Комментировать

7 Авг, 2015

Помидор çулçи пĕрĕнет

Парка шăтса тухнă, чечеке ларнă томатăн çулçи сасартăк пĕрĕнме тытăнать. Ÿсен-тăран çимĕç параймасăрах шанать. Мĕнпе çыхăннă ку?

Тĕп сăлтав - çĕре азот удобренийĕ, курăк шĕвекĕ, органика ытлашшипех хывни, çав хушăрах цинк, кали, фосфор çителĕксĕрри. Кун пек чухне комплекслă удобренипе апатлантармалла. Сăмахран, монофосфат калийĕ, растоврин. Çавăн пекех ÿсен-тăрана апатлантарас йĕркене те пăхăнмалла.

Çĕрмен тислĕке йăран çине сапалани сиенлĕ. Аммиак çимĕçе, çулçа юрăхсăра кăларать.

Теплицăра нÿрĕк, ăшă температурине пăхăнмасан та çулçă пĕтĕрĕнет. Сывлăш температури 35 градусран иртсен томат вăйлăрах сывлама тытăнать, çавна май тутлăхлă япаласем хăвăрт арканаççĕ.

Çак вăхăтра помидор çулçине мочевинăпа сирпĕтмелле. Тепĕр 2 кунран - марганцовка шĕвекĕпе ?вăл тĕксĕмрех кĕрен тĕслĕ кирлĕ%. Темиçе кунран çулçă йĕркеленĕ.

Виçесĕр шăварни, ытлашши турата, аврине татни те помидора сиенлет. Малтан аялти çулçисем типсе пĕрĕнеççĕ, унтан чир çÿлелле куçать.

Тепĕр сăлтав - бактери инфекцийĕ. Вăл чирлĕ вăрлăхран ерет. Ăна сыватма йывăр. Çапах «Авкисил» препаратпа чир сарăлассине чарма пулать.

Юлашкинчен çакна сĕнесшĕн: пысăк тухăçлă помидор çитĕнтерме агротехникăна пăхăнмалла. Лартас умĕн вăрлăха тĕрĕс хатĕрлемелле. Апатлантарма микроэлементпа пуян комплекслă удобренипе усă курмалла. Кайран та тĕрлĕ чир-чĕре, сăтăрçăсене хирĕç кĕрешме манмалла мар.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.