Комментировать

18 Авг, 2015

Клубсăр ялти "хĕвел çути"...

Яла юлнăшăн, кунтах çемье çавăрнăшăн пĕрре те ÿкĕнмест вăл. "Атте-аннепе юнашар пулни аванрах", - тет. Юратнă ĕç пурри те ăна хавхалану, вăй-хăват кÿрет. Çапла шутлать Улатăр тăрăхĕнчи Кивĕ Эйпеçри Марина Лебедева. Марина Геннадьевнăна Кивĕ Эйпеçсен Нарспийĕ те, Салампийĕ те... теме пулать. Вăлах артистка, режиссер, эстрада юрăçи те...

Ялти культура пурнăçне йĕркелесе пыраканĕсенчен пĕри вăл.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи филологипе культура факультечĕн театр уйрăмĕнчен 2006 çулта вĕренсе тухнăранпа ялти культура çуртĕнче режиссерта ĕçлет. Малтанах çур шалупа кăна. Çав хушăрах ялти шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентнĕ. 2009 çулта çамрăк специалист чунĕ туртнипе пуçĕпех культура çуртĕнче тĕпленсе ĕçлеме пуçлать.

- Культура çурчĕ... Шел, ячĕ кăна тăрса юлнă, клуба юхăннăран 10 çул каяллах ишнĕ. Вулавăшра пуçтарăнатпăр. Халăх театрĕ пирĕн лайăх ĕçлет. Вăл чылай çул каяллах йĕркеленнĕ. Хам ĕçлеме пуçласан эпĕ ăна "Ăру" ят патăм. Мĕншĕн тесен пирĕн театр тĕрлĕ ăрăва пĕрлештерет. Кунта аслăраххисем те, ваттисем те, ачасем те çÿреççĕ. Ĕçлеме пуçлансанах "Çулташ" ача-пăча ушкăнне те йĕркелесе ятăм. Унта кĕçĕн классенче вĕренекенсем те, аслăраххисем те çÿреççĕ. Вĕсемпе çулсеренех республикăра ирт-терекен "Юмах фейерверкĕ" конкурса хутшăнатпăр. Тăтăшах малти вырăнсене йышăнатпăр. Çавăн пекех пирĕн "Ахрăм" фольклор ушкăнĕ те, "Янра, юрă" вокал ансамблĕ те пур. Тăватă çул каялла вара "Кĕмĕл сасă" эстрада ушкăнне йĕркелерĕм. Кунсăр пуçне клуб çумĕнче, тĕрĕсрех "вулавăшра" темелле ĕнтĕ, эпир 10 ытла кружок ĕçне йĕркелесе пыратпăр. Вĕсене ачапча питĕ юратса çÿрет. Спектакльсемпе концертсене клуб çуккипе шкулти акт залĕнче лартма тивет. Унта темшĕн халăх пухăнасшăнах мар çав. Клубах кирлĕ те... - клуб çинчен асăнсанах сăнĕ тĕксĕмленет Марина Геннадьевнăн.

Кивĕ Эйпеçсем ăсталăха ÿстерес, пултарулăха аталантарас тĕллевпе Патăрьел районĕнчи чылай яла çитнĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем лайăх кĕтсе илни вĕсене тата та хавхалантарнă. Гастрольсене ытларах та ытларах çÿреме тытăннă. "Чăн малтан Упамсана кайрăмăр. Вĕсем патне аслă ăрури артистсем маларахах çул хывнă пулнă. Унта пурăнакансем театра питĕ юратаççĕ. Спектакль вĕçленсен ура çине тăрса 10-15 минут хушши тăвăллăн алă çупаççĕ. Çăл Атăка кайрăмăр та - çавăн пекех тарават кĕтсе илчĕç. Арçынсем шкул умĕнчи клумбăра пĕр чечек те хăвармарĕç пулĕ. Çыххи-çыххипе йăтаççĕ те йăтаççĕ. Ун хыççăн вара Чеменсемпе Шăхачсене те, Нăрваш Шăхальсемпе Каншелсене те, Пăлапуç Пашьелсемпе Пăлапуç Нурăссене те хамăр пултарулăхпа савăнтартăмăр. Çунатланса кайнипе Каçал тăрăхĕнчи Шурутпа Çĕнĕ Мăрата та çитрĕмĕр вĕт! Улатăр районĕнчи хамăрпа юнашарти чăваш ялĕсенче те - Суйкăнпа Çĕнĕ Эйпеçре - кăтартатпăр спектакльсене, анчах унти халăх Патăрьелсем пекех хастар мар. Пирĕн ялсем вара театра питĕ юратаççĕ. Манăн шухăшпа çакăн тымарĕ аваллăхпа çыхăннă. Степан Лашман çыравçă, драматург пирĕн ялта 1916 çултах театр кружокне йĕркеленĕ пулнă. Вăл пуçарнипех ялти пултаруллă çынсем спектакльсем лартнă. Çак туртăм çулран-çул аталансах, вăй илсех пынă. Эпир гастрольсене концертпа та çÿретпĕр. Виçĕ пайран тăрать вăл. Пĕрремĕшĕнче - фольклор, иккĕмĕшĕнче вара спектакль сыпăкĕсем, вокалпа эстрада юррисемпе вĕçлетпĕр. "Питĕ интереслĕ сирĕн концерт. Мĕншĕн билет хакне 40 тенкĕ кăна тунă эсир? Хакне Шупашкарти артистсенни пекех тумалла сирĕн", - сĕнеççĕ пире Патăрьел районĕнче пурăнакансем. Хамăра валли виçĕ тĕрлĕ чăваш кĕпи çĕлеттертĕмĕр. Тухьясене те хамăрах çĕ-нетрĕмĕр. Куракансем ăна тÿрех асăрхарĕç. "Эсир çĕнĕ тухьясем туяннă-им?" - терĕç," - хавхаланса каласа кăтартать Марина Геннадьевна.

 

 "ТЕАТР ĂС ПАНĂ ПЕК НИМĔНЛЕ ХУЛĂН КĔНЕКЕ ТЕ ВĔРЕНТМЕ ПУЛТАРАЙМАСТЬ".

Ф.ВОЛЬТЕР 

- Мĕншĕн режиссер профессине суйласа илнĕ? Артистка пулас темен-и? - питĕ пĕлес килчĕ манăн.

- Манăн анне - Лидия Васильевна Клементьева - яланах халăх театрне выляма çÿренĕ. Ялти çав çулсенчи режиссер Виталий Никишин аннене яланах тĕп роль панă. Виталий Никитич мана та 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех асăрхарĕ. Пĕчĕккĕн рольсем пама пуçларĕ. 7-мĕш класра чухне вара эпĕ "Вĕлтĕрен кайăкĕ" спектакльте Аня рольне калăпланăччĕ. Пысăк роль вăл. Виталий Никитичах мана режиссера вĕренме кайма сĕнчĕ. Халĕ эпĕ режиссер кăна мар, спектакльсенче хам та юратса вылятăп. Виталий Никишина та чĕнетпĕр. Вăл пире пьесăсем çырса парать. Нумаях пулмасть вăл хайланă "Кÿршĕсем" пьесăпа лартнă спектакле куракан патне çитертĕмĕр. Тата 2 çĕнĕ пьеса та пур-ха, паян вĕсемпе ĕçлетпĕр. К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа май уйăхĕнче пысăк уяв каçĕ ирттертĕмĕр. Халăх театрне тата ача-пăча коллективне çÿрекенсемпе "Нарспи" поэмăн 3 сыпăкне лартрăмăр. Виталий Никитич "Юмăç патĕнче" сыпăка пьеса пек йĕркелесе пачĕ. Хам хальлĕхе пьеса çырса пăхман-ха. Кăмăлăм начартарах чухне хама валли сăвăсем хайлатăп. Çыратăп та - чунра лайăх пулса каять. Вĕсене, çын курасран, тÿрех çурса пăрахатăп. Ĕçĕме шутсăр кăмăллатăп. Халăхпа ĕçлес, çынсен шухăш-кăмăлне ăнкарма вĕренес тесе психолога та вĕренсе тухрăм.

- Эсир Шупашкартан аякра пурăнатăр. Вырăс районĕнче. Авалхи йăла-йĕркене упрас тĕллевпе мĕнле ĕçсем тăватăр?

- Çулсеренех апрель уйăхĕнче Улатăр тăрăхĕнчи 3 чăваш ялĕ - Суйкăн, Кивĕ Эйпеç тата Çĕнĕ Эйпеç - пĕрле Чăваш чĕлхин кунне анлăн уявлатпăр. Унта чăваш кĕписене тăхăнса каятпăр. Наци апатне хатĕрлетпĕр, юрри-ташшине кăтартатпăр. Алĕç ăстисен пысăк куравне йĕркелетпĕр. Пирĕн ялта Мăнкун речĕ те упранса юлнă. Виçĕ кун уявлаççĕ ăна. Эпир те библиотека умĕнче Мăнкун эрнинче йăхсене пуçтаратпăр. Тĕрлĕ конкурс ирттеретпĕр: юрлани-ташланине, çипуçĕсене хаклатпăр. Пирĕн кашни йăх расна тĕслĕ тум çĕлетнĕ. 2010 çулта улах ларассине пуçартăмăр. Пĕр-пĕр çын килĕнче пухăнса алĕç тăватпăр, юрлатпăр, ташлатпăр. Маларах тутлă апат-çимĕç хатĕрлетпĕр. Пире Чăваш телекуравĕ те ÿкерсе кайнăччĕ. Пыл Сăпасĕнче ялти хурт-хăмăрçăсене пухатпăр. Вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, опычĕпе паллаштараççĕ, вăрттăнлăхсене уçаççĕ. Унтан пурте пĕрле çĕнĕ пыл тутанатпăр. Маларах калама маннă: кашни канмалли кун çамрăксем валли библиотека умĕнче дискотека йĕркелетпĕр. Хавхалану пур, питĕ ĕçлес килет. Клуб çукки кăна ура хурать пире. Шанăçа çухатмастпăр-ха, кĕтетпĕр...

Сăмах май, Кивĕ Эйпеçсем районти культура çурчĕсен ăмăртăвĕнче яланах 1-2-мĕш вырăнсене йышăнаççĕ. Марина Геннадьевнăна пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн 2007, 2008 çулсенче Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп хучĕсемпе, республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн Дипломĕпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахĕпе наградăланă. 2009 çулта вăл Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ. Вăлах - Улатăр районĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Пултаруллă çынсем пур енĕпе те хастар. Марина Геннадьевнăпа Александр Николаевич Лебедевсем çулсеренех районти, республикăри конкурссене хутшăнаççĕ. 2008 çулта Лебедевсен килти хушма хуçалăхĕ "Тĕслĕх çурт" конкурсра та çĕнтернĕ. Маринăпа Александр икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтереççĕ. Александр Николаевич И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетри ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ хыççăн пĕр тапхăр ялти культура çурчĕн директорĕнче те, шкулта та вăй хунă. Халĕ Мускава ĕçлеме çÿрет. Апла пулин те ялти халăх театрĕнче выляма та вăхăт тупать. Сăмах май, Маринăпа вĕсем спектакльте пĕрле вылянă хыççăн туслашнă. "Виталий Никишин пире, пулас мăшăрăмпа, Геннадий Терентьевăн "Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере" спектакльте Маринăпа Саша ролĕсене выляттарнăччĕ. Ятсем те пĕрешкелччĕ вĕт-ха... Унччен эпир Сашăпа пĕр класра вĕреннĕ, пĕр касрах пурăннă пулин те пĕр-пĕрне "асăрхаман". "Пурнăçри пекех пултăр, чăнласах выльăр эсир", - тетчĕ пĕрвĕçĕм Виталий Никитин. Чăнласах "вылярăмăр" пуль çав... Çапла, Виталий Никитич пире çемье çавăрма та пулăшрĕ", - йăлл! кулать Марина Геннадьевна.

Халĕ Кивĕ Эйпеçсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа республикăри халăх театрĕсен хушшинче иртекен конкурса хатĕрленеççĕ. Çывăх вăхăтрах ирттермелли мероприятисен планĕ те пысăк....

 

Роза ВЛАСОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.