Комментировать

13 Авг, 2015

Кĕçех шкула!

Ерипен те пулин çу кунĕсем иртсе пыраççĕ. Тин çеç тавралăх ешĕл тум пĕркеннĕччĕ, халь, акă, кĕçех хăйĕн çине ылтăн тĕслĕ тутăр уртса ярĕ. Вун-вун тĕслĕ çулçăсем йывăçсене ахахăн-мерченнĕн илем кÿрĕç. Улма-çырла пахчисем хăйсен сĕтеклĕ çимĕçĕсемпе тавралăха ырă шăршă сарĕç…

Шăпах çакăн пек тулăх кĕркуннен пĕрремĕш кунĕн-че хавас кăмăллă, ырă туйăмлă ачасем тăван шкулăн алăкне уçса пĕлÿ тĕнчине çул хываççĕ. Паян вара пĕлÿ çурчĕсем ачасене кĕтсе илме хатĕр те.

Купăста: сухан: укроп…

Пăлапуç Пашьел шкулĕ хăйĕн тирпейлĕхĕпе яланах тĕлĕнтерет. Ачасем хăйсен ĕç вырăнĕсене йĕркеллĕ тытма тăрăшаççĕ. Вĕренÿ хатĕрĕсем кашни кирлĕ çĕрте, классенче таса та хăтлă. Сĕтел-пукан та юсавлă. Хăйĕн яваплăхне туйма кунта мĕн ачаран хăнăхаççĕ. Çакă чи кирли мар-и вара?

Çак шкула çÿрекенсем пĕлÿ кунĕнче те яланхи пекех хаваслă пуласси пĕрре те иккĕлентермест. Çу кунĕсене çамрăксем усăллă та интереслĕ ирттернĕ: пĕрисем сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче пулнă, теприсем аслисене ялта пулăшса ырă та усăллă ĕçпе савăнтарнă. Хăшĕсем çĕнĕ юлташсем тупса вĕсемпе туслашнă. Тăванĕсем патĕнче инçетри хуласемпе ялсене кайса курнисем те пур. Хальхинче вĕсем кашниех шкула пухăнĕç. Пĕр-пĕрне каласа памалли темĕн чухлех пулĕ. Пăлапуç Пашьелсем çу каçипех шкул пахчинче тăрăшни те сая каймарĕ. Ачасем аслисемпе тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерчĕç. Халь хăяр, помидор, сухан, кишĕр, хĕрлĕ кăшман тата ыттисем те ăнса пулнине пăхса савăнма питех те хавас!

Шкул столовăйĕнче тăрăшакан Наталия Кузьмичевăпа Вера Тукмакова хĕл кунĕсене валли тухăçлă çитĕннĕ çимĕçсене тăварлаççĕ, маринадлаççĕ. Столовăй апат-çимĕçĕ тĕрлĕ витаминран пуян пулни çитĕнекен çамрăк организмшăн питех те усăллине пĕлсе тăрăшаççĕ ĕçченсем. Ачасем те хăйсен тăрăшăвне хакласа çитĕнĕç. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех хăтлă шкулăн столовăйĕнче хăйсем çитĕнтернĕ пахчаçимĕç пулнине нимĕн те çитмест.

Шкул ачасене кĕтсе илме хатĕр. Шутлă кунсене хыçа хăварса вĕренекенсем тăван шкулăн сукмакне такăрлатса пĕлÿ тĕнчине кĕçех çул тытĕç.

Патăрьел районĕ,

Пăлапуç Пашьел шкулĕ.

 

«Эпир маттурсем!»

Çапла калама вĕсен сăлтавĕ те пур. Ачасем çуллахи каникулта тăван шкула манса кайнă тесшĕн-и? Пĕрре те апла мар. Пушă вăхăт тупса та пулин шкул пахчине васкама тăрăшнă. Тĕрлĕ пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ вĕсем кунта. Йăрансене вăхăтра кăпкалатнишĕн, çумкурăкран тасатнишĕн, шăварма ĕлкĕрнишĕн халь кашни хĕпĕртет.

Шкул пахчинче тухăçлă çимĕç ăнса пулнă! Шултра çитĕннĕ сухана пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Хăярпа помидора та тăварласа янтăлаççĕ тăрăшуллă ĕçченсем. Столовăйра вăй хуракансем тĕрлĕ салатпа, улма-çырлапа савăнтарĕç хĕл кунĕсенче.

Ачасем шкул умĕнчи чечек клумбисене те тирпейлеме тăрăшрĕç. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем халь кашни килен-каяна савăнтараççĕ.

Етĕрне районĕ,

Пушкăрт шкулĕ.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: сухана кăларса пĕтерме те ĕлкĕрнĕ маттур ачасем.

 

Ишеве тухĕ «Пĕлÿ карапĕ»

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ алăкран шаккать. Шкулсем ачасене кĕтсе илме хатĕррине тĕрĕслемелли тапхăр вĕçленсе пырать. Аслисем мĕн вăй çитнĕ таран шкулсене йĕркене кĕртме тăрăшрĕç. Ку ĕçре ачасем те вĕсене пулăшма васкарĕç.

Тăрăм шкулĕ те алăксене уçса ачасене йышăнма хатĕр. Çак кунсенче кунта ятарлă комисси тĕрĕслев ирттерчĕ. Вĕрентекенсемпе, техслужащисемпе пĕрлех ачасем те хăйсен тăрăшулăхĕпе палăрнине, кабинетсене хăтлăх кĕртнине палăртса хăварчĕç яваплисем. Вĕренекенсем тăрăшни пурне те савăнтарать, паллах. Чечек клумбисем илемлĕ. Унти çеçкесем аякранах шĕл кăваррăн тĕрлĕ тĕслĕн ялкăшса çитĕнеççĕ.

Елчĕк районĕ.

 

***

Хучаш шкулĕ паян тесен паян ачасене йышăнма хатĕр. Кунта та ятарлă комисси тĕрĕслев ирттернĕ. Аслисем, ачасем каникулта та ахаль ларман – шкулта юсав ĕçĕсем тунă. Паян хăш-пĕр вĕренÿ пÿлĕмĕсенче тунă юсав хыççăн уроксенче пулма та питех кăмăллă.

Шкул çулне çитмен ачасене йышăнмалли пÿлĕм пушшех чиперленсе те илемленсе кайнă. Шкул столовăйне тирпейленĕ, иккĕмĕш хутри коридор стенисене, вĕренÿ кабинечĕсене сăрланă. Шкул территорийĕ ытти чухне те хăйĕн тасалăхĕпе палăрнă пулсан, хальхинче вăл татах та чиперленнĕн туйăнать.

«Ална пар, юратнă шкул!» - тейĕç кĕçех кунта та.

Етĕрне районĕ,

Хучаш шкулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.