Комментировать

25 Фев, 2014

Эпир çартан пăрăнман

Чăвашра çарта пулман çынна питех хисеплемен. Салтак пăттине çименнисем çакна хăйсем те аван туйнă. Çавăнпа та эпир хĕсметре тăнă çулсенче çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурте чыслăн пурнăçлама тăрăшнă. Хамăр çемье тĕслĕхĕ те çакна çирĕплетет. Атте вăрçăччен Амур çинчи Комсомольскра пурăннă, пĕр заводра тăрăшнă. Пысăк ăсталăхлă специалист пулнăран ăна «броньпе» тылра хăварнă: фронт валли çар продукцийĕ çителĕклĕ кăлармалла-çке. Кайран, çарта пулма тÿр килменшĕн пăшăрханнă самантсенче, хăйне хăй çар заводĕнче ĕçленипе лăплантаратчĕ. Элĕк районĕнчи Ураскилт ялне таврăнсан çемье çавăрнă. Умлă хыçлăнах 7 ача çуралнă: 5 ывăлпа 2 хĕр. Эпĕ асли. Ун чухне пурнăç çăмăлах марччĕ. Иртен пуçласа мĕн сĕм тĕттĕмчченех - колхоз уй-хирĕнче е фермăра. 10 çултах, атте-анне калашле, пирĕн çумма «куршанак çыпăçнă». Ачи-пăчин пĕчĕк ĕçĕ те çемьешĕн пысăк тĕрев пулнине кашниех ăнланнă.

Пĕве кĕрсен салтак ячĕ тухрĕ. Ыран çар комиссариатне çитмелле тесе алла хут тыттарчĕç. Комисси витĕр тухнă чухне хăш вăхăталла каймаллине пĕлнĕрен тăван халăхăн ырă йăлипе юлташсемпе лаша кÿлсе салтак чупрăмăр. Аслисем кĕрекере ырă нумай сăмах каларĕç, каялла чĕрĕ-сывă таврăнма пиллерĕç. Çав самант яланах куç умĕнче. Çар эшелонĕ пире Пермь облаçне /халĕ - край/ илсе çитерчĕ. Подразделенире чăваш йышлăччĕ - 21 çамрăк. Присяга тытнă хыççăн хĕсмет пуçланчĕ. Кунсем хăвăрт шурĕç. Çыхăнăвăн лайăх специалисчĕсем пулса тăтăмăр, вĕренÿ занятийĕсенче хамăра лайăх енчен кăтартрăмăр. Командирсем пире, чăвашсене, тăрăшулăхшăн, чăтăмлăхшăн мухтатчĕç. Çапла икĕ çулта пĕр уйăх салтак пăттине çирĕм.

Тăван кĕтесе таврăнсан ĕç-хĕлĕме строительствăпа çыхăнтартăм. Мухтанса каламастăп: манăн ĕç кĕнекинче пĕр йĕрке кăна - Шупашкарти 2-мĕш стройтрестăн 29-мĕш строительство управленине йышăннине пĕлтерекенни. Паллах, специальноçсем улшăнса тăчĕç. Ĕçленĕ хушăрах техникумран вĕренсе тухрăм. Бригадирта та, мастерта та, инженерта та тăрăшрăм, пенсие тухас умĕн директор çумĕ те пултăм. 2001 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕм. Коллективран уйрăлас килмест. Халĕ те вăй çитнĕ таран тăрăшатăп.

Сăмах май, шăллăм Геннадий «Чăваш Республикин транспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Вăл Чернобыльти авари сиенне сирме хутшăннă, уншăн медальпе наградăланă.

«Атте-аннен 5 ывăлĕ те пĕр трестрах ĕçлерĕмĕр, хусах чухне общежитин пĕр пÿлĕмĕнчех пурăнтăмăр», - тесе аса илетпĕр кĕрекене пухăнсан. Пурнăç çулне тупма салтак хĕсмечĕ пулăшрĕ тесен нимĕн чухлĕ те йăнăшмастăп. Эпĕ ракета çарĕсенче, Геннадий - Красноярскра, Виталий - Свердловск облаçĕнче, Петр Германире службăра тăтăмăр. Ача чухне чирленĕрен Николайăн сывлăхĕ хавшарĕ те ăна çар тумне тăхăнма пÿрмерĕ. Манăн хыççăнхисем сержант званийĕпе таврăнчĕç. Шăллăмсен ывăлĕсем те салтак тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç.

Шинеле хывнăранпа 41 çул иртрĕ. 2012 çулта хĕсметре тăнă çар чаçне кайса куртăм. Самай улшăннă унтанпа, анчах çĕрĕ те, сывлăшĕ те, пĕлĕчĕ те çавăн чухнехи пекех туйăнчĕ. Фотоальбома уçатăп та куç умне службăра пĕрле пулнă ачасен сăнĕсем тухаççĕ. Геннадий Иванов /Тăвай районĕ/, Владимир Харчевников /Етĕрне районĕ/, Геннадий Кириллов /Муркаш районĕ/, Анатолий Репин /Етĕрне хули/, Виталий Александров, Изосим Падюков /Шупашкар районĕ/, Виталий Никифоров /Элĕк районĕ/, Николай Доронькин /Улатăр районĕ/... «Çарта çирĕпленнĕ туслăх яланлăхах», - теççĕ халăхра. Сире Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕпе саламлатăп.

Хальхи çамрăксене çар тивĕçне пурнăçласси атте-анне умĕнчи чыс пулнине калассăм килет. Ан шикленĕр çар ретне тăма. Унтан эсир чăн-чăн арçын пулса таврăнатăр.


Юрий СТЕПАНОВ.

Элĕк районĕ,

Ураскилт ялĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.