Комментировать

20 Авг, 2015

“Арăма икĕ аллăмпа ыталасчĕ”

Рулĕ умне ларса хирелле вĕçтернĕ май хăрах алăллă /вăл та пулин кăлтăк/ трактористăн пуçне мĕнле шухăшсем кĕнине пĕлейместĕп, анчах чунĕ юрланине пĕр иккĕленмесĕрех калатăп. Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçри Андрей Еливанов сусăррине пăхмасăр тулли пурнăçпа киленме, ĕçлеме пултарать. Çын куçĕнчен пăхмасть, пысăк çемйине хăех тăрантарать вăл. Алăсăр юлсан та пурнăç техĕмлĕхне çухатман. Анчах çак арçынна мĕн чухлĕ йывăрлăх парăнтарма тивнине тавçăрасси çеç юлать пирĕн.

Ытти ача-пăча пекех, каникулта Андрей урамра йытă хăваласа çÿремен, совхоза ĕçлеме тухнă. Ашшĕ, ăста механизатор, ăна хăйĕнпе пĕрле хире илсе кайнă. Техникăна тĕшмĕртме тытăннă 14-ри ывăлне комбайнер пулăшуçине йышăннă. Анчах 1986 çулта утă вăхăтĕнче çавнашкал инкек çитессе пĕлнĕ пулсан-и?.. Андрея ашшĕ трактор патне çывăха та пыртармĕччĕ.

Комбайн уйра утă çулнă. Юсав вăхăтĕнче ачан сулахай алли çаврăнакан хатĕре кĕрсе кайнă. Андрей ăна сылтăммипе туртса кăларма хăтланнă. Алли шăнăртан çапкаланса тăнине çеç астуса юлнă вăл, кайран хытă ыратнине пула тăнне çухатнă. Çав вăхăтра ашшĕ ывăлне васкавлă медпулăшу панă, жгут çыхса юна юхма чарнă. Ачин аллисене хутаçа чикнĕ те машина чĕнсе çывăхри аэропорта илсе кайнă. Унтан «кукурузникпе» Хусана больницăна ăсатнă.

Тухтăрсем Андрейăн икĕ аллине те çĕленĕ. Анчах сулахаййине, пĕрремĕш аманнине, йĕркеллĕ сыпăнманран кайран касма тивнĕ. Тепри майĕпен-майĕпен хăйĕн ĕçне пурнăçлама тытăннă. Пÿрнесем малтанах хуçине итлесшĕнех пулман. Кашăк тытма, тумланма... йăлтах çĕнĕрен хăнăхма тивнĕ.

Тепри пулсан сусăр тесе янттине кĕтсе ларĕччĕ, хăйĕн тавра тĕпĕртеттерĕччĕ. Анчах Андрей ун йышши мар. Кахалли - сăлтав, ÿркенменни май шырать теççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл руле икĕ енчен кантрапа çыхса велосипедпа ярăнма вĕреннĕ. Унтан мотоцикл çине куçнă. Кайран трактор рулĕ умне ларнă. Калама-çырма кăна çăмăл, мĕн тери тÿсĕмлĕх, вăй-хал кирлĕ пулнă çамрăк чуна?

19-ти каччă совхоза хир хуралçине ĕçлеме тухнă. Уйран уя лаша утланса çÿренĕ, анасене выльăх кĕрсе таптасран асăрханă вăл. Çамрăк чухне Андрей Еливанов клубри ташă каçĕсенчен те юлман, хĕрсемпе те çÿренĕ. Анчах Турă çырни 30-тан иртсен кăна тупăннă.

Хăçан тата кама юратассине эпир пĕлместпĕр çав. Фермăра кĕтÿçĕре тăрăшакан Андрей 4 ачаллă тăлăх арăма, хăйĕнчен 8 çул аслă Маринăна, куç хывнă. Дояркăра ĕçлекен хĕрарăм çак яла 1988 çулта Шупашкар районĕнчи Анаткас Тăрăнтан качча килнĕ. Упăшки Гена та фермăра выльăх пăхнă. Пĕррехинче вăл киле таврăнман. Арăмĕ шырама кайнă та фермăра унăн виллине тупнă. Çамрăк хĕрарăма ачисене пĕччен ÿстерме, хуçалăх тытса тăма çăмăл пулманах. Упăшкине пытарнă хыççăн виçĕ çул иртсен Марина Андрейпа пурăнма тĕв тытнă. Çĕр çинчи икĕ чун пĕрлешсе пĕр-пĕрне телей кÿнĕ. Паллах, Андрейăн арăмне икĕ алăпа ыталас килнех ĕнтĕ. Анчах пурнăç çакăн çинче кăна тытăнса тăмасть-çке. Чи кирли - пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланни, пĕр-пĕриншĕн тĕрек пулни.

Хăшĕ-пĕри çын ачине мар, хăйĕн тĕпренчĕкне те пăхаймасть. Андрей вара арăмĕн ачисене хăйĕн пекех йышăннă. Арçын ачасене вăл техникăпа туслаштарнă, трактор-машина юсама, çÿреме вĕрентнĕ. Вĕсем хăйсен хушшинче тăван мар ашшĕне «папаша» тесе чĕннĕ.

Кашни арçын хăйĕн тĕпренчĕкне тытса курма ĕмĕтленнине шута хунă хĕрарăм. Пĕрле пурăнма пуçланă хыççăн çулталăкран 38-ти Марина тепĕр пепке, хĕр пĕрчи, çуратнă. Çапла вĕсен çемйи татах та çирĕпленнĕ. Халĕ Маринăпа Андрейăн килĕ-çуртне ача-пăча тултарнă, мăнукĕсем те чупса çÿреççĕ.

Пултарулăхĕпе чапа тухнă инвалид сахал мар. Алăпа мар тăк, урапа темтепĕр ăсталакан, кирек епле ĕçе пурнăçлакан историе кĕрсе юлнă гени пайтах. Акă, тĕслĕхрен, Джон Уэда, алăсăр çуралнăскер, пин-пин мобильник юсать, картинăсем ÿкерет. Паралимп вăййисем хăйсемех сусăрлăх приговор маррине çирĕплетеççĕ. Çакна та каласа хăварас килет: сывă, вăйпитти тепĕр çын та чун çирĕплĕхĕ тĕлĕшĕнчен вĕсене çитеймест. Наянлăхне пула яланах нăйкăшакана, такамран пулăшу кĕтекене халăхра «кăмăл-сипет инваличĕ» теççĕ. Унашкаллисем, сурчăк сирпĕтсех пуян тăванĕсене, патшалăха ылханакансем, шел те, йĕри-таврах.

Инвалид пулса тăни - тĕнче пĕтни мар», - шухăшлать Андрей Григорьевич. Вăл сывлăх кăлтăкне хăнăхнă кăна мар, ĕçлемешкĕн, халăха усă кÿмешкĕн шалти вăй-хăват та тупнă. Андрей пурнăçа ÿпкелемесĕр сăмах вакларĕ. Йăлтах йĕркеллĕ унăн, ачи-пăчи чĕрĕ-сывă, савнă мăшăрĕ юнашар, килĕ-çурчĕ хăтлă, выльăх-чĕрлĕх картиш тулли, пÿрт умĕнче техника ларать... Тĕрĕссипе, пирĕнпе калаçма та вăхăт çукчĕ, утă çулма каймаллаччĕ. Çапла, ахаль лармасть вăл, кÿршисене те пулăшать.

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.