрисем пĕр кĕпе вĕççĕн килсе кĕнĕччĕ яла, кусем - чăматансемпе.

"Трасса", "ловушка", окоп... Халĕ те упранса юлнă вĕсем ял çывăхĕнче. Юлия Егорова библиотекарь пире 75 çул каялла çĕршер, пиншер çын вăйĕпе ял çумĕнче хÿтлĕх траншейи, дзотсем /"трасса" теççĕ ăна Тенеяльсем паян кунчченех/ чавнă вырăнсене илсе çитерчĕ. "Трасса" Тăвай сăртĕнчен пуçланса Тенеяльпе кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи Виçпÿрт ялĕ таранах тăсăлать.

Юлия Николаевна пире ял масарне те илсе кайрĕ. Эстонсен вилтăприсене пуç таяс терĕ­мĕр. Шел, хальхи вăхăтра ялта пурăнакансенчен нихăшĕ те çав вырăнсене астумасть иккен. Кунти ватă юмансăр пуçне пулĕ. Тăватă-пилĕк çын ытамне çеç вырнаçакан йывăç каласа пама пултарнă пулсассăн мĕн-мĕн кăна пĕлместĕмĕр пулĕ. Çапах та ял халăхне хурлас теместĕп. Тĕслĕхрен, Юлия Егоровăнах илер. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вăл "Тенеяльсен паттăрлăхĕ" хăйнеевĕрлĕ кĕнеке хатĕрленĕ. Унта пĕчĕк ялăн çыннисен вăрçăри тата тылри ĕçне-хĕлне тĕплĕн çутатса панă.

Тенеяльтен вăрçа 144 вăй-питти çын тухса кайнă, 91 яшпа арçын каялла таврăнайман. Аслă Çĕнтерÿре Тенеяль хĕрĕсен тÿпи те пур. Мария Николаева, Мария Сергеева, Фăкла Матвеева фронтра арçынсемпе тан çапăçнă. Филипп Васильев, Леонтий Иванов, Степан Лаврентьев, Николай Ахтимиров /вăл хăй ирĕкĕпе кайнă, политработник пулнă/ çĕршыва хÿтĕлеме чи малтан кайнисен шутĕнче. Шел те, вĕсенчен пĕри те вăрçă хирĕнчен каялла таврăнайман. Ялти пĕрремĕш шофер Архип Павлов фронта хăй çÿрекен "полуторка" машинипе тухса кайнă. Берлина çитнĕ.

Ентешсем вăрçă хирĕнче пат-тăррăн çапăçнă вăхăтра тăван ялĕ çинчен те манса кайман. Кол-хоз правленине тĕрлĕ фронтран çырусем килсех тăнă. "Тенеяльсен паттăрлăхĕ" кĕнекере çакăн пек йĕркесем пур: "...Все мы здесь настроены по-боевому. А вы, товарищи колхозники, всеми си-лами поддерживайте в колхозе порядок, не давайте хозяйству упасть, хотя и трудно сейчас без нас..." Çак йĕркесене Петр Сичуркин учитель çырнă.

Вăрçă тухнă кун Тенеяльсен асĕнче мĕнле юлнине педагогика ветеранĕ Вениамин Терентьев чуна витермелле çырса кăтартнă: "...Эпĕ, пиллĕкмĕш класс вĕренсе пĕтернĕ пионер, çав кун ытти ачасемпе пĕрле тулă пуссинче çум çумлаттăм. Хĕрсех ĕçлерĕмĕр. Колхозниксем вăрманти "Кĕтÿ çулĕ" текен уçланкăна кăнтăрлахи апата пуçтарăнчĕç. Ял енчен пĕр юланутçă пирĕн паталла чуптарса килнине асăрхарăмăр. Хашкакан лаша çинчен палламан çын анчĕ те колхоз председательне Петр Филиппова çыру тыттарчĕ. "Вăрçă пуçланнă", - терĕ Петр Филиппович çырăва вуланă хыççăн. Ку кĕтмен хыпар уяр çанталăкра аçа çапнă пекех пулчĕ, çынсем нимле сăмах хушма пĕлмесĕр пĕр вăхăт хушши хытса кайнă пек тăчĕç..."

Вăрçă пуçлансан Тенеяльне эвакуаци йĕркипе Эстонирен пĕр ушкăн çын куçса килнĕ. Акă, вĕсен ячĕсем: Алексей Бойцов, Николай Груздев, Иоганн Саак, Туль Эллисе, Ида Селберг, Натали Кари, Александра Келитанова, Анастасия Суворова, Екатерина Сабилова, Иван Шалапиев. Ытти тăрăхран - Ленинградран, Воронежран - килнисен тулли списокĕ, шел те, упранса юлман. Эвакуированнăйсем ял çыннисемпе пĕрле колхоз ĕçĕсенче вăй хунă.

"Колхозник Чувашии" танк ко-лонни тума ял халăхĕ 10 пин тенкĕ укçа пуçтарса панă, колхоз правленийĕ 20 пин тенкĕ хывнă, "Комсомолец Чувашии" эскадрилья валли - 12 пин тенкĕ.

"Хĕрлĕ обозсем" йĕркелесе Вăр-мара тырă, ытти çимĕç леçнĕ. Çак ĕçе ютран килнисем те хутшăннă. Эпир, тĕрлĕ халăх çынни, пĕр шухăшлă, пĕр кăмăллă, пĕр йыш пулсан Тăван çĕршывăмăра тăшманран хăвăртрах тасатасса пурте ăнланнă.

Надежда СМИРНОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.