Ман шăллăм Эктел
Пурăннă пулсан, иртнĕ ĕмĕрĕн 1980 çулĕсен вĕçĕнче хăйĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе тăван республикăра кăна мар, вăтам Атăлпа мăнаçлă Çĕпĕр хутлăхĕнче те палăрма пуçланă Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Тăван Атăл» журналăн тата Чăваш Енри таврапĕлÿçĕсен Алексей Милли ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ Василий Эктел кăçалхи хĕл вĕçĕнче 65 тултармаллаччĕ. Шел, тивĕçлĕ канăва тухиччен те пурăнаймарĕ вăл. Василий Петрович яланлăхах çутă тĕнчепе сывпуллашнăранпа иртнĕ тунтикун вунă çул çитрĕ.
Виличчен хăй темиçе кун маларах ыйтнине шута илсе Василие Елчĕк тăрăхĕнчи Лаш Таяпари масарта чысласа пытартăмăр. Шăп панулми сăпасĕн хĕвеллĕ кунĕччĕ. Хурлăхлă митинга республикăри Профессионал писательсен союзĕн вăл вăхăтри ертÿçи, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай уçрĕ. Чире пула пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă талантлă писатель, ÿнерçĕ тата канăçсăр таврапĕлÿçĕн тупăкĕ умĕнче çавăн пекех Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш халăх художникĕ Николай Енилин, Лаш Таяпари вăтам шкулта Василипе пĕр класра вĕреннĕ Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Воробьев, вĕсен юратнă учителĕсем, çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем сăмах каларĕç.
Ĕненес те килмест: унтанпа вунă çул иртрĕ. Апла пулин те литературăпа искусствăна юратакансем, хамăр республикăра пурăнакансем кăна мар, тулай чăвашĕсем те Эктеле тăтăшах аса илеççĕ.
1960 çулсен пуçламăшĕнче пирĕн Лаш Таяпари вăтам шкулта чăваш литературине кÿршĕллĕ Пăва районĕнчи Элшелĕнчен килнĕ, пысăк тавракурăмлă çамрăк педагог Роман Чепунов вĕрентрĕ. Эпир, 6-8-мĕш классенче вĕренекен çирĕме яхăн ача, вăл ертсе пынă кружока çÿреттĕмĕр, алăпа çырса «Сунтал» журнал кăлараттăмăр. Туслă çак йышра чи çамрăкки тата пĕчĕкки - манран икĕ çул çурă кĕçĕнрех шăллăм Василиччĕ. Литература кружокĕнче Роман Андреевич каланине питĕ тимлĕн итлесе ларатчĕ, унтан киле каятчĕ. Эпир вара, Ваççăран темиçе çул аслăраххисем, питех васкаман: стена хаçачĕ кăларнă, Чепунов хăй çырнă хайлавĕсен е XIX ĕмĕр вĕçĕнче Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ Григорий Тимофеевăн «Тăхăрьял» кĕнекин сыпăкĕсене вуланă.
Василин пĕрремĕш сăввисем чи малтан районти «Колхоз ялавĕ» /1997 çултанпа «Елчĕк ен»/ хаçатра кун çути курчĕç. Çавăн хыççăн вăл часах республикăри «Пионер сасси» хаçатра та пичетленме пуçларĕ. 1966 çулхи кĕркунне 10-мĕш класри хастар комсомолец, шкулти стена хаçачĕн редакторĕ хăйĕн карикатурăллă кăсăклă пĕр ÿкерчĕкне «Капкăн» журнала ярса панă. Пичетлерĕç. Ĕçне хапăлласах йышăнни, малашне тата та тухăçлăрах ĕçлеме ырă сунни ăна питĕ хавхалантарчĕ.
Хамăр таврашри аслă ăрури ÿнер ăстисенчен /Элмек Иванĕ, Николай Енилин, Юрий Ксенофонтов т.ыт.те/ тĕслĕх илсе, тăван ялти шкула пĕтерсенех И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне вĕренме кĕчĕ. Кунта хастар студент аслă юлташĕпе Николай Енилинпа /Неççи Кулипе/ пин çул каяллахи Авалхи Пăлхар патшалăхĕн чи ватă хулисене Пÿлере тата Пăлхара кайса килнĕ хыççăн 1971 çулта хăйĕн сăввисене «Эктел» хушма ятпа пичетлеме пуçларĕ.
Эктелĕн чи юратнă чăваш генийĕ е хăйнеевĕрлĕ идеалĕ вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ К.В.Иванов шутланнă. Унран Василий сăвăсемпе ытти хайлавне илемлĕ çырма та, картина ÿкерме те вĕреннĕ. Педагогика институтĕнче вара Лаш Таяпа каччи РСФСР халăх художникĕнчен Н.В.Овчинников профессортан тата хăйĕнчен вунпĕр çул аслăрах, çак аслă шкултах ĕçленĕ ентешĕнчен Ю.Ксенофонтов доцентран ытларах тĕслĕх илнĕ. Николай Васильевич ертсе пынипе шăллăм 1972 çулхи çĕртме уйăхĕнче диплом ĕçĕ вырăнне «Пусă умĕнче» картина тăратнă. Экзамен комиссийĕ ăна «5» паллăпа хакланă.
Педагогика институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра кашни эрнерех И.Н.Ульянов университетне çÿренĕ. Кунта вăл вăхăтра паллă ăсчах тата таврапĕлÿçĕ Виталий Станьял ертсе пынă «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕ лайăх ĕçленĕ. Хĕрĕх çул ытларах каялла унтан литературăн анлă çулĕ çине тухма пуçланă Раиса Сарпи, Василий Кервен, Любовь Федорова, Николай Кушманов, Афалек Энтепе, Любовь Мартьянова, Валерий Кошкин, Юлия Силэм çамрăк çыравçăсемпе туслă пулнă. Вĕсемпе пĕрле хавхаланнă. Вăл вăхăтра çулленех «Çеçпĕл çеçкисем» сборник тухатчĕ. Василий хăйĕн сăввисене унта пичетленĕ. 20 çулти студент çамрăк поэтсен республикăри конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн та йышăннă.
Чăваш патриархĕ Иван Яковлев ячĕллĕ Шупашкарти пĕрремĕш аслă шкултан вĕренсе тухсан вăл Узбекистанри Наманган хулине ĕçлемешкĕн кайма килĕшнĕ. Кунта икĕ çул политтехникумра черчени тата рисовани вĕрентнĕ. Вăтам Азири авалхи шĕкĕр хуларанах ăна Совет Çарне илнĕ. Икĕ çула яхăн Инçет Хĕвелтухăçĕнче хĕсметре пулнă хыççăн аслă пĕлÿллĕ сержант тăван Елчĕк районне таврăнать. Райĕçтăвком председателĕ Николай Архилин сатур салтака районăн тĕп архитекторĕнче ĕçлеме сĕнет. Яваплă çак ĕçре пилĕк çул вăй хурса тÿрремĕнех шкулсем, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем, пурăнмалли çуртсем, пысăк колхозсемпе хăшпĕр саласен малашнехи планĕсене калăплас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ.
- 1970 çулсен варринче район архитекторĕ пирĕн вăтам шкула пуçласа килчĕ. Вырăнти лару-тăрупа кăсăкланиччен Василий Петрович пирĕн тăрăхран тухнă поэтсемпе, журналистсемпе, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулта вĕреннĕ СССР премийĕн лауреачĕн Петр Переполкин академикĕн, геологипе минералоги ăслăлăхĕн докторĕн Леонид Карсаков профессорĕн, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш драма театрĕн художникĕн Николай Максимовăн тата пирĕн тăрăхран тухнă ытти паллă çынсен кунçулĕ тата вĕсен хальхи пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. Çавăн хыççăн вара ялти вăтам шкулăн икĕ хутлă çĕнĕ çуртне 1980 çулсенче хăпартас пысăк ыйту тавра калаçма пуçларăмăр. Василий Петрович пирĕн ял аталанăвĕн историне яланлăхах кĕрсе юлнă, - тенĕччĕ виçĕмçулхи тĕлпулура шкул директорĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçленĕ С.Шелтуков.
1980 çулсенче Василий чăваш телевиденийĕнче тата «Ялав» журнал редакцийĕнче ĕçлерĕ. Çак вăхăтра виçĕ кĕнеке кăларма мехел çитерчĕ: «Иртнĕ кун çути», «Çĕре тăнлатăп» тата «Чи хитри». 1968 çулта ăна СССР Писательсен союзне йышăннă хыççăн Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер «Ялав» журналăн илемлĕх редакторĕнче ĕçлеме сĕннĕ.
Çав вăхăталла В.Эктел сăвăран ытларах прозăпа кăсăкланма пуçларĕ, хаçат-журналта ÿнер искусствоведенийĕн тата литературоведени темисемпе тарăн шухăшлă 50 ытла статья çырчĕ. 1994 çулта унăн çĕнетÿ тапхăрĕнчи йывăр тата пăтрашуллă пурнăçа сăнлакан «Шавкăн» романĕ пичетрен тухрĕ. Çав çулсенче хăшпĕр хайлавĕ Мускаври, Пушкăртстанри, Тутарстанри тата Ташкентри кăларăмсенче те кун çути курчĕ.
Вунултă çул каялла Василий Петрович «Калем» издательствăн ĕçне йĕркелесе янăччĕ. 2005 çулччен 113 кĕнеке кун çути кăтартрĕ. Вăл ытларах ĕлĕкрех питех палăрса кайман, анчах та паянхи кун темипе çыракан пултаруллă поэтсемпе прозаиксен хайлавĕсене пичетлес тĕлĕшпе тăрăшрĕ, Атăлпа Урал тăрăхĕнче пурăнакан чăваш çыравçисен кĕнекисене кăларас тĕлĕшпе нумай вăй хучĕ.
Юлашки çулсенче Эктел калавсемпе эссесем, «Пархатар» роман, «Ÿсĕр карап» трагеди, «Лили» повесть çырчĕ. Хăйĕн хайлавĕсенче писатель вулакан умне тарăн шухăшлавĕпе паянхи пурнăç тĕллевĕсемпе çаврăнса çитет. Çавăнпа та вĕсем чĕрĕ ÿкерчĕклĕ, витĕмлĕ тата ĕнентерÿллĕ. «Çĕпĕр çулĕн çутипе» тата «Туран рапсодийĕ» эссесенче автор чăваш çырулăхĕнче халиччен çирĕпленнĕ çулçÿрев очеркĕн пĕлтерĕшне урăхларах шая çĕклет, Вăтам Азипе Çĕпĕр тăрăхĕсенче пурăнакан халăхсемпе Чăваш Ен хушшинчи çыхăнусене илсе кăтартать.
Ĕмĕчĕсем ытла та пысăкчĕ Эктелĕн, темиçе кĕнеке кăлармалăх та материалсем, тĕрлĕ йышши архив докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕччĕ вăл. «Калем» издательствăн ĕçне çÿллĕрех шая çĕклессишĕн тăрăшатчĕ. Шел те, çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче хăйне-хăй кирлĕ пек упраймасăр пиртен иртерех уйрăлса кайрĕ. Унăн çутă сăнарĕ яланах асра.
Петĕр ЛАШТАЙ.
Автор архивĕнчи сăнÿкерчĕкĕсем